Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынран (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах кайӑкран та, хурт-кӑпшанкӑран та ку мӗнле ҫыран иккенне ыйтса пӗлеймӗн, ҫӗршыв ятне те кунта пурӑнакан ҫынран ҫеҫ пӗлме пулӗ.

Однако ни у птиц, ни у насекомых не спросишь, что это за берег, и узнать название страны можно было только у какого-нибудь местного жителя.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ричард ятран ачашласа Дик тенӗскер, ҫак ята вӑл хӑйне тупса ача ҫуртне илсе пынӑ ҫынран туяннӑ.

Имя Дик, уменьшительное от Ричарда, было дано подкидышу в честь сострадательного прохожего, который подобрал его и доставил в воспитательный дом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӗсем ҫирӗм ҫынран ытла мар.

Их было не больше двадцати.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Французсене хирӗҫ пулнӑ ҫирӗм ҫынран тӑракан казаксен пысӑках мар хуралӗ ҫакна курсанах хӑйӗнчен вунӑ хут вӑйлӑ тӑшман ҫине тапӑнма шутланӑ.

Обнаруживший французов небольшой, человек в двадцать, казачий дозор, заметив это смятение, решил атаковать вдесятеро сильнейшего неприятеля.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Вунӑ ҫынран ҫиччӗшне мобилизацилесе илнӗ мӗн.

Из девяти человек семь оказались мобилизованными.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Вӑл ҫынран илтни тӑрӑх каланӑ пек, кӗскен, типӗ каланӑ.

Коротко, сухо, как будто рассказывала с чужих слов.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Кайрсем вара пачах апла мар, вӗсем ҫынран шикленме те пӗлмеҫҫӗ пулас.

Зато кайры не обращают внимания на людей.

Ионы утравӗ ҫинче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 148–155 с.

Ҫынран вӑл йывӑҫ тӑрне хӑпарса пытанать.

Спасаясь от человека, пантера влезает на дерево.

Уссури пантери // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 23–26 с.

Ют ҫынран пуҫ тури ыйтса илсе ҫӳҫе турани лайӑх мар.

Неприлично у другого спрашивать гребенку.

Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӑшпӗр сӑпайлӑ тӑхӑннӑ ҫын тепӗр капӑр тумланнӑ ҫынран элегантлӑрах, ӗлккенрех курӑнать.

Можно быть одетым в скромный костюм и выглядеть элегантней, чем иной, облаченный в самые дорогие одежды.

Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӑпайлӑ тӑхӑнакан ҫынран ҫынсем нихӑҫан та тӑрӑхламаҫҫӗ.

Никогда не просчитается тот, кто оденется скромно.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Йӗркеллӗ, лайӑх ҫын тепӗр ҫынран каҫару ыйтассине хӑйшӗн намӑс тесе шутламасть.

Хорошо воспитанный человек не считает для себя зазорным и унизительным признаться в своей, пусть даже малой бестактности, и попросить за нее прощения.

10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Юриех е ӑнсӑртран кӳрентернӗ ҫынран каҫару ыйтса ҫыру ҫырмалла.

Извинение посылается всем, кого вы вольно или невольно обидели.

10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӑшпӗр чухне сӑпайлӑн кӑна ҫынран вӑл мӗне хавас пулнине ыйтса пӗлме май килет, вара сирӗн ӗҫ ҫӑмӑлланать.

Иногда, если это удается, можно деликатно выяснить, что хотел бы получить тот, кому собираются делать подарок.

Парнесем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӑналама хисеплӗ ватӑ ҫынран пуҫлаҫҫӗ.

Угощать начинают с самого пожилого и наиболее уважаемого человека.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кашни ҫынран ыйтмалли сӑпайлӑх ыйтӑвӗсене панӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫулҫӳрен кам иккенне, ӑҫта ҫул тытнине ыйтса пӗлнӗ.

Только после определенных вопросов вежливости можно было спросить путника, кто он.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Вырӑнтан вырӑна ҫӳрекен ҫулҫӳревҫӗ кану ҫуртне е санаторие килнӗ ҫынран урӑхларах тӑхӑнмалла.

Турист, которому предстоят переезды из одного места в другое, должен одеваться отлично от того, кто приехал в дом отдыха или в санаторий.

Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тимрук вӗсене те тасатрӗ, унтан, аттине тӑхӑнса, ҫынран хӗррипе васкамасӑр хӑпарчӗ.

И Тимрук соскреб все в воду, потом обулся и, не торопясь, поднялся берегом.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Чипер тумланнӑ майра, пуҫне сулкала-сулкала, тепӗр сӗтел патне кайрӗ, хӑй ӑшенче ҫаплах кулкаларӗ вӑл апатланма кӗнӗ япшар ҫынран.

Нарядная майра, красиво вскидывая голову, отошла к другому столу, посмеиваясь про себя над незадачливым посетителем.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӗнтӗ ун умӗнче Энтюк кӑна та мар, малашнехи пӗтӗм кунҫулӗ ҫӑв ҫынран килессӗн туйӑнчӗ ӑна.

С Эндюком он теперь связывал свое будущее.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех