Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитесси (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑҫан ҫитесси ҫинчен татӑклӑнах каласа пама пултараймастӑп.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ ӗнтӗ урасем ҫӗре ҫитесси пӗр метртан ытла та юлман.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла хваттерсене ӑшӑпа шыв ҫитесси те хӑвӑртланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Ҫуркунне ҫитесси инҫе те юлмарӗ ӗнтӗ, хирти, вӑрманти ҫулсем юлашки ҫил-тӑманпа питӗрӗнсе ларчӗҫ, хан ҫавах княҫсемпе, мӑрсасемпе, хакимсемпе чӗрре кӗрсе харкашрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Киле ҫитесси тепӗр виҫӗ ҫухрӑм пек ҫеҫ юлнӑччӗ — сасартӑк тӗнӗл хуҫӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ӗнтӗ кӑнтӑрла ҫитесси те инҫе мар.

Скоро время обеда.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӑха планпа палӑртнӑ пулӑшусемпе тивӗҫтересси, диспансеризаци, профилактика тӗрӗслевӗсем, патронаж, чӗннӗ ҫӗре ҫитесси, санитари ӗҫӗ — пур тивӗҫне те вӑл ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа пырать.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрӗпе медицинӑра вӑй хурать // И.КОРНИЛОВА. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bce%d1% ... %82%d1%8c/

Киле ҫитесси ҫинчен ӗмӗтленсе пыракан «Элексантӑр атте» чӗри лаштах турӗ.

В груди Александра Петровича будто что-то оборвалось: нет, не видать ему сегодня ни дома, ни кваса…

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Часрах киле ҫитес, ҫитесси инҫе юлман ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Воевода ҫыннисем питех те майӗпен пынӑн туйӑнчӗ ӑна, вӑл васкарӗ, унӑн часрах тӑван киле, тӑван Мускава ҫитесси килчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак ырлӑх пирӗн Кивӗ Мӑнтӑр ялне те ҫитесси пирки калаҫаҫҫӗ, ӗҫӗ вырӑнтан тапраннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Хурҫӑ учӗпе килӗ умнех ҫитесси ҫинчен ҫав ҫулсенче кашниех ӗмӗтленнӗ паллах.

Куҫарса пулӑш

Урам хушшине выртрӗ вакӑ чул ҫӗклет-ҫке кӑмӑла тап-такӑр ҫул // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%83%d1% ... bca%d0%bb/

Канцелярине ҫитесси пулмарӗ — амбулаторинчен Воронов фельдшер хыпаланса тухрӗ те: — Васкавлӑ пулӑшу памалли ача пур, Николай Сергеевич. Кӗрсе пӑхсамӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ав ӑҫта иккен пирӗн ялсем! — терӗ алманчӑ вучах патне ҫитесси ик-виҫ утӑм юлсан.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрҫа ӑна пуҫлама пулать, тепӗр чух Мускав патне ҫитесси те пулӗ, анчах пӗр пуҫланӑ вӑрҫа пӗтерме пит йывӑр-ҫке.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Яла ҫитесси ытлашши инҫе мар — Кивӗ хула вырӑнӗпе Юмансар хушши ҫирӗм ҫухрӑма яхӑн ҫеҫ шутланать.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Бугуруслан станцине ҫитесси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуясси — сухалран килмест иккен: Эливановсене ҫитесси аякра та, ҫапах пилӗкҫӗр пин тенкӗ патнелле пур та пулӗ паян ҫав час пуйса кайнӑ Паймук хуҫан.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах Шупашкарне ҫитесси пулаймарӗ: Ворнӑй арманӗ патнелле анас умӗн ыраш пуссинчен пӗр хура сухаллӑ ҫын сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫур ҫӗр ҫитесси темиҫе минут ҫеҫ юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех