Шырав
Шырав ĕçĕ:
Володя кулса ячӗ те амӑшӗ ҫумне хытӑрах лӑпчӑнса выртрӗ, ҫамкипе амӑшӗн янаххине ҫӗклеме хӑтланса, пуҫӗпе мӑйӗнчен тӗртме пуҫларӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя, кӗтессе кӗрсе каяс пекех, тата ытларах тершӗнсе, сӑмсипе, ҫамкипе кӗтессе ҫыпҫӑнса тӑчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Зегржт чӳрече янахӗ ҫине хӑпарчӗ те хӑйӗн ҫап-ҫара ҫамкипе пӗр еннелле йӑваннӑ шӗвӗ сухалне форточкӑран кӑларчӗ.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Диван хыҫӗ ҫумне ҫамкипе тӗртӗнсе нумай та выртман пек туйӑнчӗ ӑна, анчах вӑл куҫне уҫрӗ кӑна, пӗчӗк номерӗн икӗ чӳречинчен те хӗвел пайӑркисем чалӑшшӑн туртӑнса кӗнине курчӗ.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушка, ирччен вӑхӑт тата мӗн чухлӗ нумай юлнине аса илсе, диван хыҫӗ ҫумне ҫамкипе тӗртӗнчӗ, халӗ ӗнтӗ тӗтреллӗ те асаплӑ курӑмсенчен хӑтӑласчӗ тесе тӑрӑшма та пӑрахрӗ.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Мӗн пирки ӳпкелешсе-хуйхӑрса каласа парасси ҫинчен шухӑшласа, Егорушка ҫамкипе диван ҫумне тӗртӗнчӗ те сасартӑк йӗрсе ячӗ.Придумывая, на что бы такое пожаловаться, Егорушка припал лбом к стене дивана и вдруг зарыдал.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӑштах вӑхӑт иртсен, вӑл ӗнтӗ чиркӳре тӑчӗ, такамӑн кантӑр шӑрши кӗрекен ҫурӑмне ҫамкипе тӗксе, клирос ҫинче мӗнле юрланине итлерӗ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Огнянов ҫамкипе сивӗ кӗленчерен сӗртӗнчӗ те тинкеререх пӑхма тытӑнчӗ.Огнянов прильнул лбом к холодному стеклу и стал всматриваться еще пристальнее.
V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫамкипе стена ҫумне тӗршӗннӗ Варя питне аллипе хупланӑ, пуҫӗнчи кӑвак тутӑрӗ хулпуҫҫи ҫинех усӑнса аннӑ.Варя стояла, прижавшись к стене лбом, уткнув лицо в ладони, голубенькая косынка ее съехала на плечи.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вунӑ-вунпилӗк минут та ҫывӑраймарӗ пулӗ, ҫамкипе сӑмса тӑррине тар пӗрчисем сике-сике тухрӗҫ.Однако уже через четверть часа на лбу и на носу у него выступили бусинки пота.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑкӑр, хӑйӗн ҫулне пӳлме хӑйнӑшӑн тӗлӗннӗ пек пулса, чугун пек ҫирӗп ҫамкипе кивӗ картана пырса тӗкрӗ; лешӗ вара ҫатӑртатса йӑванса кайрӗ.
28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫамкипе куҫ айӗнче хуралса кӑвакарнӑ вырӑнсем пур.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Федор хӑрах аллипе Женьӑна хулпуҫҫинчен ҫавӑрса тытрӗ те ҫамкипе ун ҫамкине ҫапӑнса илчӗ.Федор обнял Женю одной рукой за плечо и слегка стукнулся своим лбом об ее.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫамкипе мар, хытӑрах ыраттӑр тесе пулӗ, темле хӑяккӑн ҫапӑнчӗ вӑл, йӗмерӗ те; пит-куҫӗ анраса кайнӑ, чи кирлӗ ӗҫ те пуҫне ҫапасси кӑна пек.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Слон сарлака ҫамкипе пӑрӑссен хушӑкне тӗренчӗ те пирӗн ҫине пӑхма пуҫларӗ.Слон уперся широким лбом в просвет между балками и смотрел на нас.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Игорёк, ӑҫта чавсипе, ӑҫта ҫамкипе сӗкӗнсе, ҫынсен хушшипе малаллах шӑвать, эпир — ун хыҫӗнчен.Игорек, работая локтями и плечами, пробивался вперед сквозь толпу, и я шла за ним.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл корма ҫинчи диван ҫине ҫамкипе тӗкӗннӗ, ӗнсинче тата пуҫӗнче ҫыххи ҫыххипе куршанак, йӗплӗ курӑк.Он уткнулся лбом в спинку кормового дивана, весь затылок, все волосы его были в репьях и колючках.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вут пек пӗҫерекен ҫамкипе юн тымарӗсем сиксе тапакан тӑнлавӗсене вӑл юр ҫине хурса тытрӗ те пӑрлантарса яракан сивӗ ӑна калама ҫук килентерчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950