Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачасем картишне чупса кӗнӗ те сарай ҫунатти айне, пӗрене ҫине, вырнаҫса ларнӑ.Мальчики побежали во двор и уселись на бревне под навесом сарая.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Анчах лешӗ каллех ҫӳлелле ыткӑннӑ, унӑн парӑсӗ каллех чайка ҫунатти пек хума сӗртӗнсе илнӗ, — вӑл, сулкаланса, пӗрмаях малалла шуса пынӑ.
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Унтан каллех пӳрт ҫунатти айӗнче ҫерҫисем тепӗр хут хӗвӗшме тытӑннӑ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Улӑм витнӗ пӳрт ҫунатти айне ҫӗр каҫма вырнаҫнӑ май вӗсем ҫаплах чӗвӗлтетнӗ, хӑйсен ҫерҫи чӗлхипе темӗн ҫинчен канашланӑ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Меркидон тӗлӗнче, пӳрт ҫунатти айӗнче, икӗ лӗпӗш хӗҫӗсене хӗресленӗ, пӗри пысӑк, шурӑ-хура, ҫунаттисен хӗррисем сарӑ.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Тилӗ е мулкач йӗрне курнипех унӑн сулахай алӑ пӳрнисем чӗтреме тытӑнаҫҫӗ, сылтӑм хулӗн тункати кӗпе айӗнче аманнӑ кайӑк ҫунатти пек сиккелет.
Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Анчах Филька ҫаплах кӑранташне шӗвӗртрӗ, сунарҫӑ ҫӗҫҫи хӗвел ҫинче вӑрмӑн кӑвакарчӑнӗн ҫунатти пекех йӑлкӑшрӗ.
XX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Мана пӑчӑрпа соус е ӑшаланӑ чӑх ҫунатти памасан, манпа мӗн пулса тӑнӑ пулӗччӗ-ши?
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Уҫланкӑри шурӑ юр ҫине тӑманан сарлака ҫунатти мӗлки ӳкрӗ.Широкая тень совиных крыльев скользнула по белому снегу поляны.
Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.
Чӑн-чӑн британла мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӗ вӑл ҫак харсӑр чунлӑ ҫеҫенхир ывӑлӗсен кашни хӑйне расна сӑнлӑ кӗре пичӗсем ҫине, вара вӗсенче темиҫе тӗрлӗ раса хутшӑнса кайнинчен — казаксен ушкӑнне сӑнасарах тинкерсен, ку тӳрех куҫа курӑнать — тӗлӗнсех тӗлӗнчӗ: сарӑ ҫӳҫлӗ славянин-казакпа юнашар каснӑ-лартнӑ монгол пит-куҫлӑ ҫын тӑрать; ун умӗнчех, ав, ҫӑхан ҫунатти пек хура ӳтлӗ ҫамрӑк казак, аллине таса мар бинтпа ҫыхса мӑйӗнчен ҫакнӑскер, библире ҫырса кӑтартнӑ пек кӑвак ҫӳҫлӗ патриархпа ҫурма сасӑпа пӑшӑлтатса калаҫать; туя ҫине тайӑннӑ, авалхи казак сӑхманне тӑхӑнса янӑ ҫав патриархӑн юн тымарӗсенче Кавказ тӑрӑхӗнчи ту ҫыннисен тап-таса юнӗ ҫӳренӗ пирки саклат хурса та тупӑшма пулать…
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Якалса кайнӑ йӗнер ҫунатти кӑшт сисӗнмелле чӗтренсе тӑчӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Лашине акӑш-макӑш хитре йӗнерпе йӗнерленӗ, ӑмӑрӗ тӗлӗнчи шуҫтанкипе йӗвенӗ кӗмӗл пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, йӗнер ҫунатти те пулин кӑшт та якалман, хӳхӗм сӑранран ҫӗленӗ хырӑмсарлӑхпа ларкӑчӗ те ҫап-ҫутӑ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Инҫетре, ҫил арманӗн хӗреслӗ ҫунатти хыҫӗнче, хӗрлисен эскадронӗсем атакӑна кӗме хатӗрленеҫҫӗ: Свиридов патӗнче ҫапӑҫу пуҫланнӑ.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий хура мӑйӑхне перчеткипе шӑлкаларӗ, хӑлатӑнни пек сӑмсине хускаткаласа илчӗ, кашни сотньӑнах кайӑк ҫунатти пек куҫ харшийӗ айӗпе салхуллӑн та йывӑррӑн тирӗнсе пӑхса ӑсатрӗ.
XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Халӗ Григорие пурнӑҫра ун ҫунатти айӗнче кашни ҫынах ӑшӑнма пултаракан чӑнлӑх ӗмӗрте те пулман пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа та вӑл, виҫесӗр тарӑхнӑскер, кашни ҫыннӑн хӑйӗн чӑнлӑхӗ, хӑйне уйрӑм йӑранӗ тесе шухӑшларӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ун хыҫӗнчен юр пӗрчисем тусан пек мӑкӑрланса юлчӗҫ, ури айӗнче йӑранасем шурӗҫ, ҫывӑрса кайнӑ урисем йӗнер ҫунатти ҫумӗнче сӑтӑрӑнса пычӗҫ.За ним оседало снежное курево, в ногах ходили стремена, терлись о крылья седла занемевшие ноги.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Савӑнчӗ уншӑн Григорий, ӑшӗ лӗкленекен пуличчен туртса тӑранчӗ те, пуҫне ҫунатти айне чиксе ларакан кайӑк пек, шинель аркипе пуҫ ҫийӗн витӗнсе, мӑкӑль-шакӑллӗ кизек ҫинче пӗрремӗш хут тутлӑн ҫывӑрса кайрӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн хуратнӑ куҫ харшийӗсем, чӗкеҫ ҫунатти пек курӑнса, пӗлӗт витӗр сӑрхӑнакан тӗтреллӗ уйӑх ҫутинче хура бархат майлӑ йӑлтӑртатаҫҫӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тен, йӗнер ҫунатти тӑрӑх йӑрласа анса, сивӗне пуҫланӑ йӑрана ҫине, такан чӗмисем йӗрлесе пӗтернӗ ҫул ҫине юн пек тӑварлӑ куҫҫуль те пӗрре кӑна мар тумланӑ пулӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗри, ҫар хатӗрӗсене улӑм ури ӑшне е сарай ҫунатти айне пытарса, строевой учӗ ҫинчи йӗнере нумайлӑха хывса хурса, хӗрлисене кӗтрӗ; тепри юр хӳсе кайнӑ калинкке алӑкне уҫса утне ҫавӑтса кӗчӗ ҫеҫ — пӗр хушӑ пурӑнмалӑх сухари типӗттерчӗ те, арӑмӗпе пӗр каҫ ҫывӑрса илсе, ирхине ирех ҫул ҫине тухрӗ, сӑрт тӗмески ҫинчен Донӑн ним хускалми шурӑ анлӑшӗ ҫине, тен, хӑй яланлӑхах пӑрахса каякан ҫуралнӑ ҫӗрӗ-шывӗ ҫине, юлашки хут пӑхрӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.