Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑ ӗҫ пӗтӗмпех ҫыран хӗрринчи хайӑрсем ҫинче пулса иртнӗ, ҫавӑнпа та ҫил часах ҫакӑнта пулса иртнӗ трагедине пытарнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Ҫакӑнта пухӑннисем пурте унран аслӑрах пулнӑ, ҫакӑ Щорса кӑшт иментернӗн туйӑннӑ.Большинство собравшихся было значительно старше его, и это как будто немного стесняло Щорса.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Кӑтартнӑ еннелле самантрах ҫавӑрӑнса эпир цепре епле выртнине, хыр вӑрманӗнче мӗнле хӑвӑртлӑхпа малалла куҫнине, путсӗр лахтарьсемпе куҫа-куҫӑн хирӗҫ пулас тесе епле ӗмӗтленнине, анчах кайран, ҫакӑ маневр кӑна пулнине, нимӗнле тӑшман та ҫуккине, ҫакӑ вӗренӳ кӑна пулнине пӗлсен, хамӑр епле кулнине аса илсемччӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫакӑ вӑл чӑн-чӑн туйӑм мар-ши ӗнтӗ, телейсӗр ҫуралнӑ суккӑр ачине чунтанах юратни мар-им ҫакӑ?Разве это не чувство, не жгучее чувство любви к ее обездоленному, слепому ребенку?
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Нимӗн те пулса иртмен пек ӗнтӗ, пухӑнчӗҫ те ҫынсем калаҫкаларӗҫ, ҫавӑ кӑна, анчах вӗсене ҫакӑ та ҫитмен иккен; вӗсен пӗр-пӗр ҫыннӑн хулпуҫҫийӗнчен тытса, хӑйсем ҫине кам та пулин ырӑ кӑмӑлпа пӑхнине туйса илмелле пулнӑ, ҫакӑ та вӗсене ура ҫинче ҫирӗпрех тӑма пулӑшнӑ пулӗччӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫакӑ кӑштах палӑракан сиккеленӳсем юлашки хут пулнине, темиҫе сехет иртсенех — вара ҫак ҫӳхе те типӗ тутасене, ҫакӑ хура куҫ тӗкӗсене нимӗн те, нимӗн те сиктерме пултарас ҫуккине пӗлнӗ Василий.
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Эпир тинех татӑклӑ улшӑну ҫакӑ пулнине, мӗншӗн тахҫантанпах хатӗрленнине, мӗншӗн хамӑр кашни кун «ӗҫе» чупнине, пурте чунтан кӗтни шӑпах ҫакӑ пулнине тавҫӑрса илтӗмӗр.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫутҫанталӑк ӑна вӑтанакан, хӑюсӑр ҫын тунӑ, ҫакӑншӑн вӑл хӑйне хӑй кӳреннӗ, вара ирӗксӗрех хӑйне хӑюллӑн та шуххӑн тытма тӑрӑшнӑ, анчах ҫакӑ пур чухне те ӑнӑҫлӑ пулайман.
VI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ҫакӑ, пӗр ҫакӑ кӑна пире кашни ҫынра пытанса тӑракан ҫав тери нумай вӑйсене уҫса пама пултарать!..
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Шӑпах ҫакӑ ӗнтӗ — пӗр тӗллев ячӗпе, пӗр вӑй-хӑвата пӑхӑнса, миллионшар ҫынсем хӑйсен хутшӑнӑвӗсен тата кӗрешӗвӗсен формине улӑштарни, хӑйсен ҫапӑҫури вырӑнӗсемпе меслечӗсене улӑштарни, лару-тӑру тата кӗрешӳ ыйтӑвӗсем улшӑннине кура хӑйсен кӗрешмелли хатӗрӗсемпе хӗҫ-пӑшалӗсене улӑштарни — ҫакӑ пулса тӑрать те вӑл организаци.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Вӑт ҫакӑ ӗнтӗ вӑл, кум, самӑй ҫакӑ, хай эпӗ калаканни.
XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ак ҫакӑ мӑкӑрӑлса тухнӑ вырӑнсем, ҫакӑ йӗрсем, — наука ҫапла калать, хаклӑ Квейс, — ҫав вырӑс йӑхӗсем, юн хутӑшса пынине пула, юлашкинчен, чӑннипе каласан, идиотсем пулса кайнине пӗлтереҫҫӗ; вӗсемпе ӗҫ выльӑхӗпе усӑ курнӑ пек ҫеҫ усӑ курма пулать.
XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Икӗ барышни те хӑйсем ӑсталанӑ, симӗс хӑюсемлӗ, йӳнӗрех, анчах питӗ килӗшӳллӗ пӗрешкел шурӑ платьесемпеччӗ; иккӗш те кӗрен питлӗ, хура ҫӳҫлӗ, тӗттӗм куҫлӑ та кук терриллӗ; иккӗшӗн те куҫа йӑмӑхтарасла шурӑ, анчах тӗрӗс мар вырнаҫнӑ шӑлсем, апла пулин те ҫакӑ вӗсен тап-таса, чип-чипер ҫӑварӗсене пач уйрӑм илем ҫех кӳрсе тӑрать; иккӗш те кӑмӑллӑ, хаваслӑ, хӑйсем, уйӑрса илмелле мар тейӗн, ытла та пӗр тӗслӗ, ҫакӑнпа пӗрлех вӗсенче ҫав тери илемсӗр пиччӗшӗн сӑнӗ те пурччӗ.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫакӑ вӑл, чи малтан, автор ҫак сӑнара питех те ӑста кӑтартнинчен, пултаруллӑ ҫырса панинчен килет, урӑхла каласан, ҫакӑ вӑл — произведени вӑйӗ, илемлӗ литература, искусство вӑйӗ.
«Робинзон Крузо» роман ҫинчен // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 3–4 с.
В. И. Ленин хӑйӗн «Мӗн тумалла?» ятлӑ кӗнекинче ҫакӑн пек ҫырнӑ: «Малта пыракан кӗрешӗвҫӗ рольне малта тӑракан теори тӑрӑх ӗҫлекен парти кӑна пурнӑҫа кӗртме пултарать. Ҫакӑ вӑл мӗне пӗлтернине кӑшт та пулин конкретлӑ ӑнланса илес тесен, вулакан ӗнтӗ вырӑс социал-демокрачӗсем умӗнхи ҫынсене — Герцена, Белинские, Чернышевские тата 70-мӗш ҫулсенчи революционерсен ушкӑнне аса илтӗр; вырӑс литератури хальхи вӑхӑтра мӗнле пӗтӗм тӗнчипе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑни ҫинчен те шухӑшласа пӑхтӑр; шухӑшласа пӑхтӑр… вара ҫакӑ та ҫителӗклӗ!»
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Анчах ку мана шухӑша ҫеҫ ячӗ, чӑн-чӑн кирлӗ япали вара ак ҫакӑнта: эпӗ пур енӗпе те санпа тан пуласшӑн, — ҫакӑ вӑл чи кирли пулать.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Телейлӗ пулма тӑрӑшӑр — ҫакӑ ҫеҫ, ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ.Желайте быть счастливыми — только, только это желание нужно.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакӑ хайрӑлса тухакан сасӑ, сывлӑша, чуна ҫӳҫентерсе яраканскер, тата тимӗр хӗлӗхӗсем уласа янӑрашни, Ылтӑн хӑвачӗ пусмӑрланипе пурнӑҫ хурланса ахлатни, Сарӑ Шуйттан ахӑлтатса кулса тӑни, — ҫакӑ шӑв-шав ӗнтӗ хулан шӑршлӑ ӳт-тирӗ вараласа пӗтернӗ, лапчӑтса хунӑ ҫӗр ҫинчен ҫынна таҫта аякка хӑвалать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Разинӑн тӑванӗ Фролка мар, Коновалов, тейӗн, ҫакӑ босяка Стенькӑпа виҫҫӗр ҫул хушшинче те сивӗнмен юн халиччен пӗрлештерсе тӑнӑ пек пулса тухрӗ; ҫакӑ босяк виҫҫӗр ҫул маларах тытнӑ ирӗк кайӑкӑн суранӗпе ҫиллине хӑйӗн пӗтӗм чӗрӗ те ҫирӗп ӳт-тирӗпе, хӑйӗн «тӗревне» шыраса, вӗриленсе кайса тунсӑхлакан чунӗпе туять.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫакӑ, ҫакӑ! — хаваслӑн кӑшкӑрчӗ Игорь, — Ӑҫтан тупрӑн эс ӑна?— Эта, эта! — обрадованно закричал Игорь, — Где ты ее нашел?
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950