Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитсен (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуркунне пулать вӑл чунлӑ, Хӗл ҫитсен сывлать аран.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тен, ҫавӑнпах вӑл 15 ҫула ҫитсен, сакӑр класс хыҫҫӑн, Ӑремпур облаҫӗнче пурӑнакан виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ патне ӗҫлеме тухса каять.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Вӑрттӑн вырӑна ҫитсен ҫын куҫӗнчен асӑрханса ҫупӑрлатчӗ те… ытамӗнчен тухма хал ҫитерейместӗм.

Куҫарса пулӑш

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Турӑ панӑ вӑхӑт ҫитсен ҫут тӗнчерен уйрӑлмаллах ҫав.

Куҫарса пулӑш

Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Пенси ҫулне ҫитсен Чӑваш Майни шкулӗнче истори предметне вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ентеш // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

— Сухала 65 ҫула ҫитсен ӳстерме пуҫларӑм.

- Бороду начал отращивать когда исполнилось 65 лет.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Урӑх самант та шутласа тӑмарӑм, пӗрре сиксех килекен автобуса чарса лартӑм, киле ҫитсен ҫеҫ чӗре сикме чарӑнчӗ.

Больше не стал раздумывать, одним прыжком остановил проходящий автобус, клокочущее сердце успокоилось, когда я добрался до дома.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Чуста хӑпарса ҫитсен ӑна йӗтӗрлесе ҫу сӗрнӗ ҫатма (противень) ҫине хумалла, 10 минутлӑха духовкӑна лартса илмелле.

Готовое тесто раскатать, выложить на промазанное маслом сковороду (противень), ставить в духовку на 10 минут.

Верук тӗпелӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Пӗр-пӗринпе пӗр касӑрах пурӑннӑ пулин те хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме ӳссе ҫитсен кӑна тытӑннӑ-мӗн.

Хоть и жили друг с другом на одной улице, оказывается, как невеста и жених стали ходить когда уже повзрослели.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

«Эпӗ чи малтан мунча хутса ятӑм. Хура мунча. Тӗтӗм-сӗрӗм. Кӑштах хӗрсе ҫитсен, ӑшӑннӑ шывпа пур мунчана ҫуса тасатрӑм. Пысӑк хуранта лӗп шыв хатӗрлерӗм. Тул ҫутӑлса ҫитнӗ ҫӗре сана ҫуратрӑм…» – ҫакна мана пӗр хут ҫеҫ мар каласа панӑ анне.

Куҫарса пулӑш

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ҫавӑнпах пуль 61 ҫула ҫитсен Александр Алексеевич ҫут тӗнчерен вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ӗлӗкренпех утӑ вӑхӑчӗ ҫитсен ялти пур ҫын та хаваспах улӑха васканӑ, ҫак пӗрлехи ӗҫрен юлас текенсем пачах пулман.

Куҫарса пулӑш

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Чӗмпӗр хулине ҫитсен Николай Кондрашкин писатель, скульпторпа Тутар Республикинчи Пӑлхар хулинчен килнӗ Валентина Якинчева ертсе пыракан «Ҫеҫпӗл» пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

«Поилка» ӗнене пӗтӗлентертӗм, анчах та кайран ун пирки манса кайнӑ. Вӑхӑт ҫитсен пӑрулаттартӑм. Документсене тӗрӗслесе пӑхрӑм та – эпӗ чуптарнӑ иккен ӑна!» – паян та ун чухнехи пекех хӗпӗртесе аса илчӗ Анастасия.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Унӑн ҫурчӗ патне ҫитсен пурте харӑссӑн, хыттӑн ӑна ятран чӗнтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ каҫ асра юлӗ // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Тем пысӑкӑшскерсем хӑваласа ҫитсен ним те мар тӗкме, таптама пултараҫҫӗ вӗт.

Такие махины могли, догнав, запросто забодать, затоптать.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

– Вӑхӑт ҫитсен ҫар хӗсметне те кайма тивӗ.

- Настанет время, придётся идти на службу в армию.

Ҫӗнӗ пурнӑҫа — ҫамрӑк хӑватпа // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Киле ҫитсен тата тӗлӗнмелли мыскарасем пулса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Кашни яш пекех вӑхӑт ҫитсен Виталий те ҫӗршыва сыхлама каять.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Мӗн ачаран спортпа туслӑ пулса пиҫӗхсе ӳссен, ҫитӗнсе ҫитсен те унсӑр пурӑнма пултараймастӑн.

Если с детства дружить и закалять себя спортом, повзрослев без него не сможешь жить.

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех