Шырав
Шырав ĕçĕ:
Райкомӑн икӗ хутлӑ ҫурчӗ ҫинче хӗрлӗ ялав ҫилпе ҫатӑлтатать, вӑл пӗлӗтсем хушшипе шӑтарса тухнӑ хӗвел ҫутатнипе вут-кӑваррӑн хыпса илчӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗр хӗрри ҫеҫ, уйӑх ҫутатнипе, кӗмӗл тусан сапнӑн ялкӑшать унӑн.
V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Туратлӑ пучахсем патне Варвара Сергеевнӑна магнит пек туртрӗ; вӑл Глашӑна хул айӗнчен тытрӗ, хӑйӗн пысӑк та хӑюллӑ утӑмӗпе пӗр стенд ҫине те пӑхмасӑрах утса кайнӑ пулӗччӗ, эрех тӑвас ӗҫри чапа тухнӑ маҫтӑрсен стенчӗ умӗнче делегатсен чылай пысӑк ушкӑнӗ кӗпӗрленсе тӑнӑ ҫӗре те пырса пӑхман пулӗччӗ, — ку стенда тулли бутылкӑсем купаласа хунӑ та вӗсем, аялтан ҫутатнипе, тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫавӑнтах тата пичкерен кӗрен эрех пӗр тӑкӑнмасӑр стакана юхса тӑрать.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак сехетре мӗн ҫине пӑхатӑн, пурте чӑн-чӑн та илемлӗ картина пек курӑнать: хӗвел пайӑркисем йывӑҫсене ҫап-ҫутӑн ҫутатнипе ҫулҫӑсем те хӑйсем витӗр ҫип пек ҫинҫе ҫутӑ пайӑркисене ҫӗр ҫине яраҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем халӗ ирхи сывлӑм тумламӗсемсӗр тӑрса юлнӑ та, йӑлтӑртатмаҫҫӗ; машинасем — кунта легковойсем те, грузовиксем те пур — лаша транспортӗнчен чылай инҫене икӗ рете ларса тухнӑ, шоферсем, хӑйсен йӑлипе пӗр ушкӑна пухӑнса тем ҫинчен питех те шакӑлтатса калаҫаҫҫӗ; кучерсен яланах ҫавӑн пек; хӑйсен ӗҫӗсем, хӑйсен интересӗсем пур — Дорофей вӗсен пуҫлӑхӗ, пурте вӗсем чикарккӑ туртаҫҫӗ, машинӑсем хӑваласа иртнӗ эпир пӗлекен ҫӳрен ӑйӑрсене тимлесех сӑнаҫҫӗ, — хӑйсемпе юнашар тӑракан лашасем ҫине пӑхмасӑр апат ҫиччӗр тесе, вӗсене айккинерех тӑратнӑ тачанка ҫумне кӑкарнӑ; тикӗт сӗрнӗ атӑ тӗсӗ кайнӑ лампассемлӗ шӑлавар тӑхӑннӑ, ҫийӗнчи тӑвӑртарах пиншакӑн тӳмисене пурне те тӳмеленӗ Тутаринов старик Никита Мальцевпа тата Стефан Петрович Рагулинпа тем ҫинчен калаҫать; вӑхӑт-вӑхӑтпа площадьре тытӑнчӑклӑрах сасӑ янӑраса каять: «Электричество пысӑк вӑй пулса тӑнине сирӗн ӑнланмалла ӗнтӗ!» — ку Прохор Ненашев хӑй пекех электриксене темскер ӑнлантарса парать; Илья Стегачев, пухӑва килнӗ кашни ҫынна сывлӑх сунать, хӑнасене типографи краски шӑршинчен те тасалса ҫитеймен ҫӗнӗ хаҫат парать.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Партизансем вӑрҫса илсе, ҫул хӗрринче чарӑнчӗҫ, шупка уйӑх ҫутатнипе тӗксӗммӗн ялтӑртатакан юр ҫийӗн инҫетелле пӑхрӗҫ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Сӗтел ҫинчи электричество лампочки ҫутатнипе ҫамрӑксен пит-куҫӗсем тӗксӗм те ҫиллес курӑнаҫҫӗ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Картус козырёкне ҫӗклесен вара унӑн куҫӗсем, хӗвел ҫутатнипе, ҫавӑнтах ҫемҫереххӗн те кӑмӑллӑраххӑн пӑхма пуҫларӗҫ.Приподнял козырек фуражки, и глаза его, освещенные солнцем, сразу сделались мягче и добрее.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Володьӑн куҫӗсем тӗттӗме хӑнӑхса ҫитнипе тата ҫӳлтен ӳкекен ҫутӑ ку тӗлте чылаях ҫутатнипе, кӑшт курма май пулнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫакӑнса тӑракан шупкарах шурӑ фарфор лампа вӑйлӑн ҫутатнипе ялтӑракан пӗчӗк те ҫав тери хӑтлӑ столовӑйӗнче сивӗлле ҫимеллисем хатӗрлесе, майласа хунӑччӗ.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ чӳречерен йывӑҫ турачӗсем хушшипе тинкеререх пӑхатӑп та куратӑп; уйӑх ҫутатнипе юханшыв ҫийӗ кӑн-кӑвак, вӑл — шурӑ кӗпепе, пилӗкне икӗ вӗҫне ик еннелле янӑ сарлака пиҫиххи ҫыхнӑ — пӗр урипе кимӗ ҫине, тепринпе ҫырана пусса тӑрать.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
- 1
- 2