Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӑх Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ, вара пурте пӗр ҫын пек кар ҫӗкленнӗ.И напал страх Господень на народ, и выступили все, как один человек.
1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вара Ҫӳлхуҫаран та ыйтнӑ: вӑл кунта тата килет-и? тенӗ.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, Анна йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ҫуратса панӑ, ӑна Самуил тесе ят хунӑ; [вӑл ҫапла каланӑ:] эпӗ ӑна Ҫӳлхуҫаран [Саваоф Турӑран] ыйтса илтӗм, тенӗ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ноеминь хӑйӗн кинне каланӑ: чӗррисене те, вилнисене те ырӑлӑх тунӑшӑн ӑна Ҫӳлхуҫаран пиллӗх пултӑр! тенӗ.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ [ҫав вӑхӑтра Турӑ саккунӗн арчи ҫавӑнта пулнӑ, 28. Финеес — Аарон ывӑлӗн Елеазарӑн ывӑлӗ — ун умӗнче тӑнӑ]: манӑн Вениамин ывӑлӗсене, тӑванӑм ывӑлӗсене, хирӗҫ татах ҫапӑҫӑва тухмалла-и е тухмалла мар-и? тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Израиль ывӑлӗсем кайнӑ та мӗн каҫчен Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗнӗ, ыйтнӑ Ҫӳлхуҫаран: Вениамин ывӑлӗсемпе, тӑванӑм ывӑлӗсемпе, манӑн татах ҫапӑҫӑва кӗмелле-ши? тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ашшӗпе амӑшӗ ку вӑл Ҫӳлхуҫаран килнине, ывӑлӗ филистимсене тавӑрма май шыранине пӗлмен.4. Отец его и мать его не знали, что это от Господа, и что он ищет случая отмстить Филистимлянам.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах ҫӗр вунӑ ҫула ҫитнӗ Иисус — Нав ывӑлӗ, Турӑ чури — вилсессӗн, 9. ӑна хӑйӗн еткер ҫӗрӗ ҫинче, Гааш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче выртакан Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулине, пытарсассӑн, 10. ҫавӑн чухне пурӑннӑ пӗтӗм халӑх хӑйсен ашшӗсем патне ӑсанса пӗтсессӗн, ун хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана та, Унӑн Израильшӗн тунӑ ӗҫӗсене те пӗлмен тепӗр ӑру ҫӗкленсессӗн, 11. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тума тытӑннӑ, тӗрлӗ Ваалсене пуҫҫапма пуҫланӑ; 12. ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине — хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Турра — пӑрахса, урӑх турӑсем енне, таврара пурӑнакан халӑхсен туррисем енне, ҫаврӑннӑ, ҫавсене пуҫҫапма пикеннӗ, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсех тӑнӑ; 13. вӗсем Ҫӳлхуҫаран хӑпнӑ, Ваала тата Астартӑсене пӑхӑнса тӑра пуҫланӑ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус вилсессӗн, Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫаран ҫапла ыйтнӑ: ханаансене хирӗҫ пирӗн хушшӑмӑртан малтан кам тапӑнса тухать? тенӗ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран хӑраса тӑрӑр, Уншӑн пӗтӗм таса кӑмӑлтан, тӳрӗ чунпа ӗҫлесе тӑрӑр; аҫӑрсем юханшыв леш енче тата Египетра пуҫҫапса пурӑннӑ турӑсене пӑрахӑр, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑрӑр.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑрасси, Ҫӳлхуҫаран пӑрӑнасси, хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн кӗлӗ чатӑрӗ умӗнчи парне вырӑнӗсӗр пуҫне тепӗр парне вырӑнӗ тӑвасси, ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне, тырӑ-пулӑ парни, ытти парне кӳресси пирӗнтен ан пултӑр вӑл, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эпир ҫак парне вырӑнне шикленнипе турӑмӑр, каярахпа сирӗн ывӑлӑрсем пирӗн ывӑлӑмӑрсене: «Сирӗн Израиль Турри ҫумӗнче мӗн ӗҫ пур! 25. Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем, сирӗнпе пирӗн хушшӑмӑра Ҫӳлхуҫа Иордан шывне чикӗ туса хунӑ, сире Ҫӳлхуҫаран пай ҫук» теесрен шикленсе турӑмӑр.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эхер те эпир ҫак парне вырӑнне Ҫӳлхуҫаран [хамӑр Туррӑмӑртан] пӑрӑнас тесе тунӑ пулсассӑн, ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне, тырӑ-пулӑ парни, тӑнӑҫлӑх парни кӳрес тесе тунӑ пулсассӑн, пире Ҫӳлхуҫа Хӑй айӑплатӑр!
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эхер те эпир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑратпӑр, Ҫӳлхуҫаран пӑрӑнатпӑр пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа пире паянах тӗп тутӑр!Если мы восстаем и отступаем от Господа, то да не пощадит нас Господь в сей день!
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эсир вара паян Ҫӳлхуҫаран пӑрӑнатӑр!
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсем Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ патне Галаад ҫӗрне ҫитнӗ те ҫапла каланӑ: 16. пӗтӗм Ҫӳлхуҫа халӑхӗ ҫапла калать: халӗ Ҫӳлхуҫаран [Израиль Турринчен] пӑрӑнса, хӑвӑр валли парне вырӑнӗ лартса, Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑрса эсир Израилӗн [Ҫӳлхуҫа] Турри умӗнче мӗнле усал ӗҫ туса хутӑр? тет.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Израиль ҫыннисем Ҫӳлхуҫаран ыйтмасӑрах вӗсен ҫӑкӑрне илнӗ.
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑй патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, вӑл левит священниксен аллинчи кӗнекерен хӑй валли ҫак саккун пуххине йӗркипе ҫырса илме тивӗҫлӗ, 19. ҫырса илни яланах унра пултӑр, ӑна вӑл мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вулатӑр, ҫапла Ҫӳлхуҫаран, хӑйӗн Турринчен, хӑраса тӑма вӗрентӗр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те, ҫак йӗркесене пурне те пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑштӑр; 20. чӗри мӑнаҫланса кайнипе тӑванӗсем умӗнче хӑйне пысӑка хума ан тытӑнтӑр, саккунран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнтӑр: Израиль хушшинче унӑн тата унӑн ывӑлӗсен нумай ҫул патшара лармалла пултӑр.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Акнӑ вӑрлӑху ӳстерсе панипе [хӑвӑн] хирӳнтен ҫулсерен кӗрекен мӗнпур ҫимӗҫрен вуннӑмӗш пайне уйӑрса ил, 23. ӑна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче Вӑл Хӑйӗн ячӗ валли суйласа илекен вырӑнта ҫи; тыррун, эрехӳпе йывӑҫ ҫӑвӗн вуннӑмӗш пайне, шултӑра выльӑхусен малтанхи пӑрӑвне, вак выльӑхусен малтанхи путекне ҫавӑнта [илсе пыр], ҫапла вара санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, ӗмӗрех хӑраса тӑма вӗренсе ҫитмелле пултӑр.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те тӑвану, [аҫу ывӑлӗ е] аннӳ ывӑлӗ, е хӑвӑн ывӑлу, е хӗрӳ, е пӗрле выртса тӑран арӑму, е чун пек ҫывӑх тусу: «каяр та эсӗ ху та, сан аҫусем те пӗлмен урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнар» тесе вӑрттӑн калаҫса ҫавӑрма пӑхсассӑн, 7. сан йӗри-тавра, ҫывӑхра е аякра, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех пурӑнакан халӑхсен туррисене пӑхӑнса тӑма хистесессӗн, 8. унпа ан килӗш, ӑна ан итле; куҫу ун ҫине хӗрхенсе ан пӑхтӑр, ӑна ан шелле, ӑна ан хӳтӗле, 9. вӗлер ӑна; ӑна вӗлермешкӗн пуринчен малтан ун ҫинче санӑн аллу пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; 10. ӑна чулпа персе вӗлер, мӗншӗн тесессӗн вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, уйӑрма тӑчӗ; 11. пӗтӗм Израиль ҫакна илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен сан хутлӑхунта ҫавӑн пек усал ӗҫ тума пӑрахӗҫ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.