Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Ҫылӑхсене каҫарсан, вӗсемшӗн парне кӳме те кирлӗ мар.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кирек хӑш священник та куллен кӗлӗре тӑрать, темиҫе хут та пӗр пек парнесем кӳрет, анчах та ҫав парнесем нихӑҫан та ҫылӑхсене пӗтереймеҫҫӗ.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫуллен парне кӳни вӗсенӗн ҫылӑхӗсене астутарса тӑрать: 4. пӑру юнӗпе качака юнӗ ҫылӑхсене пӗтерме пултараймасть.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Христос пирӗн ҫылӑхсене Хӑй ҫине илме килнине, Унӑн ҫылӑх ҫуккине эсир пӗлетӗр.5. И вы знаете, что Он явился для того, чтобы взять грехи наши, и что в Нем нет греха.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ачамсем! эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп; кам та пулин ҫылӑха кӗрсен, Атте Турӑ умӗнче пирӗн хута кӗрекен тӳрӗ Иисус Христос пур; 2. Вӑл — пирӗн ҫылӑхсене каҫарттаракан парне, пирӗн ҫылӑхсене ҫеҫ мар-ха, пӗтӗм тӗнче ҫылӑхӗсене каҫарттаракан парне.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӑл нимӗнле ҫылӑх та туман, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ултавлӑ сӑмах тухман; 23. Хӑйне усал сӑмахпа хӑртсан та, хирӗҫ усал каламан; асапланнӑ чухне юнаса калаҫман, тавӑрассине тӗрӗс Тӳре аллине панӑ; 24. пире ҫылӑхран хӑтарса тӳрӗ пурӑнтарасшӑн, пирӗн ҫылӑхсене Вӑл Хӑйӗн ӳчӗпе йывӑҫ ҫине Хӑй ҫӗкленӗ: эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн яту хисеплентӗр; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр; 3. куллен пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире; эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫарнӑ пек, 4. пирӗн ҫылӑхсене каҫар пире; ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире, тейӗр.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӗнче ҫылӑхсене пула хур курать: вӗсем пулаҫҫех; анчах кам илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫав ҫынна хуйхӑ ҫитӗ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Йывӑр айӑпа сирме, ҫылӑхсене ҫӗтерме, йӗркесӗр ӗҫсене каҫарттарма, ӗмӗрлӗхе тӳрӗлӗхе ҫирӗплетме, курӑнупа пророкла калани ҫине пичет хума, Сӑваплӑран Сӑваплине ҫу сӗрсе яма санӑн халӑхупа санӑн сӑваплӑ хулу валли ҫитмӗл ҫичӗҫуллӑх палӑртнӑ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Йӗри-тавра сӗм тӗттӗм, пӳртре хӳтӗ, мана никам та курмасть: камран хӑрас манӑн? Ҫӳлти Турӑ манӑн ҫылӑхсене аса илмӗ».
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫамӑр ырӑ кӑмӑллӑ, Вӑл хӗрхенет, ҫылӑхсене каҫарать, хӗн-асаплӑ вӑхӑтра хӑтарать.11. Ибо Господь сострадателен и милостив и прощает грехи, и спасает во время скорби.
Сир 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫаран хӑрани ҫылӑхсене сирсе ярать; хӑрама пӗлмен ҫын тӳрре тухаймасть.21. Страх Господень отгоняет грехи; не имеющий же страха не может оправдаться.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй Туррӑмӑр, Ҫӑлаканӑмӑр, Хӑвӑн яту мухтавӗшӗн пулӑшсам пире; пире Хӑвӑн ятушӑн хӑтарсам, пирӗн ҫылӑхсене каҫарсам.
Пс 78 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсӗ чӗнӗттӗн те, эпӗ Сана хурав панӑ пулӑттӑм, Эсӗ вара Хӑвӑн аллу пултарнӑскере кӑмӑл курӑттӑн: 16. халӗ Эсӗ манӑн утӑма шутласа тӑратӑн, ун чухне ҫылӑхӑмсене сыхлама пӑрахӑттӑн; 17. манӑн ҫылӑхсене хутаҫа чиксе ҫиеле пичет хунӑ пулӑттӑн, манӑн айӑпа Эсӗ ҫапла хупнӑ пулӑттӑн.
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ пирӗн ҫылӑхсене ҫӑмӑллатрӑн, 84. пирӗн валли тымара сыхласа хӑварсам; анчах эпир, ют халӑхсен тасамарлӑхӗпе хутшӑнса, каллех Санӑн саккунна пӑсас енне сулӑнтӑмӑр.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Замврий ӗнтӗ Ваасан пӗтӗм килне Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Вааса ҫинчен Иуй пророк урлӑ каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пӗтерсе тӑкнӑ; 13. ҫакӑ вӑл Ваасан мӗнпур ҫылӑхӗшӗн, ун ывӑлӗ Ила ҫылӑхӗсемшӗн ҫапла пулнӑ: ҫав ҫылӑхсене вӗсем хӑйсем те тунӑ, Израиле те ҫылӑха кӗртнӗ, хӑйсен йӗрӗхӗсене туса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентернӗ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эппин, Ху каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа хӑвачӗ мухтава тухтӑр, Эсӗ ҫапла тесе каларӑн: 18. Ҫӳлхуҫа вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ [тата тӳрӗ], Вӑл йӗркесӗр пурӑннине, усал ӗҫсене, [ҫылӑхсене] каҫарать, анчах хаса памасӑр хӑвармасть: ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн ачисене виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш сыпӑка ҫитиччен хаса парать, терӗн.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Моисей ҫав самантрах ҫӗре ӳксе [Турра] пуҫҫапнӑ та 9. каланӑ: эй Патшамӑр, эпӗ Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Патшамӑр пирӗн хушшӑмӑрта пытӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн ку чурӑс халӑх; пирӗн йӗркесӗр ӗҫсене, пирӗн ҫылӑхсене каҫар, пире Хӑвӑн еткерӳ ту, тенӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.