Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑх сăмах пирĕн базăра пур.
ҫывӑх (тĕпĕ: ҫывӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑн Сӗнтӗрсен тӑванӗ искусствӑпа та питӗ ҫывӑх.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ан пултӑрччӗ вӑрҫӑ урӑх нихӑҫан та, — ҫапла каласа хӑварнӑ Иван Кузюков ҫывӑх ҫыннисене.

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Вӑрҫӑ — чӑтма ҫук тискерлӗх. Унран хӑрушши ҫӗр ҫинче урӑх нимӗн те ҫук», — тетчӗ час-часах ҫывӑх ҫыннӑмӑр, — пӗлтерчӗ Алина Кирилленко.

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫапах хушӑран кӑмӑлӗ ҫемҫелетчӗ те вут-ҫулӑм витӗр тухнине, ҫывӑх юлташӗсене ҫухатнине куҫҫуль витӗр аса илетчӗ...

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ /2007 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче/ пулин те унӑн ҫутӑ сӑнарӗ, вӑрҫа аса илнисем пирӗн асӑмӑртах. Пурӑннӑ чухне ҫывӑх ҫыннӑмӑр тӗлӗкӗсенче вӑрҫӑпа час-часах аташатчӗ. Чун ыратӑвне кӑштах та пулин ҫӑмӑллатас тесе эпир, унӑн мӑнукӗсем, асаттерен вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫинчен каласа пама ыйтаттӑмӑр. Вӗсене ҫырсах пыраттӑмӑр», — ҫапла пуҫларӗ калаҫӑва Алина Кирилленко.

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫыракансен тата наука ӗҫченӗсен хаклавне шута илес пулсан, ҫывӑх ҫулсенче унӑн иккӗмӗш, ҫӗнетнӗ кӑларӑмӗ пуласса шанатӑп.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫывӑх ҫынни хӑй вӑхӑтӗнче «Комсомольская правда» хаҫатӑн штатра тӑман корреспонденчӗ те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Ҫывӑх вӑхӑтра тулӑ, урпа, сӗлӗ туянасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫавӑнпа чи ҫывӑх тусӑмпа пӗр вӗренӳ заведенийӗнчи пӗр факультетра вӗренме май килменнине ӑнлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Кашни ачах ҫывӑх ҫыннисен юратӑвӗпе пулӑшӑвне тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Анчах чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

— Кашни артистӑн грим пӳлӗмӗнче сӗтелӗ ҫинче чунне ҫывӑх япаласем выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫывӑх ҫыннине амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Нумаях пулмасть пӗчӗк Танзеля чи ҫывӑх ҫыннисене математика енӗпе ҫитӗнӳсем туса савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши Кинчерсемшӗн ҫывӑх ҫын пулса тӑчӗ темелле, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн ял халӑхӗпе тӑтӑшах тӗл пулать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗнче нумай ҫул пӗрле ӗҫленӗ пултаруллӑ журналиста, ҫывӑх тата шанчӑклӑ юлташа юбилей ячӗпе саламласа ырлӑх-сывлӑх, пурнӑҫра иксӗлми телей сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

«Хаҫатра ӗҫлеме татах та интереслӗрехчӗ. Ирхине 5 сехетрех районти ялхуҫалӑх управленийӗн специалисчӗсемпе пӗрле колхозсемпе совхозсенчи фермӑсене ирхи сӑвӑма тухса каяттӑмӑр. Унти лару-тӑрупа тӗплӗн паллашаттӑмӑр. Ҫитменлӗхсене тупса палӑртса, вӗсене ҫийӗнчех пӗтерес тесе район хаҫатӗнче ҫырса кӑтартаттӑмӑр. Фермӑсене - хӗле, ялхуҫалӑх техникине ҫур акине мӗнле хатӗрлени ҫинчен рейд материалӗсем тӑтӑшах ҫыраттӑмӑр. Паллах, критикӑлла материалсем пирки хӑш-пӗр хуҫалӑхсен руководителӗсем кӑмӑллах пулман ӗнтӗ. Хаҫат пулӑшнипе район руководителӗсем ҫавӑн пек пуҫлӑхсене вырӑна лартнӑ, ҫитменлӗхсене ҫывӑх вӑхӑтрах пӗтерме хушнӑ», - калаҫӑва малалла тӑсать Вячеслав Григорьевич.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Чӑваш Енре ӑна Патшалӑх Канашӗн ҫывӑх вӑхӑтри сессийӗнче пӑхса тухӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫывӑх ҫыннисем унран ырӑ тӗслӗх илнӗшӗн савӑнать Светлана.

Куҫарса пулӑш

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Хӑнасемпе, туянакансемпе пӗрлех унӑн хитре япалисене ҫывӑх ҫыннисем те хаклаҫҫӗ, сӑмахран, мӑшӑрӗ «маттур Ивановна» тет, ывӑлӗсем вара урӑх ҫын ҫыхнӑ япаласене тӑхӑнасшӑн та мар.

Куҫарса пулӑш

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех