Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралман (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпир ҫӗр ҫине ватӑличчен пурӑнма ҫуралман — пире халь вилӗм кӗтет.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— «Урӑх Урха таврара Ҫуралман ку саманра» — Тесе Туйсар калаҫать, Кӗрешмешкӗн пуҫ таять.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хуть эсир, Лена аппа, мана ҫилленӗр — ҫук, эпӗ капла пурӑнма ҫуралман!

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эп вилме ҫуралман!..

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Ҫавӑншӑн вара, Лукарье хӗрне хӑй куҫӗпе курман пулсан та, унран чипер хӗрача ку таранччен никамӑн та ҫуралман пек мухтарӗҫ, каснӑ-лартнӑ ашшӗ евӗр сӑн-сӑпатли ҫинчен халап сарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ҫынна парӑнас ятне ҫуралман.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эс ун чухне ҫут тӗнчене те ҫуралман, ачамккӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчене Ҫуралман пулсассӑн эп Манӑн атте-аннене Йывӑр килӗччӗ пуль теп.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку вӑл ҫуралман ачана ят хунипе пӗрех мар-и, тӑванӑм?

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку хӑямата-ха, ҫут тӗнчене пур кайӑк та чӗкеҫ пек вӗҫме ҫуралман тейӗпӗр, этеме сиен кӳрет тата мур ҫерҫийӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

«Вӑхӑтна сая ан яр, Санюк саншӑн ҫуралман», сивлеҫҫӗ тополь ҫулҫисем.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

— Эпӗ те ӗмӗр пурӑнма ҫуралман, — унпа килӗшрӗ Григорьев.

— Конечно, я тоже не родился, чтоб жить вечно, — согласился с ним Григорьев.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Санра ыр кӑмӑл шырани — Пач усӑсӑр тим, ӗҫӗ кӑлӑх: Эс ҫуралман хисеплеме…

Куҫарса пулӑш

XXXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Калатчӗ ҫамрӑклах: «Фортуна, Пӗлетӗп, маншӑн ҫуралман, Ман шӑпама васкавлӑ тунӑ — Телей чечекӗ ҫурӑлман».

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ку уяв ахальтен ҫуралман.

Этот праздник был учрежден не просто так.

Кӗнекесем парнелерӗҫ // Е.Савельева. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bae%d0% ... 5%d1%80ec/

Каларӑш ахальлӗнех ҫуралман ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Кун пек шухӑш Кӑваркуҫ пуҫӗнче нихӑҫан та ҫуралман.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ман пек аманчӑка качча тухма килӗшекен хӗр ҫуралман та пулӗ тетчӗ, мӑшӑрланас пирки сӑмах тапратсан…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралман пулсан, ҫыннӑн тивлечӗпе ыра кураймӑн ҫав.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ун пек хӗрарӑм тӗнчере ҫуралман халь.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех