Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавах сăмах пирĕн базăра пур.
ҫавах (тĕпĕ: ҫавах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
16-17. Хам намӑса юлни яланах умӑмра тӑрать, хама хӑртакансен, мӑшкӑллакансен сассинчен, тӑшмансем, тавӑракан ҫынсем пӑхса тӑнӑран питӗме намӑс хуплать: 18. ҫакӑ пӗтӗмпе пирӗн ҫине йӑтӑнса анчӗ, ҫавах эпир Сана манмарӑмӑр, Санӑн халална пӑсмарӑмӑр.

16. Всякий день посрамление мое предо мною, и стыд покрывает лице мое 17. от голоса поносителя и клеветника, от взоров врага и мстителя: 18. все это пришло на нас, но мы не забыли Тебя и не нарушили завета Твоего.

Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ ӑна ҫавах пӑхса тӑратӑн.

Ты посещаешь его.

Пс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ ӑна ҫавах асӑнтан ямастӑн, мӗнех вара этем ывӑлӗ?

Что Ты помнишь его, и сын человеческий?

Пс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Акӑ мана вӗлерет Вӑл, эпӗ ҫавах шанса тӑратӑп; Унӑн умӗнче хамӑн ҫулӑм-йӗрӗм тӗрӗс пулнине ҫеҫ кӑтартасчӗ!

15. Вот, Он убивает меня, но я буду надеяться; я желал бы только отстоять пути мои пред лицем Его!

Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫавах Аман хӑйне хӑй тытса чарнӑ.

10. Однако же скрепился Аман.

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавах та халӗ хаваслӑ пул! тенӗ.

Но ты ныне будь весел!

Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Вара Шехания, Елам ывӑлӗсенчен тухнӑ Иехиил ывӑлӗ, Ездрӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир, ҫак вырӑнти ют халӑхсен хӗрӗсене качча илсе, Туррӑмӑр умӗнче усал ӗҫ турӑмӑр, ҫавах та Израилӗн шанчӑк сӳнмен-ха; 3. халӗ эпир Туррӑмӑрпа халал хывӑпӑр: хуҫамӑм канашне тата Туррӑмӑр ӳкӗчӗсене хисеплесе-уяса тӑракансен канашне итлесе, эпир хамӑрӑн арӑмсене тата вӗсем ҫуратнӑ ачасене пурне те каялла яма пулӑпӑр, — саккун хушнӑ пек пултӑр!

2. И отвечал Шехания, сын Иехиила из сыновей Еламовых, и сказал Ездре: мы сделали преступление пред Богом нашим, что взяли себе жен иноплеменных из народов земли, но есть еще надежда для Израиля в этом деле; 3. заключим теперь завет с Богом нашим, что, по совету господина моего и благоговеющих пред заповедями Бога нашего, мы отпустим от себя всех жен и детей, рожденных ими, - и да будет по закону!

1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ҫавах та Асир, Манассия тата Завулон йӑхӗсен ҫыннисем хӑшӗ-хӑшӗ ӳкӗте кӗнӗ те Иерусалима пынӑ.

11. Однако некоторые из колена Асирова, Манассиина и Завулонова смирились и пришли в Иерусалим.

2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Израилӗн малтанхи ывӑлӗн Рувимӑн ывӑлӗсем, — хӑй вӑл малтанхийӗ; анчах вӑл ашшӗн ҫывӑрмалли вырӑнне ирсӗрлетнӗ те, вара малтанхи ывӑл тивӗҫне Иосиф ывӑлӗсене панӑ, ҫавӑнпа Рувима йӑх-кӑк кӗнекинче малтанхийӗ тесе ҫырма юраман; 2. Иуда хӑйпе пӗртӑванӗсенчен пуринчен те вӑйли пулнӑ, унӑн кил-йышӗнчен ҫулпуҫ тухнӑ, анчах ҫавах малтанхи ывӑл тивӗҫӗ Иосиф ҫине куҫнӑ.

1. Сыновья Рувима, первенца Израилева, - он первенец; но, когда осквернил он постель отца своего, первенство его отдано сыновьям Иосифа, сына Израилева, с тем однакож, чтобы не писаться им первородными; 2. потому что Иуда был сильнейшим из братьев своих, и вождь от него, но первенство перенесено на Иосифа.

1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Тӳпем вырӑнсене вара пӗтермен, ҫавах Аса мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана чӗререн парӑнса пурӑннӑ.

14. Высоты же не были уничтожены, но сердце Асы было предано Господу во все дни его.

3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Давид патша ватӑлса ҫитсессӗн, пурӑнас кунҫулӗ кӗскелсе ҫитсессӗн, ӑна тумтирсемпе витсе тӑнӑ, ҫавах вӑл ӑшӑнма пултарайман.

1. Когда царь Давид состарился, вошел в преклонные лета, то покрывали его одеждами, но не мог он согреться.

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Давид Саула каланӑ: санӑн чуру ашшӗ патӗнче сурӑх кӗтнӗ, хӑш чухне унта ҫапла та пулкаланӑ: арӑслан е упа пыратчӗ те кӗтӳрен сурӑха тытса каятчӗ, 35. эпӗ ун хыҫҫӑн чупаттӑмччӗ, ӑна тапӑнса, унӑн ҫӑварӗнчине туртса илеттӗмччӗ; вӑл ман ҫине сиксе ӳксессӗн, эпӗ ӑна ҫилхинчен ярса илеттӗмччӗ те ҫӗклесе ҫапаттӑмччӗ, вӗлерсех пӑрахаттӑмччӗ; 36. санӑн чуру арӑслана та, упана та вӗлернӗ, ҫак ӳт кастарман филистима та ҫавах кӗтет, мӗншӗн тесессӗн вӑл чӗрӗ Туррӑн ҫарне мӑшкӑллать.

34. И сказал Давид Саулу: раб твой пас овец у отца своего, и когда, бывало, приходил лев или медведь и уносил овцу из стада, 35. то я гнался за ним и нападал на него и отнимал из пасти его; а если он бросался на меня, то я брал его за космы и поражал его и умерщвлял его; 36. и льва и медведя убивал раб твой, и с этим Филистимлянином необрезанным будет то же, что с ними, потому что так поносит воинство Бога живаго.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Иаир, Манассия ывӑлӗ, пӗтӗм Аргов ҫӗрне Гесурпа Мааха ҫӗрӗсен чиккине ҫитичченех илчӗ, Васана вӑл хӑйӗн ячӗпе «Иаир ялӗсем» теме пуҫларӗ, вӗсем халӗ те ҫавах; 15. Махира эпӗ Галаад ҫӗрне патӑм; 16. Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне вара Галаадран пуҫласа Арнон юхӑм шывӗ таран, юхӑм шывпа Аммон ывӑлӗсен ҫӗр чиккийӗ пулакан Иавок ҫырми хушшинче выртакан ҫӗре, 17. ҫавӑн пекех тӳремлӗхпе Иордан шывне, чикӗ пулса тӑраканскере, Киннерефран пуҫласа тӳремлӗхри тинӗс — Тӑварлӑ тинӗс — хӗррине ҫитиччен, Фасга тӑвӗ патӗнчи тухӑҫ енчи ҫӗре, патӑм.

14. Иаир, сын Манассиин, взял всю область Аргов, до пределов Гесурских и Маахских, и назвал Васан, по имени своему, селениями Иаировыми, что и доныне; 15. Махиру дал я Галаад; 16. а колену Рувимову и Гадову дал от Галаада до потока Арнона, землю между потоком и пределом, до потока Иавока, предела сынов Аммоновых, 17. также равнину и Иордан, который есть и предел, от Киннерефа до моря равнины, моря Соленого, при подошве горы Фасги к востоку.

Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавах пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытасса шанатӑп.

Куҫарса пулӑш

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫавах та хӑвӑр ӗҫ ҫинчен те каласа кӑтартмӑр-и?

И все-таки не смогли бы вы рассказать о своей работе?

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫавах та пирӗн патра лайӑххи нумай% тус-тантӑшӗсемпе пӗрле чух кичемлӗх мӗнне пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Нушине курса ӳсрӗмӗр ӗнтӗ, ҫавах та ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын пултӑмӑр, ята ямарӑмӑр, - иртнине куҫ умне кӑларчӗ Роза Судакова.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Ҫавах пӗтерет ӗнтӗ мана…

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лару-тӑру ҫавах питӗ йывӑрланса ҫитнине пула Симӗс сӑмсах утравӗсем патӗнче вӗсем якӑр пӑрахнӑ-пӑрахнах, вӑл вӑхӑталла командӑра пурӗ те 30 ҫын кӑна юлнӑ пулнӑ.

Однако, критическая ситуации заставила бросить якорь у Островов зеленого мыса для пополнения запасов, в команде к тому времени было всего лишь 30 человек.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех