Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунса (тĕпĕ: ҫун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Марье-ҫке ку! Пире Ҫӗпӗре ӑсатнӑ чух ҫак хӗрарӑм пуринчен ытларах савӑнчӗ, Микулайпа пӗрле Ҫӗпритунсен пуянлӑхне ҫилпе салатрӗ! Турӑ пӳрни ҫитрӗ иккен. Акӑ вӑл хӑех Ҫепритун аллине килсе ҫакланчӗ!» — тем пек савӑнса йӑлкӑшса илчӗ ватӑ кашкӑрӑн ҫунса кӑмрӑкланнӑ чӗри.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫунса тухас пек йӑлтӑртатакан куҫӗсене тавӑрса пӑрахрӗ кашкӑр, Петрукӑн юман тураттине ҫыртса татас пек кӑшлама пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗччен пурӑнса ывӑннӑ, тарӑхнӑ, йӑлӑхнӑ хӗрарӑм хӑех хӑюллӑ та мӑнаҫлӑ пуҫне хура арҫыннӑн вӗри вут пек ҫунса тӑракан кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, ачашлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта ҫунса кайма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пиншакӗ ҫунса хуралса пӗтнӗ Хумкка таҫтан упӑте пек килсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунчана сӳнтерме ӗлкӗреймерӗҫ — кашти ҫунса лаштӑрах ишӗлсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Умри ял тӗппипех ҫунса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑртран айлӑмалла пӑхсан, унта та кунта тӳннӗ телеграф юписем, ҫунса хуралнӑ танк мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, хӑшӗсем халӗ те мӑкӑрланаҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иртнӗ хӗлле ҫунса кайнӑ кӳршисем Миххана ҫӗр пӳртре тӗлӗнсе кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакнашкал каллӗ-маллӗ шухӑшлакаланӑ хыҫҫӑн Михха йӑлтах лӑпланса ҫитрӗ те ҫунса кайнӑ кӳршисене паянах пулӑшма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех, киревсӗр ӗҫӳсем пирки ҫунса кайнӑ икӗ ҫемьене кил-ҫурт туса пар.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь ав вут ҫине тытса пӑрахнӑ пек ҫунса выртать.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫунса кайнӑ пулсан, таси паха.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ кулатӑн-ха, Петӗр, — ӳпкелерӗ Праски, — пӳрчӗ ҫеҫ мар, хӑй те ҫунса кайнӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юмӑҫ килӗ ҫунса кайни мӗнех вара!

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Энӗшкассинчи юмӑҫа вӗлерсе пӳртне вут тивертнӗ хыпара Праски ҫӑл кутӗнчен тупса килчӗ те алӑк урлӑ каҫнӑ-каҫманах: — Ах турӑ, Петӗр… тем курса ларӑн… Энӗшкассинче ытла та хӑрушӑ ӗҫсем пулса иртни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Ваҫухха юмӑҫ килӗ ҫунса кайнӑ теҫҫӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсен куҫӗ умне хӑрушла япала тухса тӑчӗ: халиччен кравать ларнӑ вырӑнта ҫунса хуралнӑ, суха хӑми пек авӑннӑ виле выртать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑнасарах пӑхсан, урлӑ сакӑн малти стени ҫунса хуралнине астурӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑлтах ҫунса кайнӑ…»

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӳршӗ ҫине пӗр хӗлхем ҫеҫ вӗҫсе ӳкмелле, вара пӗтӗм ял ҫунса кайӗ».

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех