Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунса (тĕпĕ: ҫун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шарккун ҫиелтен ҫунса пиҫнӗ турамӗсем ҫемҫелччӗр тесе Амӑшӗ вӗсене хур тӗкӗ илсе хӑймапа сӗрсе тухать, вара: — Ме, ачам, ҫи, — тет.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ахӑртнех, ҫунса кӑмрӑк пек пулса кайнӑскер, темиҫе хут та айӑн-ҫийӗн ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн тин тупӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Акӑ сана мемме, — ҫунса хуралнӑ ҫӑкӑр сӑмси тыттарать амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Айдак танкист пулнӑ, танкӗ ҫунса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пиҫнӗ ҫырла пек тулли, сӗткенлӗ, хӗп-хӗрлӗн ҫунса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кирей Элимен йӑм-хӗрлӗ тутине чуптурӗ, вӑл ҫунса тӑнӑран — кушӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Лайӑх ҫи, — тет ашшӗ, ҫунса хытнӑ ҫӗрулми турамӗсене йывӑҫ кашӑкпа пусса.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Анчах та пушарта ҫунса кӗленнӗ япаласене, строительство пайӗсене тасатнӑ чухне ҫын виллине тупса палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln

Палатка ҫунса кайиччен, Гарри Вадима чиксе пӑрахиччен…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лесник ҫурчӗ, пуснӑ сыснана тытса ӗнтнӗн ҫунса хуралса ларнӑскер, чуна пӗртте туртмасть.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сарӑ хӑйӑр, кӑмака анинчи шӗл-кӑварла, тӗл-тӗл ҫунса выртнӑн туйӑнать: пӗшкӗннӗ-пӗшкӗнмен пите хӗрӳлӗх кӳ-ӳн ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртсен, Канаш хулинче кӑвакарчӑнсен пӳрчӗ ҫунса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Канашри пушарта 55-ри арҫын тата 60 кӑвакарчӑн вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38010.html

Ӑна пӗлес тесессӗн, кӑнтӑралла вӗҫекен кайӑк хур ӗмӗлкисемлӗ хирсемпе ҫарансене, пилеш пайӑркисемпе ҫунса ларакан вӑрмансене, темле шухӑша кайса хуллен-хуллен кӑна хумӗсене шӑмпӑлтаттарса юхакан шывсен хӗррине тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Халь кӗркунне, ҫапах та Сергей Тихонович вилтӑприйӗ ҫинче чечек ҫыххисем ҫунса выртаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Россия вутра, Россия ҫунса кӗлленет, унти культура арканать, унти ӑслӑ та пуян ҫынсене вӗлереҫҫӗ, — терӗ пӗррехинче пирӗн пата хӑнана пынӑ полковник.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӗрлӗ площадь ҫийӗн кӗрхи сивӗ ҫил вӗретчӗ, ҫак вӑхӑтра тӗнчере пӗр чӗрӗ чечек те тупӑнассӑн туйӑнмастчӗ, анчах ҫынсем Джон Рид вилтӑприйӗ ҫине кӑвар пек ҫунса тӑракан чӗрӗ роза ҫыххисем пыра-пыра хуратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Светлана хӗрелсе, тӗлӗнмелле хитреленсе кайрӗ, унӑн куҫӗсем ҫунса тӑчӗҫ, кӑкӑрӗ хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн пӑлханса ҫӗкленме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫунса кайсан, кӗлӗ ҫеҫ юлмалла-ҫке?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Йывӑр иккен ҫунса кайнӑ юратун кӑмрӑкне чӗрере йӑтса ҫӳреме…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫук, Эльвира нихӑҫан та ҫунса тӑман иккен, вӑл яланах пӑр пек сивӗ пулнӑ!..

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех