Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче полк лагере тухса кайрӗ, вӑл ҫулсеренех пӗр ҫӗрте вырнаҫса тӑрать, хуларан икӗ ҫухрӑмра, чукун ҫулӑн тепӗр енӗнче.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Малта, лавсенчен пӗр-икӗ ҫухрӑмра, ҫуллӗ мар вӑрӑм ампарсемпе черепица витнӗ пӗчӗк ҫуртсем курӑнаҫҫӗ; ҫурчӗсем ҫумӗнче хуралтӑсем те, йывӑҫсем те ҫук.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тамбов кӗпӗрнинче ҫуралнӑскер, пӗртен-пӗр американецпа е акӑлчанпа — яра куна заводра пулакан ашшӗпе кӑна пурӑннӑскер (акӑлчансем таврара ҫирӗм, аллӑ е ҫӗр ҫухрӑмра та пулман), Бьюмонт вырӑсла чӑн-чӑн вырӑс пекех калаҫнӑ, акӑлчанла вара — хӑвӑрт, лайӑх, анчах та, акӑлчан чӗлхипе калаҫакан ҫӗршыва ӳссен кӑна пырса лексе темиҫе ҫул пурӑннӑ ҫынсем пек, ытла тасах мар.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Шухӑшласа пӑх-ха акӑ: кашни кун 2 е 3 ҫухрӑмра ларакан магазина ҫӳрес пулсан, ҫакӑнпа урана е ҫие тӑхӑнмалли мӗн чухлӗ пӗтнӗ пулӗччӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчи пысӑк юханшывран пуҫласа кӑнтӑралла ҫав ҫурутравӑн ҫурри пӗтӗмпех ем-ешӗл курӑкпа, чечекпе витӗннӗ, ҫурҫӗрти пекех, ҫав ҫӗр талккӑшӗ ҫине пӗтӗмпех пысӑк ҫуртсем лартса тултарнӑ; вӗсем, пӗр-пӗринчен виҫ-тӑват ҫухрӑмра лараканскерсем, ҫав тери пысӑк шахмат хӑми ҫине лартса тухнӑ шахматсем пек туйӑнаҫҫӗ».
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Дама тӑна кӗрсе ҫитнӗ те ӑна хӑй патне, пӗр ҫур ҫухрӑмра ларакан дачӑна, йӑтса леҫме хушнӑ.Дама уже опомнилась и приказала отнести его к себе на дачу, в какой-нибудь полуверсте.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ мӗнле ҫын: ҫурӑлса пӗтнӗ мундир тӑхӑннӑскер, вӑл Чулутрав ятлӑ проспект тӑрӑх пынӑ (урокран таврӑннӑ, урокӗ 50 пус тӑрать, лицей хыҫӗнче пӗр виҫӗ ҫухрӑмра).
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак вилтӑпри тӗмески Гремячий Лог хуторӗнчи сакӑр ҫухрӑмра, хир тӳпинче ларать, казаксем ӑна тахҫантанпах Виле тӗмески тесе ят панӑ, авалтан юлнӑ халап ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫав тӗмеске вырӑнӗнче ӗлӗк-авал пӗр аманнӑ казак вилсе выртнӑ пулать, тен, авалхи юрӑра асӑннӑ казаках пулнӑ пулӗ вӑл, юрӑра ун ҫинчен ҫапла каласа юрлаҫҫӗ:
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫакӑ июль уйӑхӗн ҫиччӗмӗш кунӗнче чугун ҫул ҫинчи хуралҫӑ Иван Семенов Акинфов, ирпе лини тӑрӑх иртсе пынӑ чух, 141-мӗш ҫухрӑмра сана рельсӑсене шпалсем ҫине ҫирӗплетекен гайкӑна пӑрса кӑларнӑ ҫӗрте тытнӑ.
Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.
Ҫак самантра вӑл ку вырӑнтан ҫӗр ҫухрӑмра пулӗччӗ!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ Ольгӑсен именийӗнче пулатӑп: вӑл виҫҫӗр ҫухрӑмра, сан пата та кӗрсе тухатӑп, повереннӑйне хӑваласа яратӑп, унтан йӗрке тӑватӑп, кайран вара ху пыр.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ вӑл хӑйӗн дачин чӳречи умӗнче ларать (вӑл дачӑра, хуларан темиҫе ҫухрӑмра пурнать), ун ҫумӗнче чечек ҫыххи выртать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовка ялӗ Верхлёвӑран пилӗкҫӗр ҫухрӑмра ларнӑ пулсан, тен, Илюша ун патӗнче мӗне те пулин лайӑххӑн вӗренме пулӗччӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем пӗринчен тепри пӗр ҫухрӑмра лараҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсен ҫӗршывӗ урлӑ иртсе ҫӳрекенсем ҫук, ҫавӑнпа та ҫут тӗнчере мӗн пулса иртнине пӗлтерекен хыпарсене те вӗсем илтмеҫҫӗ: йывӑҫ савӑт-сапа турттаракансем вӗсенчен ҫирӗм ҫухрӑмра кӑна пурӑнаҫҫӗ, анчах кусем те вӗсенчен ытлашши пӗлмеҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑйсенчен сакӑрвунӑ ҫухрӑмра «кӗпӗрне», урӑхла каласан, кӗпӗрне хули пуррине вӗсем пӗлеҫҫӗ; анчах хӑшпӗрисем ҫеҫ унта кайкаласа килнӗ; унтан инҫерех, лере, Саратов, Нижний хулисем пуррине пӗлеҫҫӗ, Мускав тата Питӗр пуррине, Питӗр леш енче французсем е нимӗҫсем пурӑннине пӗлеҫҫӗ, лерелле вара вӗсемшӗн, ӗлӗк-авалхи ҫынсенни пек, тӗттӗм тӗнче, аҫтахасем, икӗ пуҫлӑ ҫынсем, улӑпсем пурӑнакан паллӑ мар ҫӗршывсем пур пек туйӑнать; унтан тӗксӗм тӗнче пуҫланать те, юлашкинчен, ҫӗр чӑмӑрне ҫӗклесе тӑракан пулӑ патне ҫитсен, вӗҫленет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫывӑхри ялсем тата уезд хули унтан ҫирӗм пилӗк-вӑтӑр ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.Ближайшие деревни и уездный город были верстах в двадцати пяти и тридцати.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хӑйӗн юратнӑ шухӑшне шухӑшларӗ: акӑ вӑл хӑйӗн тусӗсемпе колони тӑвать, тусӗсем ун ялӗнчен вунпилӗк-ҫирӗм ҫухрӑмра ялсенче, фермӑсенче вырнаҫаҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗрин патне апатланма, ташлама пухӑнаҫҫӗ; кунсем ялан хаваслӑ, ҫынсем те пурте хаваслӑ, пӗр пӗркеленчӗксӗр те шухӑшсӑр, йӑлкӑшса кулакан, ҫаврака хӗрлӗ питлӗ, йӗкӗр янахлӑ, нумай ҫиекен ҫынсем; ялан ҫулла, ялан хаваслӑх, тутлӑ апат, пылаклӑ канлӗх пулать…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Шумиловсен именийӗ санран аллӑ ҫухрӑмра кӑна: мӗншӗн-ха унта тырпул типсе-ҫунса кайман?Шумиловское-то в пятидесяти верстах от тебя только: отчего ж там не сожгло хлеба?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ, шухӑш вӗҫрӗ пуҫра, хула пурнӑҫӗнчен, обществӑран, хӗрарӑм кулллинчен, этем калаҫӑвӗнчен ҫӗршер ҫухрӑмра, вӑрманпа кӗртсем хушшинче ҫухалса кайнӑ ялта, хӑлтӑр-халтӑр ҫуртра, хӗлӗн пӑсӑк та хупӑнчӑк каҫӗнче ларатӑп эпӗ…
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.