Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫерҫи сăмах пирĕн базăра пур.
ҫерҫи (тĕпĕ: ҫерҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла, сӑмахран, лашасемпе вӑкӑрсем унта тӑватӑ е пилӗк дюймран ҫӳлӗ пулмаҫҫӗ, сурӑхсем пӗр дюйм ҫурӑран ҫӳлӗ мар, хурсем ҫерҫи пысӑкӑш.

Так, например, лошади и быки не бывают там выше четырех или пяти дюймов, а овцы выше полутора дюймов; гуси равняются нашему воробью.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Туйӑнать ҫеҫ пулмалла ҫав, мӗншӗн тесен паян яланхинчен хытӑрах шавлаҫҫӗ: сасӑсем те, ура айӗнчи хӑйӑр та, ҫерҫи чӗриклетни те.

Наверно — кажется, потому что вог сегодня громче обычного: и голоса, и хруст песка под подошвой, и чириканье воробьев.

XXXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Унӑн пит-куҫӗ пӗчӗккӗ, куҫӗсем сарӑ, ҫӳҫӗ куҫхаршинчен пуҫланса каять, сӑмси шӗвӗр, хӑлхисем пысӑк, вӗсем, ҫара ҫерҫи ҫуначӗ пекех, витӗр курӑнаҫҫӗ, сухалне икӗ эрне каярах хырнӑ тейӗн, вӑл нихӑҫан та унран вӑрӑмрах та, кӗскерех те пулмасть.

Лицо у него маленькое, глазки желтенькие, волосы вплоть до бровей, носик остренький, уши пребольшие, прозрачные, как у летучей мыши, борода словно две недели тому назад выбрита, и никогда ни меньше не бывает, ни больше.

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

Чӳречерен хӗрлӗ ҫӳҫлӗ жид карӑнса пӑхрӗ; лаппӑшпех хуратутлӑ пулнӑран унӑн пичӗ ҫерҫи ҫӑмарти пек курӑнать; вӑл ҫавӑнтах ӑнланмалла мар сӑмахсемпе Янкельпа калаҫма пикенчӗ, Янкель вара ҫийӗнчех ун картишне кӗрсе кайрӗ.

Рыжий жид, с веснушками по всему лицу, делавшими его похожим на воробьиное яйцо, выглянул из окна, тотчас заговорил с Янкелем на своем тарабарском наречии, и Янкель тотчас въехал в один двор.

XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ҫурчӗн пысӑках мар икӗ чӳречи йӑлтах хуралса ларнӑ, вӗсем кӑшт ҫеҫ курӑнса тӑраҫҫӗ; мӑръене ҫӗтӗк кӗпе таврашӗпе питӗрсе хунӑ, шӑтса пӗтнӗ пӳрт ҫивиттийӗ ҫинче пур ҫӗрте те ҫерҫи курӑнать.

У которого небольшие окошки едва были видны, закопченные неизвестно чем; труба заткнута была тряпкою, и дырявая крыша вся была покрыта воробьями.

X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Валька, лара-тӑра пӗлмен ҫерҫи пек, ҫатан ҫине вырнаҫнӑ.

Непоседливым воробышком примостился на плетне Валька.

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Мӗн тӑвӑн-ха! — тенӗ аҫа ҫерҫи.

— Что поделаешь! — сказал воробей.

Ҫерҫисемпе дервиш ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Куратӑн-и ӗнтӗ, каларӑм вӗт сана тӑшман килет тесе, — тенӗ ама ҫерҫи, — анчах эс итлемерӗн, ларсах юлтӑн.

— Вот видишь, я тебе говорила, что идет враг, — сказала воробьиха, — а ты не послушался, не улетел.

Ҫерҫисемпе дервиш ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Аманнӑ ҫерҫи вара аран-аран ами ҫумне турат ҫине вӗҫсе пырса ларнӑ.

Раненый воробей вспорхнул и сел на ветку рядом с воробьихой.

Ҫерҫисемпе дервиш ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫерҫи ами пӑр-р-р! вӗҫсе турат ҫине пырса ларнӑ.

Воробьиха вспорхнула и села на ветку.

Ҫерҫисемпе дервиш ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ӑна ама ҫерҫи курнӑ та аҫине каланӑ:

Увидела его воробьиха и сказала воробью:

Ҫерҫисемпе дервиш ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Юханшыв хӗрринчи вӑрманти ҫул ҫинче пӗр мӑшӑр ҫерҫи ларнӑ.

На берегу ручья, у лесной дороги, сидела воробьиная чета.

Ҫерҫисемпе дервиш ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫапла шутланӑ та ҫара ҫерҫи тарса ҫӑлӑнма шут тытнӑ.

Подумала так летучая мышь и решила спасаться бегством.

Ҫара ҫерҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫара ҫерҫи вара вилесле хӑраса ӳкнӗ те «халӗ кайӑксен чӗрнисенчен хӑтӑлас ҫук ӗнтӗ эпӗ!» тесе шухӑшланӑ.

Тут летучая мышь испугалась до смерти и подумала: «Не миновать мне теперь птичьих когтей!»

Ҫара ҫерҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Вара ҫара ҫерҫи тискер кайӑксен ушкӑнне вӗлт анчах кӗрсе кайнӑ та каланӑ:

Тогда летучая мышь шмыгнула в ряды зверей и заявила:

Ҫара ҫерҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫара ҫерҫи вара ҫапӑҫу ҫине инҫетрен кӑна пӑхса тӑнӑ.

А летучая мышь только смотрела на битву издалека.

Ҫара ҫерҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Вара ҫара ҫерҫи хӑйне хӑй ҫапла каланӑ, тет:

Тогда летучая мышь сказала себе:

Ҫара ҫерҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

«Ҫара ҫерҫи ҫинчен» юмахра сутӑнчӑклӑхпа хӑравҫӑлӑха витӗмлӗн питленӗ: ун пек ҫыннӑн ыттисенче ӗмӗрлӗхех уйрӑлмалла пулать, тет ҫав юмах.

Резко осуждается в сказке «О летучей мыши» трусость и предательство: тот, кто в них повинен, обречен на вечное одиночество.

Инди юмахӗсем // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Кирек хӑш урампа утсан та, уйӑх ҫутинче — сулахайра та, сылтӑмра та — сирень тӗмесен чӑлт-шурӑ сапаккисем ялтӑраса тӑчӗҫ, вӗсем ҫерҫи пуҫӗ пек ӳкекен пӗрремӗш нӳрлӗ юра аса илтерчӗҫ.

Справа и слева (по какой бы из ночных улиц я ни двинулась) меня сопровождала стена сирени, и белые кисти ее блестели в свете луны, сирень рождала почему-то представление о первом, но обильном и плотном снеге, и сравнение ее с лыжницей нисколько не казалось странным.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Мӗнле чӗмсӗр ҫерҫи чӗппи эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех