Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитменлӗх сăмах пирĕн базăра пур.
ҫитменлӗх (тĕпĕ: ҫитменлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр ҫинче океанпа усӑ курманни пит пысӑк ҫитменлӗх!

Как же глупа наша земля, до сих пор она не научилась пользоваться мощью океана!

V. Тӗрмере // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ку пысӑк ҫитменлӗх.

Это большой недостаток.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Мӗн эсир ман ҫинчен ун пек калаҫма пуҫларӑр, е манӑн ҫитменлӗх пур-им?

— Да что я — дефект имею, что вы обо мне разговор такой завели?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Пирӗн пичче илемлӗ те яка калаҫаймасть, халӑх нумай пухӑннӑ пулсан уйрӑмах тикӗс калаҫаймасть, ку вара лекторшӑн питех те хурланмалли ҫитменлӗх.

Дядюшка, к сожалению, не отличался живостью речи, по крайней мере когда говорил публично, — а это прискорбный недостаток для оратора.

I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫакӑн пек ҫитменлӗх епле пулма пултарнӑ?

Как можно было такое упустить?

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ун чухне мӗн чухлӗ ӗҫ, мӗн чухлӗ ҫитменлӗх пулнӑ!..

Столько тогда забот было да неполадок!..

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анчах эпӗ мӑнкӑмӑллӑха ҫитменлӗх е сиенлӗ йӑла вырӑнне шутламастӑп, уншӑн нимӗн те вӑтанмастӑп…

Но я не считаю честолюбие пороком и не стыжусь его…

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унӑн пысӑк ҫитменлӗх пур — вӑхӑта вӑраха янӑ вырӑнне пирӗн пустуй ывӑнса ҫӳресси пулмасть тата нумай инкексенчен ҫӑлӑнса юлатпӑр.

Главный недостаток его заключается в промедлении, но зато мы избежим напрасного утомления и многих опасностей.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ҫаплине ҫапла та, анчах тусӑмсем, — тет малалла географ, — вӗсен иккӗшӗн те пӗр ҫитменлӗх пур, вӗсем пире тӳрӗ ҫул ҫинчен пӑраҫҫӗ: пирвайхи ҫурҫӗрелле, иккӗмӗшӗ — кӑнтӑралла.

— Так вот, друзья мои, — продолжал географ, — у обоих этих перевалов тот недостаток, что они заставят нас уклониться от прямого пути: первый — к северу, а второй — к югу.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн пӗр ҫитменлӗх кӑна пур: сипленме тытӑнсанах сасӑ ҫыхӑнӑвӗсем кӳпчесе кайнипе вӑл хулӑнланать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пирӗн хушӑра питӗ те илемлӗ шӑм-шаклӑ тата хитре сӑн-питлӗ ҫынсем нумай тенипе пурте килӗшеҫҫӗ ӗнтӗ, анчах ҫак сӑнсене хамӑрӑн пулас ачасем валли пир ҫине ӳкерме ку тарана ҫитсе те май пулман; халь ҫак ҫитменлӗх пӗтрӗ: ку ӗҫре кирлӗ енӗсене пурне те пӗрлештерсе тӑракан художник тупӑнчӗ.

Все согласны в том, что у нас есть много прекраснейших физиогномий и прекраснейших лиц, но не было до сих пор средства передать их на чудотворный холст, для передачи потомству; теперь недостаток этот пополнен: отыскался художник, соединяющий в себе, что нужно.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Хитре хӗрарӑм чӗринчи ҫитменлӗх хӑйӗнчен йӗрӗнтерес вырӑнне хӑй еннелле ҫавӑрать; чӑн-чӑн кӑлтӑк та вӗсенче кӑмӑллӑ пулать; анчах та илемлӗх пӗтсен, хӗрарӑмӑн хӑйне юраттарма мар, хӑйне хисеплеттерме те арҫынран ҫирӗм хут ӑслӑрах пулмалла.

Все душевные недостатки в красавице, вместо того чтобы произвести отвращение, становятся как-то необыкновенно привлекательны; самый порок дышит в них миловидностью; но исчезни она — и женщине нужно быть в двадцать раз умнее мужчины, чтобы внушить к себе если не любовь, то по крайней мере уважение.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Эпӗ картинӑсем туса ларӑп, эсӗ вара ман ҫумра тӗрӗ тӗрлесе е урӑх ӗҫпе мана вӑй парса ларӑн; пирӗн вара пурнӑҫра нимле ҫитменлӗх те пулмӗ.

Я буду сидеть за картинами, ты будешь, сидя возле меня, одушевлять мои труды, вышивать или заниматься другим рукоделием, и мы ни в чем не будем иметь недостатка.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Мӗнле те пулин ҫитменлӗх пӗтмест пулсан, пирӗн ҫавна пӗтерме тӑрӑшмалла.

Если какой-нибудь недостаток не искореняется, значит, нужно бить в одну точку.

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

«Проектсенче» нихҫан та нимӗнле ҫитменлӗх те пулман, мӗншӗн тесен пуҫлӑхсем яланах мӗн те пулин ҫӗннине кӑларса тӑратнӑ, вӗсен кирек хӑҫан та мӗншӗн те пулин «чӗри ыратнӑ», ҫавӑнпа ҫӗнӗрен шухӑшласа кӑларнӑ пӗр-пӗр ӗҫе ырлани, ӑна мухтаса, кун пек ҫӗнӗлӗхе пурнӑҫа кӗртни нихҫан пулман ҫитӗнӳ тума май парать, тесе шантарни кирлӗ пулнӑ.

В «проектах» недостатка никогда не было, так как начальство постоянно чем-нибудь увлекалось, «болело», и важно было вовремя подхватить очередную затею, расхвалить ее и уверить, что введение такого новшества даст небывалый результат.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Никита кирек-мӗне тытӑнсан та — пур ҫӗрте те ҫитменлӗх, йӗркесӗрлӗх пулнӑ.

За что Никита ни брался — всюду нехватки, неполадки.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мӗнле ҫитменлӗх тупса ун ҫумне ҫулӑхрӑр?

К чему вы там придрались у него?

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫӗнӗ учителӗн питӗ пысӑк ҫитменлӗх пурри палӑрсан, пурте хӑлхисене чӑнк тӑратрӗҫ, пӑшӑлтатма пуҫларӗҫ.

В классе насторожились, зашептались, обнаружив у нового учителя очень существенную странность, которую он умело скрывал до поры до времени: у него была всхлипывающая одышка.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Эпӗ анне чавсинчен те ҫӳлӗрех ӗнтӗ, — пӗлтерме васкарӗ Володя: тӗрессипе каласан, хӑй вӑрах, тантӑшсенчен кая юлса ӳсет, ҫак ҫитменлӗх ӑна пит кӳрентерет.

— Я уже маме даже выше самого локтя, — поспешил сообщить Володя, который на самом деле рос медленно, отставал от сверстников и относился к этому очень болезненно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах мӗнле пӑхса та, темиҫе пӗчӗк айӑпсӑр пуҫне, нимле ҫитменлӗх те тупаймарӗ.

Но как ни придирчив был его осмотр, изъянов в ремонте он не нашел, за исключением двух-трех мелких недоделок.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех