Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралман (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫӗ ырататчӗ унӑн, ҫурӑмӗ нӑйкӑшса туртӑшӑнатчӗ, чунӗ вара, калӑн, унта нихӑҫан нимӗнле шухӑш, асаилӳ, туйӑм ҫуралман, пуш-пушахчӗ; ни тарӑху-вӗчӗрхенӳ, ни кичемлӗх пурри палӑрмасть, пурӗ те темле пысӑкскер, тӗттӗмскер те сӳрӗкскер выртнӑ пек ҫеҫ.

У него болела голова и ломило спину, а в душе была такая пустота, точно там никогда не рождалось ни мыслей, ни воспоминаний, ни чувств; не ощущалось даже ни раздражения, ни скуки, а просто лежало что-то большое, темное и равнодушное.

III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Уншӑн ҫуралман пулӗ вӗт эсӗ?..

Не для этого, поди-ка, ты родился…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ҫын пек, мӗнле кирлӗ пек ҫуралман пулса тухать.

Не так я, значит, родился, как человеку следует.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ҫынсене вӑл вара час-часах ӗнентерме тӑрӑшатчӗ: эпӗ тӗнчере пурӑнма ҫуралман, эпӗ темӗскерле, никам чухласа илейми асаппа пурӑнма кӑна ҫуралнӑ, тетчӗ; ку чӑнах та ҫавӑн пек иккенне хӑй те ӗненес патнех ҫитетчӗ вара.

Он так часто старался уверить других в том, что он существо, не созданное для мира, обреченное каким-то тайным страданиям, что он сам почти в этом уверился.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӑвашсен пин-пин ваттисен сӑмахӗ ним ҫукран ҫуралман ӗнтӗ.

Слово тысяч чувашских стариков не родилось конечно из ничего.

Ҫынсем ухмахлана пуҫланӑ-ши? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4757.html

Паллах, вӗрентес туртӑм пӗр ахаль ҫуралман Андрей Анатольевичӑн.

Куҫарса пулӑш

Малта — пысӑк ӗмӗтсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

— Апла пулин те театртан каяс шухӑш нихӑҫан та ҫуралман.

— Все равно никогда не возникала мысль об уходе из театра.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ку туртӑм ӑнсӑртран ҫуралман.

Это стремление не родилась внезапно.

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫавна хирӗҫ Ӑна каланӑ: эпир аскӑн ӗҫ тунинчен ҫуралман, пирӗн Аттемӗр пӗрре — Турӑ, тенӗ.

На это сказали Ему: мы не от любодеяния рождены; одного Отца имеем, Бога.

Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Эпӗ пур, терӗ Ҫӳлхуҫа, Иудея патши Иехония — Иоаким ывӑлӗ — Манӑн сылтӑм аллӑмри куҫлӑ ҫӗрӗ пулас пулсассӑн та, Эпӗ сана унтан та кӑларса пӑрахӑп, 25. сана хӑвӑн чунна шыракансенӗн аллине, ху хӑракан ҫынсенӗн аллине, Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн тата халдейсен аллине парӑп, 26. сана та, сана ҫуратнӑ аннӳне те хӑвӑр ҫуралман ют ҫӗршыва кӑларса ывӑтӑп, эсир унта вилсе пӗтетӗр; 27. ӗнтӗ ҫак ҫӗр ҫине, пӗтӗм чунӗ-чӗрипе ӑнтӑлакан ҫӗр ҫине, вӗсем каялла таврӑнаймӗҫ.

24. Живу Я, сказал Господь: если бы Иехония, сын Иоакима, царь Иудейский, был перстнем на правой руке Моей, то и отсюда Я сорву тебя 25. и отдам тебя в руки ищущих души твоей и в руки тех, которых ты боишься, в руки Навуходоносора, царя Вавилонского, и в руки Халдеев, 26. и выброшу тебя и твою мать, которая родила тебя, в чужую страну, где вы не родились, и там умрете; 27. а в землю, куда душа их будет желать возвратиться, туда не возвратятся.

Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫуралсассӑн эпӗ те пурте сывлан сывлӑшпах сывлама пуҫланӑ, ҫак ҫӗр ҫинех ҫуралнӑ, ыттисем пекех чи малтан макӑрса сасӑ панӑ, 4. мана та кипкепе пиелесе, кӑкӑр парса ӳстернӗ; 5. пӗр патша та урӑхла ҫуралман: 6. пурӑнӑҫа пурте пӗр пекех килеҫҫӗ, пӗр пекех каяҫҫӗ.

3. и я, родившись, начал дышать общим воздухом и ниспал на ту же землю, первый голос обнаружил плачем одинаково со всеми, 4. вскормлен в пеленах и заботах; 5. ибо ни один царь не имел иного начала рождения: 6. один для всех вход в жизнь и одинаковый исход.

Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Розовсен хулана тухса тарас шухӑш нихӑҫан та ҫуралман.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех