Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитесси (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хамран тӑрса киле ҫитесси пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӗллев — Турунов хӑй юлташӗсенчен мӗн-ма пӑрӑнса кайнине ӑнкарса ҫитесси.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Миҫе хут ҫула тухман-ши ҫыру чӗннипе, ҫапах та ун йӗрӗ ҫине ӳксе вӗҫне-хӗрне ҫитесси кашнинчех ҫӗнӗ ӗҫ пек, пач пӗлмен ӗҫ пек хумхантарать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫитесси чӑрмавлӑрах.

Куҫарса пулӑш

Транспорт министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60497

Хӗрарӑмпа ачана ҫырмаран кӑларнӑ чух вунпӗр ҫитесси ҫирӗм пилӗк минутчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑхӑт тӑххӑр ҫитесси вунӑ минут анчах! — савӑнчӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ҫиччӗ ҫитесси вунӑ минут, — лӑпкӑн явапларӗ Кӗркури, пальто ҫаннине уҫса пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Тертленсе ҫитнипе вӑл хӑй ҫавӑнпа халӗ хулана ҫитесси пирки ҫеҫ шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, капла ӗмӗт вӗҫне ҫитесси — чурара пурӑнакансене ирӗке кӑларасси — татах нумая юлать…

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтанхи танкӗ хамӑр пата ҫитесси ҫӗр метр пек юлсан, ӑна пирӗннисем ПТРтан персе тивертрӗҫ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Хӳшше ҫитесси инҫех те юлманччӗ, ҫурҫӗр енчен пӗлӗте ҫурса, самолетсем вӗҫни илтӗнсех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Малтанах амӑшӗ вӑрҫӑ вӗсен поселокӗ патне ҫитесси ҫинчен шутламарӗ, тӑшмана хамӑр чикӗрен кӗртсе ярас ҫук тесе шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӑхӑр сехет ҫитесси пилӗк минут юлсан, класа, алӑка хатӑррӑн уҫса, аллинче кӑвак хут конверт тытса, яланхиллех яка тумланнӑ, чӑпар ҫӳҫлӗ шкул директорӗ кӗрсе тӑчӗ, пурне те сывлӑх сунчӗ, вара, конверта хачӑпа хӗрринчен касса, ӑшӗнчен форматлӑ шурӑ хут листи туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вар тӗпне анса ҫитесси нумаях та юлманччӗ, хирӗҫле ҫыран енчен, таҫтан вӑрман ҫӳллӗшӗнчен, чашш! туса турат чӗрӗлни палӑрчӗ, хыҫҫӑнах темскер лап! лаплатса ӳкнӗ сасӑ илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫитесси нумаях юлмарӗ-иҫ!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мункун ҫитесси тата эрне юлчӗ, ҫапах тӳрем вырӑнсенче, хӗвел питӗнче, ҫӗр пӑсланса типе те пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл, юман кӗрешӗ пек тӗреклӗ, ҫӳллӗ этем, ватлӑхӗ ҫитесси инҫе пулин те, кадилине вӑйсӑррӑн сулкаларӗ, кӗлӗ сӑмахӗсене те ирӗксӗртереххӗн каларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсем Яхрома, Истра, Наро-Фоминск хулисене илнӗ, Звенигород, Голицыно патнелле ҫывхараҫҫӗ; унтан Мускава ҫитесси инҫе те мар, вӑтӑр-хӗрӗх ҫухрӑм кӑна…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Апла та, капла та пуҫа ватса пӑхатӑп: менелник мар, Совет Ҫарӗн кунӗ ҫитесси те тепӗр икӗ эрне.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Масар патне ҫитесси те инҫех марччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех