Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен хушшине Вӑл хӗвел валли чатӑр карнӑ, 6. хӗвелӗ туй керменӗнчен тухакан кӗрӳ пек тухать, хӑй ҫулӗпе чупакан паттӑр пек савӑнса пырать: 7. унӑн тухӑҫӗ тӳпенӗн пӗр хӗрринче, ҫаврӑнса ҫитесси тепӗр хӗрринче, унӑн ӑшши пурне те, пур ҫӗре те ҫитет.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иакова типшар тивесси курӑнмасть, Израиле инкек-синкек ҫитесси сисӗнмест; Ҫӳлхуҫа, унӑн Турри, унпа пӗрле, патша труписен сасси те унӑнах; 22. Турӑ вӗсене Египетран илсе тухрӗ, вӗсем кайӑк вӑкӑр пек вичкӗн те хӑватлӑ; 23. Иаков ӑрӑмпа аппаланмасть, Израиль тухатламасть.
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ Месопотамирен таврӑннӑ чухне Ханаан ҫӗрӗнче, ҫул ҫинче, Ефрафӑна ҫитесси кӑшт ҫеҫ юлсассӑн, манӑн Рахилӗм [санӑн аннӳ] вилчӗ, эпӗ ӑна унта Ефрафӑна — хальхи Вифлеема — каякан ҫул хӗррине пытарса хӑвартӑм, тенӗ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.