Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗҫес тесе, куркине ҫӑварӗ патне илсе пынӑ чух хурчӑка каллех, ҫуначӗсемпе ҫапса, шывне тӑкса ярать.И опять, когда он стал подносить ее ко рту, сокол затрепыхался и разлил воду.
Патшапа хурчӑка // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пит аялалла анса, ҫуначӗсемпе унӑн пуҫне сӗртӗннӗ пекех вӗҫсе кайсан та, вӑл ҫавна астуса пӑхман.
L сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑш чухне тата ҫав чечек тусанӗсене пыл хурчӗсем урисемпе е ҫуначӗсемпе ҫаклатса тӗвӗлӗ чечексем ҫине вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ.Пчелы и другие насекомые иногда переносят на лапках пыль с цветка на цветок.
Ҫил вӗрни мӗне кирлӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӑл йӑви ҫине ларнӑ та, чӗпписене ҫуначӗсемпе витсе, вӗсене лӑплантарасшӑн пулнӑ, ачашланӑ, вӗсен тӗкӗсене тӳрлеткеленӗ.
Ӑмӑрткайӑк // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тӗтрене ҫуначӗсемпе каса-каса, ӗҫчен чӗкеҫсем вӗҫеҫҫӗ те вӗҫеҫҫӗ.И снуют, снуют без конца работяги стрижи, рассекая крыльями туман.
Ҫула тухни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Акӑ ыйхӑллӑ автан ҫуначӗсемпе ҫапса илчӗ…
40 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ӑмӑрткайӑксем урса кайсах ҫуначӗсемпе ҫапкалашма, хӑрушшӑн кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ.Птицы неистово хлопали крыльями и издавали пронзительные крики.
Ӑмӑрткайӑксен сывлӑшри ҫӑпӑҫӑвӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 41–44 с.
Вара вӑл машинӑсен сивӗнсе ҫитмен ҫуначӗсемпе скачӗсене тыткаласа пӑхса тата, хӑюллӑрах пулма тесе, шӑппӑн шӑхӑркаласа, колонна ҫумӗпе часовой пек утса ҫӳреме пуҫларӗ.
2 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Инҫетрех те мар, ҫӑмӑл ҫуначӗсемпе чӗнтӗрлӗ ункӑсем тӑва-тӑва ҫаврӑнса, чӗкеҫ шилетет, хурт-кӑпшанкӑсем сӗрлеҫҫӗ, тата, ҫак сасӑсене витерсе, таҫта, тӳремлӗхре, сухаҫӑ хӑйӗн вӑкӑрӗсене хӑваласа тунсӑхлӑн тӑстарса кӑшкӑркалани илтӗнет.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӗвел пайӑркисем вӗсен пичӗсене ӑшӑтаҫҫӗ, ҫурхи ҫил курӑнми ҫуначӗсемпе сулса вӗлкӗштернӗн ҫав ӑшша хӑвалать те уҫӑ варкӑш сапать.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Юлашкинчен, сывлӑшӑн чи ҫӳлти сийӗсенче казуар текен кайӑкран вӑйлӑрах, страусран шултӑрарах кайӑксем хӑйсен темӗн пысӑкӑш ҫуначӗсемпе саркаласа, пуҫӗсемпе гранитлӑ тӳпене пыра-пыра перӗнеҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Чаплӑ та вилӗмсӗр Кювье шухӑшласа ӳкерсе кӑтартнӑ авалхи вӗҫен кайӑксенчен пӗри мӗншӗн-ха хӑйӗн ҫуначӗсемпе ҫирӗп сывлӑша ҫурса, ҫакӑнта вӗҫсе ҫӳреме пултарас ҫук?
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӗрре ҫуначӗсемпе хум ҫине ҫапӑнса, тепре ухӑ йӗппи пек пӗлӗтсем патнелле вӑркӑнса, вӑл кӑшкӑрать, ҫак кайӑкӑн хаюллӑ сассинче пӗлӗтсем савӑнӑҫ илтеҫҫӗ.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ула кураксемпе чавкасем, вӑрмана вӑрҫӑ хӑваласа кӗртнӗскерсем, ҫуначӗсемпе ҫатӑлтатаҫҫӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кайӑкӗсем чӑх евӗрлӗ, анчах ҫуначӗсемпе хӳрисем ҫук, урисем тӑватшар пӳрнеллӗ, сӑмсисем, бекасӑнни пек, вӑрӑм, ҫӑра тӗкӗсем хӑмӑртарах тӗслӗ; ҫак тӗлӗнтерекен кайӑксен тӗкӗсене ҫӳҫ теме те пулать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Операци тӑвакан сӗтел ҫинче паращитовиднӑй парсене касса кӑларнӑ чухне, мӑя ланцетсемпе чакаланӑ кушӑра, вилӗм ӑна хӑйӗн хура ҫуначӗсемпе виҫӗ хутччен пырса перӗнчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хӑватлӑ ҫуначӗсем ӑна пӗр хускалман пекех сывлӑшра тытаҫҫӗ: пысӑк кайӑксем меслетсӗр канлӗхпе вӗҫеҫҫӗ; ҫав вӑхӑтра шӑна евӗрлисен, сывлӑшра тытӑнса тӑрас тесе, пӗчӗк ҫеҫ ҫуначӗсемпе ҫекундра та пиншер хут ҫапса илмелле.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пысӑк кӗперӗн кӗлетки хыҫӗнчен шыва хирӗҫ буксир парохочӗ, хӑйӗн урапи ҫуначӗсемпе аран-аран шӑпӑлтаттарса, хӑй хыҫҫӑн икӗ пысӑк хырӑмлӑ баржа туртса хӑпарать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл ҫапла каласанах тыр-пул юрри ирӗке вӗҫсе тухать, кайӑксем ӑна тӳрех ҫуначӗсемпе ярса илеҫҫӗ те Юрӑпие тыттараҫҫӗ.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Лешӗ пыр тӗпӗпе кранклатса, ҫуначӗсемпе хӑлаҫланса ҫывхарсан хуйха ӳкнӗ юрӑҫпа Кӗвӗр хӑраса тарчӗҫ.Каркнул тот громко и страшно, напугал их, убежали друзья в ужасе и горе.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.