Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫырансенче унта та кунта зебрсем чупни, чӑтлӑхран каннӑсемпе каамӑсем, хитре кӗлеткеллӗ антилопӑсем тухни, каҫсерен, вӗсем таҫта кайса ҫухалсан, хӑрушшӑн хартлатса сывлӑша янратакан леопардсем, ҫӳллӗ курӑк ӑшӗнче сикекен арӑслансем ҫӳрени курӑнчӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Шухӑш — пурлӑх мар, — тет ассӑн, — ҫухалсан та хӑруш мар.
Хӑравҫӑ // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 153–156 с.
Негоро юханшыв патнеллн утнине курчӗ Дик Сэнд, унтан, вӑл ҫыран хӗрринчи чул сӑрт хыҫне кӗрсе ҫухалсан, ун ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Патруль куҫран ҫухалсан, Мазинпа Петька ура ҫине тӑчӗҫ.
26 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Грузовик куҫран ҫухалсан, Митя ҫамкине ҫаннипе шӑлса илчӗ те ҫӑмӑллӑн лашт сывласа ячӗ.Когда грузовик скрылся из глаз, Митя вытер рукавом лоб и облегченно вздохнул:
17 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Улӗмрен, ҫак ылханлӑ чикӗсем ҫухалсан тата ытти вилсе пӗтеймен ӑнланусем ҫухалсан, пирӗн ӑрусем тупсӑмне шыраса тупӗҫ.Наши потомки разберут это дело, когда исчезнут проклятые эти границы.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Ҫӗрле вара, хура пӗлӗт ҫӑлтӑрсем патӗнчи вӗҫӗмсӗр инҫелӗхе кайса ҫухалсан, сывлӑш тар пек типӗ пулнӑ.
Прямой провод тӑрӑх пулса иртнӗ калаҫу // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Ҫав тери хӑрушӑ йывӑр чул темиҫе эрне хушши ӗнсене пусса тӑнӑ хыҫҫӑн сасартӑк ҫухалнӑ пек пулчӗ, вӑл ҫухалсан ҫав тери пысӑк савӑнӑҫ килсе тухрӗ.
Йывӑр кунсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӗсем подвалӑн тепӗр уйрӑмне кӗрсе ҫухалсан, кунта сӗм тӗттӗм пулса тӑчӗ.Когда они скрылись в другом отделении подвала, наступила темнота.
14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
— Акӑ, ҫак тӗлте ӗнтӗ юрать, — терӗ старик, ачасем пысӑк чул хыҫне юлса куҫран ҫухалсан Тёма хывӑнчӗ те шыва кӗрсе кайрӗ.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл куҫран ҫухалсан, хайхи, Тема сасартӑк хӑйӗн чӗрине питӗ пысӑк савӑнӑҫ килсе капланнине туять, унӑн халех мӗн те пулин туса хурас килет; пурте, пурте — аппӑшӗ-йӑмӑкӗсем те, бонна та, Наҫтаҫ та, Иоҫка та, унтан тӗлӗнсе ахлатса ҫеҫ тӑччӑр.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Мӗн тери йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ мана унӑн ҫӗлен-калталла сӑмахӗсем! — каласа пачӗ вӑл хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне Ватсона, Френсис каютӑна кӗрсе ҫухалсан.Как мне надоели его змеиные речи! — пожаловался он Ватсону, когда Френсис скрылся в каюте.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл ҫухалсан, вара пӗтӗм ӗҫ Авдотьйӑшӑн усӑсӑр пулса тӑнӑ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Икӗ поезчӗ те куҫран ҫухалсан тин вӑл ҫӗнӗ вырӑна лайӑхрах пӑхса ҫаврӑнма тытӑннӑ.И только когда оба поезда исчезли, он решился оглядеться хорошенько на новом месте.
VII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Анчах вӑл Алька хыҫран ҫухалсан, ӑна аса илсе ҫаврӑнса пӑхрӗ.Но она вспомнила и обернулась уже тогда, когда Альки позади не было.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Анчах ҫак вӑхӑтра, ӑҫта та пулин тухас шанчӑк ҫухалсан, Жиган утса пыракан ҫул икӗ еннелле йӳпленсе кайрӗ.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Мӗнпур хуйхӑшӑн айӑплӑ ҫын, урапа ҫине улӑхса ларчӗ те сигара туртса ячӗ, вара тӑваттӑмӗш ҫухрӑмра, ҫул пӑрӑннӑ ҫӗрте, Кирсановсен пӗр касӑпа тӑсӑлса кайнӑ именийӗ тата ҫӗнӗрен лартнӑ улпут ҫурчӗ юлашки хут курӑнса ҫухалсан, вӑл сурчӗ те: «Ылханлӑ улпут чӗпписем», — тесе мӑкӑртатса илчӗ, унтан шинельпе ҫӑттӑнрах чӗркенсе ларчӗ.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Юлашки хут тупӑпа пенӗ шав аякра ҫухалсан, Ридлер шлепкине тӑхӑнчӗ.Отгремел последний залп, замер вдали гул от него, и Ридлер надел шляпу.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тӳпере шурӑ пӗлӗтсем шӑватчӗҫ, ҫавсем шӑранса куҫран ҫухалсан, вӗсен вырӑнне Катя куҫӗ пекех кӑн-кӑвак тӳпе тухатчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл хушшӑн-хушшӑн чуна ҫурасла хаяррӑн йынӑша-йынӑша ячӗ, тӑнӗ ҫухалсан, пушшех те хӑрушла ним ҫыхӑнусӑр сӑмахсем кӑшкӑрса аташрӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.