Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуначӗ (тĕпĕ: ҫунат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна, ватӑскере, хура курак ҫуначӗ пек сарлака та хура куҫ харшиллӗскере, ывӑлӗ таҫтанах асӑрхамалла.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Явӑнса тӑракан йӗпхӗм хура ҫивӗчӗсем парка та вӑрӑм, хура куҫ харшийӗсем чӗкеҫ ҫуначӗ пек авӑнчӑк, ҫын чуптуман тутине мӑкӑнь чечекӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫуначӗ пулсан, вӑл упӑшки патне вӗҫсе кайӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кайӑкӗ те пуҫне ҫаплах ҫуначӗ айне хурса хӑрах ури ҫинче тӗлӗрет.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Якур, такам пуҫран ҫапнӑ пекех анраса тӑраканскер, сасартӑк тӑна кӗчӗ, хыттӑн чупса грузовик «ҫуначӗ» ҫине улӑхса тӑчӗ, кабинӑна уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Юмахри вуткайӑк пек вӑл: пуҫӗпе Атӑла перӗнет, ик ҫуначӗ — пӗри Етӗрне енне, тепри Сӗнтӗрвӑрри енне — сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

«Енчен те ҫӗнтерчӗҫ е лауреат пулсан, вӗсен ҫуначӗ хыҫалта ҫавӑн пек «шӑта» пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ 2023» конкурс пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60571

Пӗлтерӗшлисенчен пӗри – Раҫҫейри ҫамрӑксене хӑй ҫуначӗ айне пухакан «Культурӑсен диалогӗ», лагерь.

Куҫарса пулӑш

Республика кунӗ кӗҫех ҫитет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60627

Аллисене кайӑк ҫуначӗ пек саркаланӑ хӗрарӑм ӳт-пӗвне чӗтрентерсе саккӑрла тапнӑ чух сӗтел ҫинчи кӗленчесем те чӑнкӑртатсах ташша ҫапаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шкула васкаканскер, калаҫса тӑмарӗ, симӗс плащ аркине кайӑк ҫуначӗ пек вӑркӑштарса ҫул еннелле талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ман шухӑш-туйӑма Глафира витӗрех ӑнланчӗ пулмалла — нумаях калаҫса тӑмарӗ: «Ах, эп ҫакнашкал йывӑр хушлӑха ҫакланнӑшӑн хӑвӑр та айӑплӑ мар-и? Мӗншӗн ҫавӑн чух эсир мана Сардимировпа вӑрмана пӗрлӗхен ҫиме ятӑр-ши?» — тесе йӗрсе ячӗ те плащ аркине кайӑк ҫуначӗ пек варкӑштарса вӑрман карти ҫумӗпе ял еннелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӗсен пӗр юлташӗ аманнӑ та, ҫуначӗ хуҫӑлнӑскер, малалла вӗҫме пултарайман.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унӑн чӗкеҫ ҫуначӗ пек авӑнса тӑракан куҫ харшийӗ кӑлт-кӑлт сиккелет, кӑвак куҫӗ кӳренчӗклӗн йӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Тӑкӑрлӑкра тӗл пулнӑ хӗрарӑм латлӑн-йӗркеллӗн сӑмах та хушмарӗ, хӑлха ҫуначӗ таринех хӗмленсе хӗрелнӗскер пуҫне тайса сывлӑх суннипех ҫырлахрӗ, ачисене сӗркеленсе утнӑшӑн вӑрҫа-вӑрҫа тӑкӑрлӑк вӗҫнелле талпӑнчӗ, пиҫсе-саралса ҫитнипе йывӑррӑн кӑштӑртатса хумханакан ыраш пуссинче ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Халӑх ӗмӗчӗ кайӑк ҫуначӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Перисем, тем, аллисене арман ҫуначӗ пек ҫавӑраҫҫӗ, теприсем чӑнахлатса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн хусканӑвӗ вӑйсӑрланчӗ, хӑй те вӑл сылтӑм ҫуначӗ еннелле сулӑна-сулӑна кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куҫне уҫрӗ те курчӗ: ҫӑра тӗтреллӗ шывра сас кӑларайман ҫынсем, тӗксӗм мӗлкесен ушкӑнӗ пек ӗлкеленсе, тӗлли-паллисӗр апла та капла хускалкалаҫҫӗ, тапкалашаҫҫӗ, ҫуначӗ хуҫӑлнӑ кайӑк пек тапӑлтатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Аманнӑ пулас вӑл, тен, ҫунаттине хуҫнӑ — пӗр ҫуначӗ чалӑшрах.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Хветут хӑлхисене чӑнках тӑратрӗ, хӑйне хӑй те ӗненмесӗр, сылтӑм алӑ лаппине хӑлхи ҫуначӗ хыҫне хурса тӑнлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех