Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулталӑк сăмах пирĕн базăра пур.
ҫулталӑк (тĕпĕ: ҫулталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсен ҫумӗнче Ҫтаппан Осипович пурӑнатчӗ, вӑл аттерен ҫулталӑк аслӑрахчӗ, пӗрремӗш империализм вӑрҫинче пайтах хура-шурӑ курнӑскерччӗ.

Рядом с ними жил Степан Осипович, он был на год старше отца, вдоволь повидавший бед во время первой империалистической войне.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫлерӗ мастерскойӗнче вӑл.

Полтора года проработал он в мастерской.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Анчах вӗсенче кирлӗ нумай информацие, вӑл шутра ҫулталӑк тӑршшӗпе мӗн чухлӗ укҫа уйӑрнипе тӑкакланине кӑтартман.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ҫулталӑк иртсен те лару-тӑру улшӑнманнине кура прокурор та, суд та вӗсене ӗненмен, ашшӗ-амӑшӗн правинчен хӑтарнӑскерсенчен алимент шыраса илӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Кун пек ҫапӑҫусем Яковлев разведчикшӑн ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче темиҫе те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Анчах ҫулталӑк ӗҫлесен каялла тӑван тӑрӑха таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Пӗрлешнӗ хыҫҫӑн ҫулталӑк та тӳсейменнисем — 4 процента яхӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

22 ҫулти хӗр ҫулталӑк каяллах ҫухалнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Унта малтан пӗр ҫулталӑк вӑрман касать.

Там вначале один год рубит лес.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ҫулталӑк хушшинче хама кӑтартрӑм, йӑлт йӗркеленчӗ.

За год себя показал, все уладилось.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ТР Транспорт министерстви республикӑри мӗнпур ялсемпе поселоксене асфальт сарнӑ ҫулсемпе ҫыхӑнтарассине сакӑр ҫулта пурнӑҫласси пирки пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать-тӗк, ҫуллахи – выльӑхсене.

Куҫарса пулӑш

Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Пӗрремӗшӗнчен, унӑн вӗренекенӗсем республика шайӗнчи ӑмӑртусенче чылай чухне малта пыраҫҫӗ; иккӗмӗшӗнчен, А.А.Чугуров хӑй те, виҫӗмҫул иртнӗ «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» республика конкурсӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗ; виҫҫӗмӗшӗнчен, вӗрентекен хӑй предметне чунтан парӑнни куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Малта — пысӑк ӗмӗтсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ҫулталӑк ӗҫлесен ӑна Полтавӑри танк училищине вӗренме яраҫҫӗ, вӗренсе пӗтерсен училищӗри взводӑн командирӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Пӗр тӗслӗх: пӗр хӗрача клиникӑна ҫулталӑк ҫӳрерӗ, тухтӑрпа, пӳлӗмпе, оборудованипе паллашрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Чӑваш Республикинчи Стоматологсен ассоциацийӗ конкурсӑн регион тапхӑрне ирттернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ара, ӑна ҫименни ҫулталӑк ҫурӑ та иртрӗ».

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ҫапах та пӗр ҫулталӑк фрицсемпе ҫапӑҫнӑ, сывӑ юлнӑ...

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Юлашки икӗ ҫулта республикӑра 72 спорт зала юсанӑ, ҫулталӑк вӗҫлениччен тата 24-не ҫӗнетмелле.

Куҫарса пулӑш

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Чӑваш Ен интересӗсене хӳтӗлекен депутат кашни ҫулах утӑ уйӑхӗнче пресс-конференци ирттересси, унта ҫулталӑк кӑтартӑвӗсемпе паллаштарасси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех