Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫынна ҫак направленисенчен пӗрин майлӑ пулнине кӑтартас тесен пӗр-пӗр сӑлтав кирлӗ-ҫке-ха.Для причисления человека к последователям одного из них надобно иметь какие-нибудь основания.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Уйӑх ҫурӑ иртсен вара, Кирсанов патне хӑйӗн медицинӑра ӗҫленӗ май паллашнӑ — е тата палласах та кайман — ҫынни килчӗ те медицинӑра тӗл пулакан тӗрлӗрен пӑтӑрмахсем ҫинчен калаҫкаласа ларнӑ хыҫҫӑн (пӗр сӑмахпа каласан, хӑна хӑйӗн ҫынсене питӗ лайӑх та час сыватмалли меслечӗ ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн; чирлӗ ҫынсене вӑл темиҫе хун хушши шыв памасть иккен: «мӗншӗн тесен кашни чир-чӗр ӑшри сӗткенсем пӑсӑлнипе пулать, сӗткенсем вара ашрӑн тухсах тӑраҫҫӗ, эппин, вӗсем тухса пӗтчӗр тесен, чирлӗ ҫынна шыв ӗҫтермелле те мар; ҫапла вара начар сӗткенсем пӗтеҫҫӗ те — чир те иртсе каять», терӗ вӑл) Кирсанова: сирӗнпе пӗр вӗреннӗ ҫын паллашасшӑн, тесе пӗлтерчӗ; лешӗ ун ҫинчен нумай илтнӗ иккен.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Залра халӑх пин ҫынна яхӑн, анчах унта ҫавӑн чухлӗ тата виҫҫӗ те ирӗккӗнех шӑнӑҫма пултарать.В зале около тысячи человек народа, но в ней могло бы свободно быть втрое больше.
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ ирӗклӗ, мӗншӗн тесен манра нимле ултав та, икӗпитленни те ҫук: чӗрере ҫук сӑмаха каламастӑп эпӗ, хам кӑмӑла кайман ҫынна чуптума памастӑп.
6 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак япала ӑна итлеме тивӗҫлӗ ҫынна каланӑ чухне вара эпӗ хам та: ҫапла, ҫапла, ку, чӑнах та, ним те мар вӑл, тесе ларнӑ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем е вӗсем пеккисем ҫине тӑрсах: ку маншӑн нимех те мар вӑл, питӗ ҫӑмӑл, тенине час-часах илтнӗ эпӗ, хам вара, вӗсем ҫапла каланӑ ҫӗртех ахӑлтатса янӑ: паллах, мана, ют ҫынна, хам умра тата иккӗн чухне ҫеҫ ҫапла шантарнӑ чух ахӑлтатнӑ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫыннӑн яланах хӑйне ҫӑмӑллӑх кӳрекен шухӑшсем шыраса тупас килет; Дмитрий Сергеич хӑй ҫинчен: манӑн вилмеллех, тесе шутласа хунӑ вӑхӑтра ку сӑлтав вара пачах та юлман: эпӗ ӑна ӗнтӗ тахҫанах кирлӗ чухлӗ хисеплеме пуҫланӑ; ҫакӑн пек чухне вӑл ҫынна килентерет ҫеҫ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку туйӑм ҫав тери вӑйлӑ; ман пек нимпе те палӑрса тӑман ҫынсем ҫак туйӑм час-часах пулнине тӳссе пурӑнаймаҫҫӗ; анчах ҫакна хӑш чухне куркаланӑ ҫынна лайӑх пулать.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кунта манӑн ҫынна ырӑ тӑвас текен шухӑш пулнӑ, ку шухӑшра вара, ырӑ шухӑшра, ҫын ҫутҫанталӑкӗнчи пурнӑҫӗнчи пӗрлехи закон хӑй ӗҫне ҫынсен уйрӑмлӑхӗсене шута илсе тумасть; кунта эпӗ ху чипер ӗҫ тунине туйса тӑрасси чуна килентерекен япала пулнине туйса илтӗм, е, урӑхла каласан, ята-мӗне уяса тӑрса мар, Иванӑн е Петӗрӗн кӑна мар, кашни ҫыннӑнах тума тивӗҫлӗ чипер ӗҫ чуна яланах килентернине туйса илтӗм: ху ҫын, Иван мар, Петӗр мар, ахаль ҫын пулнине туйма питӗ кӑмӑллӑ вӑл.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑна хӑйшӗн, ун шучӗпе, питӗ нумай тунӑ ҫынна курма йывӑр пулнӑ.Ей было тяжело видеть человека, которому она была слишком много обязана, по ее мнению.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сахалтарах вӗреннӗ ҫынсем вара ӑна-кӑна пӑхса тӑмаҫҫӗ: сирӗн уйрӑм пӳлӗм пур-тӑк — унта кашниех сӗкӗнет, темскер сӑнас е сирӗн ҫумма ҫулӑхас тесе мар, ҫук, ахалех, ҫак япалапа сире кансӗрлеме пултарнине чухламаннипе ҫеҫ; вӑл хӑй сирӗншӗн кирлӗ мар, курас килмен этем пулсан ҫеҫ эсир вӑл пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен хӑвӑр ума килсе тухнине кӑмӑлламан пулӑттӑмӑр, тесе шутлать; вӑл, ҫын ӑна юп курать пулсан та, хӑй ҫав ҫынна йӑлӑхтарса ҫитерессине, ӑна кансӗрлессине пӗлмест, ӑнланмасть.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вилнӗ Дмитрий Сергеич Лопухова ҫывӑх пулни мана, эсир пачах пӗлмен, анчах сире пӗтем чунтан хисеплекен ҫынна, хӑвӑрӑн пӗлӗшӗрсен шутне, тен, кӑмӑлласах йышӑнӑр, текен шанчӑк парать.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫынна кӑмӑллани вӑл ӑна телей сунни пулать, кӑна эпир иксӗмӗр лайӑх пӗлетпӗр.А расположение к человеку — желание счастья ему, это мы с тобою твердо знаем.
XXVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла вара калавӑн тӗп пӗлтерӗшӗ тата вӗҫӗ Лопуховшӑн акӑ мӗн пулчӗ: вӑл завод управляющин помощникӗ вырӑнне йышӑнать, управляющи вара фирма юлташӗсенчен пулать, ӑна хисеплӗ шалу параҫҫӗ, хӑй те хисеплӗ ҫын ҫеҫ пулать; ертсе пырасса ӗҫе Лопухов ертсе пырӗ; фирма юлташӗ управляющи вырӑнне ҫак условипе кӑна илчӗ, «эпӗ пултараймастӑп, ӑҫта манран» — «ара, эсир вырӑн ҫеҫ йышӑнӑр, унта тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынна лартӑр, ӗҫе хутшӑнма кирлӗ мар сирӗн, эпӗ ӗҫе хам тӑвӑп», «ҫапла пулсан, юрать, вырӑн йышӑнатӑп», анчах чи кирли власть та-мар-ха, чи кирли вӑл 3500 т. илни, ӗлӗк ӑнсӑртран литературӑпа, уроксемпе, заводри ӗлӗкхи ӗҫпе тупнинчен 1 000 т. яхӑн ытларах илни, апла пулсан, халӗ, заводсӑр пуҫне, пӗтӗмпех пӑрахма та юрать, — питӗ лайӑх.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Астӑватӑн-и, эпир санпа ҫынна юратни мӗне пӗлтерни ҫинчен пуҫласа калаҫнине?— Помнишь, как мы с тобою говорили в первый раз, что значит любить человека?
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсанов хӑйӗн тусӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн Лопуховсем патне пырсассӑн хӑй ӑнсӑртран йӑнӑшасран е Вера Павловна ҫине пуҫласа пӑхсассӑн хӗрелсе каясран, е вӑл ун ҫине пӑхма тӑрӑшманни ытла паллӑ пуласран, е мӗн те пулин ҫавӑн пеккинчен хӑранӑ; ҫук, Верӑпа пӗр минутлӑх тӗл пулнӑ хушӑра вӑл питӗ савӑнӑҫлӑ пулчӗ тата унӑн савӑнӑҫлӑ пулма тулли право та пулнӑ: хӑшпӗр вӑхӑта тусӗсенчен уйрӑлмалла пулнӑскер, тахҫанхи тусӗсем патне таврӑннипе савӑнса, ҫын кӑмӑллӑн та ӑшшӑн йӑл кулать, лӑпкӑн пӑхать вӑл, витӗмлӗн те ним шухӑшласа тӑмасӑр калаҫать, ун чун-чӗринче, вӑл калакан шухӑшсемсӗр пуҫне, урӑх нимӗнле шухӑш та ҫук вара, эсир чи усал элекҫӗ-хӗрарӑм пулнӑ тата сирӗн, ун ҫине пӑхса мӗн те пулин ун пек марри ҫав тери тупас килнӗ пулсан та, эсир пурпӗрех ӗҫ ҫукран, хӑйне лайӑх паллакан ҫынсемпе пӗрле каҫхи вӑхӑтне ирттерме хавас ҫынна курнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те курман пулӑттӑр.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Теоретик енчен илсен, унӑн эгоизмӗ ӗҫре мӗн-мӗн хӑтланнине сӑнама ҫынна кӑмӑллӑ.Приятно человеку, как теоретику, наблюдать, какие штуки выкидывает его эгоизм на практике.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Теоретик енчен илсен, хӑйӗн эгоизмӗ ӗҫре мӗн-мӗн хӑтланнине сӑнама ҫынна кӑмӑллӑ.Приятно человеку, как теоретику, наблюдать, какие штуки выкидывает его эгоизм на практике.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку теори ыйтӑвне эпӗ урӑхла лартатӑп: ҫынна теветкеллӗхсӗрех лайӑх пулсассӑн, камӑн та пулин ӑна теветкеллӗх кӑтартма право пур-и?
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑнланатӑн-и эсӗ, мӗнле те пулин ҫынна, ну хуть хӗрарӑма, ҫак пирӗн шутпа кирлӗ мар тата чӑнахах та кирлӗ мар япаласем кӑтартни, — ну, кирек мӗнле япала пулсан та, пурпӗрех, — ҫавна кӑтартни сӗмсӗр, ирсӗр, намӑссӑр ӗҫ пулнине ӑнланатӑн-и эсӗ?