Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынна сăмах пирĕн базăра пур.
ҫынна (тĕпĕ: ҫынна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Продукцие пухса кӗртме ачасене, хуҫалӑха пулӑшма Шупашкартан килнисене, хамӑр рабочисене — 800-1000 ҫынна — явӑҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Маргарита Кирилловна шухӑшӗпе — союз хастарӗсем хӑйсем туса пынӑ ӗҫре — киленӗҫ, ҫынна ырӑ тунинче савӑнӑҫ тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫынна, унӑн ӑстӑн пултарулӑхне хывакан инвестицисем ӗҫ тухӑҫлӑхӗн шайне кӑна мар, ун вӑхӑчӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика хаклӑхне те ӳстерме пулӑшаҫҫӗ.

Инвестиции в человека, в его интеллектуальные способности повышают не только уровень производительности труда, но и социально-экономическую ценность его времени.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1341505

Ҫынна инвестици хывасси патшалӑх политикин приоритетлӑ ҫул-йӗрӗ шутланать.

Инвестиции в человека являются приоритетным направлением государственной политики.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2703196

Професси ӗҫӗ-хӗлӗ наукӑпа ҫыхӑннӑ мӗнпур ҫынна ҫирӗп сывлӑх, пултаруллӑ хавхалану, ҫӗнӗ открытисем тума тата экономикӑн чӑн секторӗнче тата социаллӑ сферӑра ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫлама сунатӑп!

Желаю всем, чья профессиональная деятельность связана с наукой, крепкого здоровья, творческого вдохновения, новых открытий и реализации новых проектов в реальном секторе экономики и социальной сфере!

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2944969

Ҫынна сивӗ шыв чир-чӗртен сывалма та пулӑшать.

Человеку и холодная вода помогает вылечиться от болезней.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ӑна ҫынна вӗлернӗшӗн айӑпланӑ, — тӗслӗхпе ҫирӗплетрӗ Мария Кудряшова.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Анне сӑмахӗсене калас килет: «Пурӑннӑ чухне ҫынна куҫран пӑхма намӑс ан пултӑр».

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫӗр ҫинче ӗҫлекен ҫынна техника кирлех.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

2006 ҫулхи ял хуҫалӑх ҫырав ӗҫне районти 85 ҫынна явӑҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Вӑл пӗр алшӑллипе шӑлӑнсан тепӗр ҫынна куҫма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ҫынна телейлӗ пулма кил-йышри татулӑх та кирлӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

«Чӑваш Енре тӗлӗнмелле ырӑ кӑмӑллӑ тата ӗҫе юратакан халӑх пурӑннине тепӗр хут курса ӗнентӗм. Республикӑра ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсем ҫук пулсан та кунта тӗрӗс ҫул-йӗр суйласа илнӗ: ҫынна, ҫамрӑксене инвестици хываҫҫӗ», – тенӗ Дмитрий Медведев ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнчи Чӑваш Енре иртнӗ ӗҫлӗ ҫул ҫӳреве пӗтӗмлетнӗ май.

Куҫарса пулӑш

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пушшех те, ача пӗчӗккӗ чухне ыйтма кӑна пултарать, ҫынна шалтан пӗтӗмпех тултаракан кӑмӑл-туйӑм парнелеймест вӑл, савӑнӑҫ кӳни ҫителӗксӗр.

Более того, малыш может только спрашивать, он еще не может нести все полноту человеческих чувств, одной радости маловато.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

- Ҫутҫанталӑк ҫынна ҫуралсанах хастарлӑх виҫепе уйӑрса парать-тӗр.

— Природа, скорее всего, с рождения наделяет человека определенной смелостью.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Малтан хӑш-пӗр ҫынна пачах ӑнланмастӑм - искусствӑпа ҫыхӑннӑ кӗнекесене ҫав хак парса мӗн туянмалли пур тесе шухӑшлаттӑм.

Раньше я вообще понимала некоторых людей — как, думала я, можно купить книги по искусству за такие бешеные деньги.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫынна активлӑ канни те кирлӗ.

Человеку и активный отдых нужен.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

89 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.

89 человек удалось спасти.

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Вӑл ватӑ ҫынна хисеп тунине ырламалла ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ӗҫлекен ҫынна хисеп тӑвасчӗ, вӑрласа пуяканнине мар, — шухӑшне палӑртрӗ Петр Сергеевич.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех