Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куланай пирки Затертый ҫапла ҫырса пӗлтерчӗ: ку укҫана пухма май ҫук, хресченсем хӑшӗ ҫука юлнӑ, хӑшӗ тӗрлӗ ҫӗре кайса пӗтнӗ, ӑҫта кайни — паллӑ мар, халӗ вӗсем пирки кунта тӗпчесе пӗлетӗп, — терӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах халӗ вӑл ҫука юлнӑ, тусӑннӑ, унӑн мӗнпур пурлӑхӗ ҫилпе вӗҫсе пӗтнӗ.Между тем он был уже совершенно разорен, опустошен, пущен по ветру.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл пачах ҫука юлнӑ, юхӑннӑ, пӗтнӗ.
VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫапла ҫука юлсах вилсе выртнӑ вӑл, унӑн пурнӑҫӗнче, пӗр асилӳсӗр пуҫне, урӑх ним те пулман.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах ҫапла туни эпӗр туслӑ пурӑнассине кӑшт та чӑрмантармарӗ; мӗншӗн тесен эпӗ, вӑл пирӗн ытти ҫамрӑк дворянсем пекех ҫемҫе те ҫука ертмелӗхех наяннине кура куляннӑ хушӑрах, Иван Петровича чӗреренех юрататтӑм.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— Эсир шӳт тӑвассипех, батюшка Кирила Петрович, — именерех кулса илчӗ Антон Пафнутьич, — чӑн та юхӑнса ҫитрӗмӗр, ҫука ертӗмӗр ӗнтӗ, — терӗ те Антон Пафнутьич, хуҫан шӳтне ҫуллӑ пулӑ татӑкне ҫинипе пӗрле ирттерсе ячӗ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн известь ҫителӗклӗ пулнӑ пулсан, Том хулари ачасене пурне те ҫука тӑратса хӑварнӑ пулӗччӗ.Если б у него не кончилась известка, он разорил бы всех мальчишек в городе.
2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
250 - 300 тенкӗпе никам ҫемйи те ҫука юлман.
Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07
Чӗлхепе туллин усӑ курасси майӗпен ҫука тухса пырать.Возможность всесторонне использовать язык постепенно сходит на нет.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Ун хайлавӗсем тарӑн шухӑшлӑ, психологизмлӑ, ҫавӑнпах вӗсем халӑх чунӗ патне кӗске ҫул тупаҫҫӗ, вун-вун ҫул иртсен те чӗрӗ сӑмахсен пӗлтерӗшӗ ҫука тухмасть.
Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
9. Эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ырӑ кӑмӑлне пӗлетӗр: Вӑл, пуянскер, сире Хӑйӗн ҫуклӑхӗпе пуйтарас тесе сирӗншӗн пуянран ҫука юлнӑ.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ те сире калатӑп: ултавпа пухнӑ мулӑрпа хӑвӑр валли туссем тупса хурӑр; хӑвӑр ҫука юлсан, сире вӗсем ӗмӗр пурӑнмалли ҫурта илччӗр.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Намӑс кӑтарт вӗсене, вӗсенӗн амӑшне те ҫука хӑвар, ҫапла вӗсен ӑрӑвӗ те ан пултӑр; 7. вӗсем халӑхсем хушшинче сапаланччӑр та, вӗсен ячӗсем ҫӗр ҫинчен ҫухалччӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ман халала вырӑна хумарӗҫ.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эхер те Эдом: «эпир ҫука юлтӑмӑр, анчах мӗн аркатнине эпир ҫӗнӗрен тӑвӑпӑр» тет пулсассӑн, Саваоф Ҫӳлхуҫа вара ҫапла калать: вӗсем туса лартӗҫ, Эпӗ ҫӗмӗрӗп, тет.
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ху нумай халӑха хурах пуснӑшӑн, ҫын юнне юхтарнӑшӑн, ҫӗршыва, хулана, унта пурӑнакансене ҫука хӑварнӑшӑн ытти халӑхсем хӑвна та ҫаратса тухӗҫ.
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара ҫапла пулӗ: кирек кам та сана курсанах айккинелле чупса кайӗ те калӗ: «Ниневи ҫука юлчӗ!7. И будет то, что всякий, увидев тебя, побежит от тебя и скажет: «разорена Ниневия!
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав кун сирӗн ҫинчен ытарӑш каласа парӗҫ, хура куҫҫулӗпе йӗрсе ҫапла калӗҫ: «эпир пӗтӗмпех ҫука тӑрса юлтӑмӑр! халӑхӑмӑн еткерлӗх ҫӗрне урӑххисене пачӗҫ; ман аллӑма мӗнле таврӑнӗ вӑл! ӗнтӗ пирӗн хирсене ют халӑх ҫыннисене валеҫсе панӑ» тейӗҫ.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пафроса ҫука хӑварӑп, Цоан ҫине вут ярӑп, Но хулине сут тӑвӑп, тет.14. И опустошу Пафрос и пошлю огонь на Цоан, и произведу суд над Но.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫырмисене типӗтсе лартӑп, ҫӗрне усаллисен аллине парӑп, ют ҫӗр ҫыннисен аллипе ҫӗре, унта мӗн пуррине ҫука хӑварӑп.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Илемлӗ те черчен Сион хӗрне Эпӗ ҫука хӑварӑп.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.