Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗнче ахаль те ҫутӑччӗ, спирт ӗҫнӗ хыҫҫӑн Хумккана тата та ҫутӑраххӑн туйӑнчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хура пӗлӗт хӗвеле ҫӑтса яманччӗ-ха, тавралӑх ҫутӑччӗ, аслати те хуллен-хуллен ҫеҫ кӗмсӗртеткелетчӗ, ҫиҫӗм те ҫипрен ҫинҫеччӗ, ҫавӑнпа пулӗ ӗнтӗ пысӑкрах ачасем малтанласа хӑвӑртах чупмарӗҫ, вӗсене Микихвӗрпе Якур чиперех ӗлкӗрсе пычӗҫ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
…Халӗ ӗнтӗ тул та ҫутӑлса ҫитнӗпе пӗрехчӗ, анчах сывлӑшра пурпӗрех кӑнтӑрлахи тӗслӗ ҫутӑ марччӗ-ха — кӑвак ҫутӑччӗ, хулӑн кӗленче витӗр пӑхнӑ евӗрлӗрех.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Куҫӗсем вара мӗн тери ҫутӑччӗ!
Тӗлӗк // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ҫыру вӗҫе-вӗҫ ҫӳрететтӗмӗр хамӑр, ҫутӑччӗ кӑмӑлӑмӑрсем, янкӑрчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вара эпӗ тӑтӑм, кӗнекене кӑмака айӗнчен кӑлартӑм, чӳрече патне пытӑм, ҫӗрӗ ҫутӑччӗ, уйӑх тӳрех чӳрече витӗр пӑхатчӗ, анчах вӗтӗ шрифта курма май ҫукчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫӗрле тревога пулнине эпӗ пуҫласа куртӑм, ҫынсем ӑна йӑнӑшпа тапратса янине самантрах ӑнланса илтӗм: пароход хӑй каяссине пӗртте вӑрахлатмасӑрах пыратчӗ сылтӑмри борт хыҫӗнче, пит ҫывӑхра утӑ ҫулакансем хунӑ вутсем ҫунатчӗҫ, ҫӗрӗ ҫутӑччӗ, ҫӳлте тулли уйӑх ҫутатса тӑратчӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӗлӗнмеллиех ҫук, кӑмӑлӑм, ара, уяври пек ҫутӑччӗ ҫав кун: шӳт-им — сессие ӗнсе ҫинчен шӑлса ывӑтнӑ!
3 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫителӗклех ҫутӑччӗ те, вӑл тӳрех мана палласа илчӗ.
XC сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫӗрле ҫутӑччӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫапах та урамра ҫутӑччӗ, кӗнеке вулама та пулатчӗ.
Булькӑпа кашкӑр // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Кунӗ илемлӗччӗ, ҫутӑччӗ, ытла шӑрӑх марччӗ: хаваслӑ, уҫӑ ҫил варкӑшатчӗ — вӑл вӑхӑтлӑ кашлатчӗ те вылятчӗ, йӑлт хускататчӗ те нимӗн те тустармастчӗ.
XIV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Чӳречесенче ҫутӑ пуррине курса (пирӗн хваттер залӗнче, гостинӑйра ҫутӑччӗ), унтан ҫынсем тухаҫҫӗ пуль тесе, крыльца умӗнче темиҫе извозчик тӑратчӗ.
XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Амӑшӗ ҫак йӗркесене ывӑлне вуласа панӑ чух пӳлӗмре ҫутӑччӗ.Светло было в комнате, где мать читала эти строки своему сынишке.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пуху, вӑхӑт нумая кайнине пӑхмасӑр, ялтӑр ҫутӑччӗ, халӑхӗ те туллиехчӗ.Собрание, несмотря на поздний час, было ярко освещено и полно народом.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫутӑччӗ, тӗтӗм-сӗрӗмлӗччӗ тата еврей кухнин ҫивӗч шӑрши сарӑлнӑччӗ, анчах чӳречесенчен вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн йӗпе курӑк, ҫеҫке ҫурнӑ шурӑ акаци, ҫурхи сывлӑш техӗмлӗхӗ те уҫҫӑн киле-киле ҫапӑнса тӑчӗ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Юратмастӑмӑр эпир кулач ӑстисене, мӗншӗн тесен, кӗвӗҫеттӗмӗр: вӗсен ӗҫӗ пирӗннинчен ҫӑмӑлтарахчӗ, вӗсем пирӗнтен нумайтарах илетчӗҫ, вӗсене лайӑхрах ҫитеретчӗҫ, вӗсен мастерскойӗ ирӗк те ҫутӑччӗ, хӑйсем таса, сывӑ, — кӑмӑллӑ марччӗ вӗсем пире.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
— Ыттисенчен ухмахах марччӗ, чунӗ таса та ҫутӑччӗ, кантӑк пек; ырӑ кӑмӑллӑччӗ, ачашчӗ, ҫапах — пӗтрӗ!— А был не глупее других, душа чиста и ясна, как стекло; благороден, нежен, и — пропал!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Виҫҫӗмӗш сехетчӗ ӗнтӗ, сӗм-тӗттӗм пулмалли вӑхӑтчӗ, анчах эпир «Асторирен» тухсан питӗ ҫутӑччӗ, Гоголь урамӗпе иртнӗ чух юри чарӑнса хаҫат вулама тытӑнтӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Коридорта ҫутӑччӗ, ҫав енчен ҫынсем пӗрне-пӗри пӳлсе хытӑ шапӑлтатнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1
- 2