Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Юратни ячӗшӗн туни ан пултӑр; усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр; 10. пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑр; пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр; 11. тӑрӑшас ҫӗрте ан ӳркенӗр; тӑрӑшасшӑн ҫунса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлӗр; 12. шанӑҫ пуррипе йӑпанӑр; хӗн-хурта чӑтӑмлӑ пулӑр, ялан Турра кӗлтӑвӑр; 13. йывӑрлӑх тӳсекен сӑваплӑ ҫынсене пулӑшӑр, иртен-ҫӳрене хапӑл пулӑр; 14. хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ырӑ сунӑр; ан ылханӑр, ырӑ сунӑр.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килсе ҫитӗ, вара тӳпе кӗрлесе пӗтсе ларӗ, ҫутҫанталӑкӑн тӗп пайӑрӑмӗсем хӗрсе кайса ишӗлсе анӗҫ, ҫӗр те, ун ҫинчи пур ӗҫ те ҫунса пӗтӗ.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Итлесе пӗтерсессӗн вӗсем Турра мухтарӗҫ те Павела ҫапла каларӗҫ: эй тӑванӑмӑр! хӑвах куратӑн ӗнтӗ: иудейсем хушшинче Христоса ӗненекенсем пинӗ-пинӗпе, вӗсем пурте — саккуншӑн ҫунса тӑракан ҫынсем.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Пилӗкӗр сирӗн ҫыхнӑ пултӑр, ҫутаткӑҫӑр ҫунса тӑтӑр; 36. эсир, хуҫи туйран таврӑнассине кӗтсе, вӑл килсе шаккасанах уҫмашкӑн хатӗр тӑракан ҫынсем пек пулӑр.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем ӗнтӗ вӗтлӗх пусса илнӗ, ҫулӗсене йӗплӗ тӗм сӑрнӑ хир пек: ун урлӑ ҫын иртеймест, ӑна пӑрахса каяҫҫӗ те — унӑн ҫунса каясси ҫеҫ юлать, тет Ҫӳлхуҫа.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Эхер те эсӗ пире пӑрахсан, Сион ҫуннӑ чухне хамӑр та ҫунса кайни аванрах пулнӑ пулӗччӗ пирӗншӗн, 45. мӗншӗн тесессӗн эпир унта вилнисенчен мала мар, терӗҫ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тата ҫакна та куртӑм: акӑ вӗсем ҫухалчӗҫ, ӑмӑрткайӑк кӳлепи йӑлтах ҫунса кайрӗ — пӗтӗм ҫӗр сехӗрленсе ӳкрӗ, эпӗ те ӑшчик хускалнине, ӑс пӑтраннине тата хытӑ хӑранине пула вӑранса кайрӑм та хама хам каларӑм: 4. эпӗ Ҫӳлти Туррӑн ҫулӗсене тишкересшӗнччӗ, ҫавӑнпа манӑн ҫакна курмалла пулчӗ, терӗм.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Чун-чӗрипе ҫунса тухасла, иудейсем куҫҫулӗ юхтарса, хурлӑхлӑ юрӑсем юрласа пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтунӑ, аллисене тӳпенелле ҫӗклесе, аслӑран та аслӑ Турра каллех хӑйсене васкавлӑн пулӑшу пама тархасланӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Азот хули патне ҫывӑхарса ҫитсен, ӑна ҫунтарса янӑ Дагон ҫуртне, аркатса хӑварнӑ Азотпа таврари ытти хуласене кӑтартнӑ, вӑрҫӑра пӗтнӗ тата ҫунса кайнӑ ҫынсен виллисене вӑл пырас ҫул ҫине купала-купала хунӑ, 5. Ионафан мӗн туса хӑварни ҫинчен патшана пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ, ӑна хурласа калаҫнӑ; анчах патша нимӗн те шарламан.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫапла ӗнтӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ пӗтерме тытӑнас кунччен кӗтӗр Мана: Эпӗ халӑхсене пухма, патшалӑхсене чӗнме палӑртса хутӑм — Эпӗ вӗсем ҫине Хамӑн тарӑхӑвӑма, Хамӑн ҫиллӗмӗн пӗтӗм хаярлӑхне ярӑп; пӗтӗм ҫӗр Манӑн кӗвӗҫӳ вучӗпе ҫунса кайӗ.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл пӗтӗмпе пӗтерсе тухӗ те, инкек тепре килмӗ вара: 10. вӗсем, пӗр-пӗринпе йӗплӗ кӳкен пек явӑнса чӑлханнӑскерсем, ӗҫке ернӗ ҫынсем пек ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗскерсем, типӗ улӑм пек хыпса илсе, пӗтӗмпех ҫунса кайӗҫ.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл пуҫҫапакан суя турӑсен кӗлеткисем арканӗҫ, унӑн аскӑнлӑх парнийӗсем пурте вутра ҫунса кайӗҫ, унӑн пӗтӗм йӗрӗхне ҫӗмӗрсе тӑкӑп, мӗншӗн тесен вӗсене вӑл аскӑнлӑх парнисенчен туса лартнӑ; вӗсем каллех аскӑнлӑх парнисемех пулӗҫ.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпир пуҫҫапса пурӑнакан Туррӑмӑр хӑватлӑ — пире ҫунса тӑракан кӑмакаран та ҫӑлса хӑварма пултарать, патша, санӑн аллунтан та хӑтарӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кӗвӗҫсе, тарӑху вучӗпе ҫунса каларӑм Эпӗ: чӑн та, ҫав кун Израиль ҫӗрӗ хӑрушла кисренӗ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Чӗрӳ ӗнтӗ илемӳпе мӑнаҫланнӑччӗ, чапшӑн ҫунса, ӑслӑлӑхна путартӑн; ҫакӑншӑн Эпӗ сана ҫӗре ӳкерӗп, патшасем умӗнче мӑшкӑла кӑларӑп.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗҫӗ йывӑр пулӗ; анчах та хуранти пысӑк кӑм пӗрех тасалмӗ; вутра ҫунса та, хуранта кӑм юлӗ.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тата вутӑ хур, чӗртсе яр, аша ирӗлсе кайиччен пӗҫер; шывӗ пӗтӗмпе вӗресе пӗттӗр, шӑммисем те ҫунса пӗтчӗр.10. Прибавь дров, разведи огонь, вывари мясо; пусть все сгустится, и кости перегорят.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хамӑн кӗвӗҫӗвӗме сана хирӗҫ ярӑп, вара сана хаяррӑн пӗтерӗҫ: сӑмсупа хӑлхуна касса ывӑтӗҫ, ыттийӗ санӑн хӗҫ айне ӳкӗ; ывӑлусемпе хӗрӳсене илсе кайӗҫ, ыттийӗ вутпа ҫунса кайӗ; 26. сан ҫийӳнтен тумтирне сӳсе илӗҫ, капӑр тумусене тӑпӑлтарса илӗҫ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӗрӗс-тӗкел пулнӑ чухне те вӑл ниме юрӑхсӑрччӗ; халӗ ӗнтӗ, вутра ҫунтарнӑ хыҫҫӑн, ҫунса кӑмрӑкланнӑскер, вӑл мӗне те пулин юрӑхлӑ-и?
Иез 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ ӑна вута пӑрахаҫҫӗ; унӑн икӗ вӗҫне те вут-ҫулӑм ҫунтарать, варри те ҫунса кӑмрӑкланать, ҫакӑн пек йывӑҫ мӗне те пулин юрӑхлӑ-и?
Иез 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.