Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитереҫҫӗ (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тем те пама пулаҫҫӗ — тӑраничченех ҫитереҫҫӗ, унччен те пулмасть — аллине кӗсьене чикеҫҫӗ те — йӗрри те юлмасть!

Накормят досыта всякими посулами, сами ручки в брючки, и поминай как звали!

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫулталӑк иртрӗ вӗсем влаҫа илни, тымар ярса ҫитереҫҫӗ те ак, — ӑҫта кайса кӗрӗ ун чух пӗртанлӑх?..

Да ить это год ихней власти прошел, а укоренятся они — куда равенство денется?..

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Украина енчен вичкӗннӗн шӑхӑрса вӗрекен ҫилсем кӗҫех малтанхи ҫапӑҫусен аслатиллӗ кӗрлевне те илсе ҫитереҫҫӗ.

Орудийный гром первых боев уже несли ветры с Украины.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Детальсене полковник Лебедевпа Роженко капитан майласа ҫитереҫҫӗ.

Детали разработают полковник Лебедев и капитан Роженко.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксене палӑртса хунӑ тӗле илсе ҫитереҫҫӗ.

Подведут солдат к задуманному месту.

Ҫуна // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Кӑнтӑрла помещиксене клеверпа улӑх ути ҫулса параҫҫӗ, каҫхине ятарласах уйӑрса панӑ вырӑнта лашисене тӑлласа ярса ҫитереҫҫӗ, кӑвайт хурса йӑсӑрлантарса, картла выляҫҫӗ, юмахсем яраҫҫӗ, ашкӑнаҫҫӗ.

Днем косили помещикам клевер и луговую траву, ночью на отведенных участках пасли стреноженных лошадей, при дымке костров поигрывали в карты, рассказывали сказки, дурили.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Апатне лайӑх ҫитереҫҫӗ (кунти такасем пирӗн патрине, Запорожьеринех ҫитеймеҫҫӗ те), ма пурӑнас мар-ха, мӗнле те пулин?»

Провиянт дают хороший, хотя бараны здешние совсем не то, что у нас на Запорожье, — почему ж не жить как-нибудь?..

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫул ҫинче пасарлӑ хуласем те, вокзалсем те, элеваторлӑ пӗчӗк станцисем те, комбайн агрегачӗсем те, сурӑх кӗтӗвӗсем те, авӑн ҫапмалли йӗтемсем те тӗл пулаҫҫӗ; шофер кирек ӑҫта, кӑнтӑрла, е ҫӗрле пырсан та, ӑна кӑмӑллӑн та хисеплӗн кӗтсе илеҫҫӗ; пӗтӗмпех тусанланса пӗтни вӑл нимех те мар, ҫӑвӑнма ирӗк параҫҫӗ; выҫӑ — апат ҫитереҫҫӗ, «ӑшӑнма» черкке эрех те пама пултараҫҫӗ.

На пути — и города с базарами, и вокзалы, и маленькие станции с элеваторами, и комбайновые агрегаты, и овечьи кошары, и молотильные тока; и куда ни прибудет шофер, днем ли, ночью ли, — его встречают лаской и почетом: весь в пыли — ничего, дадут умыться, голоден — накормят!

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унта малтан чаплах марччӗ, мӗншӗн тесен апат фронтринчен начар ҫитереҫҫӗ, эпӗ вӗт лайӑхрах ҫиме юрататӑп тата фронтовой паёка питех те вӗренсе ҫитнӗ ҫын.

Тут сперва плоховато было, потому что кормят похуже, чем на фронте, а я покушать люблю и к фронтовому пайку слишком привык.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Кунта илсе ҫитереҫҫӗ, ҫыхса пӑрахаҫҫӗ, ав ҫав кӗтессе…

Приволокли сюда, связали, бросили вон тут в угол…

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Яваплӑ должноҫра ӗҫлекенсем ял-хуласене тухса ҫӳресе вырӑнти халӑхпа тӗл пулаҫҫӗ, ҫынсем патне хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан информацине ҫитереҫҫӗ, пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch

Лӑскаса, турткаласа, муритлесе ҫитереҫҫӗ те салтака, тӗрӗслевре вара лешӗ тунката пекех хытса тӑрать.

Задергают солдата, замучат, затуркают, а на смотру он будет стоять, как пень.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫынсен чӗрисем те ҫук пуль ҫав, ӑҫтан кӑна шухӑшласа кӑларма ӑс ҫитереҫҫӗ, тупата!

У людей нет сердца, как могут они выдумывать такие вещи!

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Голоса ӑна вӗлертӗмӗр тесе хыпар ҫитереҫҫӗ.

А Голосу сказали, что казнили ее.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эп тӗрмесем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗп, ҫӗрсерен мана конакран конака ерте-ерте ҫитереҫҫӗ, вӗсем пур, канӑҫ паман пек калаҫаҫҫӗ!

Я валялся по тюрьмам, меня таскали ночью из конака в конак, а у них это называется «беспокойство»!

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ ӑҫта илсе ҫитереҫҫӗ вӗсем…

Куда они взыгрывают…

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Килте ирхи апат ҫиме ӗлкӗреймерӗм тесен, мана пурпӗрех ҫитереҫҫӗ, кӑна эпӗ пӗлсех тӑратӑп.

Скажу, что не успел дома позавтракать, и непременнейше меня покормят, уж это я как в воду гляжу!

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кунне икӗ хут апат ҫитереҫҫӗ.

Кормят два раза в день.

XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Мӗншӗн-ха вара Майданников вӑкӑрӗсем вӑй ҫитереҫҫӗ?

А почему же быкам Майданникова под силу?

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫийӗнчен тата ӗҫтереҫҫӗ, ҫитереҫҫӗ.

Да напоят, накормят.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех