Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑрсан (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтес пулать капла ҫывӑрсан! — тесе вӑрҫса илчӗ асатте.

Ить это беда, как спишь! — ругался дед.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мана кирек кам патӗнче ҫывӑрсан та ҫавах, — хурланнӑ сасӑпа каларӗ Виктор.

— А мне все равно, у кого ночевать, — с грустью в голосе ответил Виктор.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫывӑрсан авантарах пулӗ!

Лучше спать!

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кусем те, ирхине килнисем пекех, выртса ҫывӑрсан, аван пулнӑ пулӗччӗ, эпир вара вӗсене часах тӑлпаса тӑкнӑ пулӑттӑмӑр.

Хорошо было бы, если бы они легли и заснули, как те, что приехали утром, тогда мы могли бы живо расправиться с ними.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Маншӑн ӑҫта ҫывӑрсан та пурпӗрех: хуть сан патӑнта, хуть ӑйӑрсемпе юнашар, анчах паян киле кайма юрамасть мана, мӗншӗн тесен, карчӑк мана тӗрӗк вӑрҫинчи пекех пӑскӑртма хатӗрленет, эпӗ хам алӑк урапи умӗнчех урасене тӑсса выртма пултаратӑп, ним те мар пултаратӑп!

— По мне все едино, у тебя ночевать или возле жеребцов, но только домой мне нынче объявляться никак нельзя, потому что предстоит мне от моей старухи такая турецкая баталия, что я могу у себя на пороге и копыта к чертовой матери откинуть, и очень даже просто!

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах ҫывӑрсан та юратчӗ, ыран алӑ ан чӗтретӗр.

А надо бы заснуть, чтоб завтра рука не дрожала.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Тӑххӑрччен ҫывӑрсан чире каятӑп.

- заболеешь, если будешь спать до девяти.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Уҫӑ форточкӑпа ҫывӑрсан лайӑхрах.

Лучше спать с открытой форточкой.

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех