Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл королӗн католикла «тӗрлӗ йышши», пысӑк, анчах та ирӗксӗр ҫарӗпе тӑшманӗ ҫине тапӑнассине, ҫарсене вӗтлӗхсемпе вӑрмансем тӑрӑх сапаласа ярассине хирӗҫ пулнӑ, мӗншӗн тесен ушкӑнпа тапӑнсан пӗтӗм ҫар часах пӗтсе ларма пултарнӑ; вӑл сапаланни тӑшмана кансӗрлеме ҫеҫ кирлӗ, анчах ӑна тӗп тӑваймасть.
II. Доль // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кунта хулари ҫар влаҫӗсем те пур: вӑрӑм френч тӑхӑннӑ, пысӑк кӳлепеллӗ ҫар ҫынни, гарнизон начальникӗ Потапов; шуралса кайнӑ, ывӑннӑ сӑн-питлӗ, хӑйне шанакан ҫын пек лӑпкӑн хускалкалакан курпунтарах ватӑ моряк — флотили командующийӗ Викорст адмирал; ҫар специалисчӗсем; штаб сотрудникӗсем.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кубань Добровольчески ҫара хирӗҫ восстани тума хатӗрленет, унта халь Совет ҫарӗсене ним чӑрмавсӑр Кавказа кӗртсе ярас пирки Хӗрлӗ Ҫар представителӗсемпе калаҫусем пыраҫҫӗ тесе сӑмахлаҫҫӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл тулашӗнчен те ҫар ҫынни пек пулман, ҫар тумӗ ӑна яштака та тӑпӑл-тӑпӑл вӑрҫӑччен пачах та ҫар ҫынни пулманнипе уҫӑмлӑрах палӑртнӑ ҫеҫ: симӗс гимнастерки, ҫурӑм ҫинче мӑкӑрӑлса, сарлака пиҫиххи айӗнчен хутламӑн-хутламӑн тухса тӑнӑ; кӑпӑшка та ҫутӑ хӑмӑр ҫӳҫне пусса лапчӑтайман картусӗ пуҫ ҫинче ламсӑр та куштанла ларнӑ; ҫутӑ харшӑллӑ куҫлӑхӗ вара сарлака янах шӑммилӗ пичӗ ҫинче пачах та вырӑнсӑр пек туйӑннӑ; тен, унӑн кӑшт айванрах пит-куҫӗнче ҫирӗплӗхпе тӳсӗмлӗх пулманран ҫапла курӑннӑ пулӗ вӑл.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫул ҫинче реорганизациленӗ ҫар, Новочеркасскран пынӑ офицерсемпе йышлӑланнӑскер, чӑн-чӑн ҫар майлах пулса тӑрать; станицӑсен сахал йышлӑ дружинисем пӗр-пӗринпе пӗрлешеҫҫӗ; регулярнӑй полксене каллех ӗлӗкхи пек йӗркелеҫҫӗ, вӗсем, унчченхи майлах, Германи вӑрҫинчен юлнӑ составран тӑракан пулаҫҫӗ; полксем дивизисене пӗрлешеҫҫӗ; штабсенче хорунжисен вырӑнӗсене ҫар ӗҫне лайӑх пӗлекен паллӑ большевиксем йышӑнаҫҫӗ; майӗпенех начальниксем те улшӑнаҫҫӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫар правительствин председателӗ, Ҫар атаманӗн юлташӗ М. Богаевский, Дон ҫарӗн старшинисем: Елантонцев, Поляков, Мельников.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫар правительстви ҫапла шутлать: комитет Халӑх Комиссарӗсен Совечӗпе ҫыхӑну тытни тата унран укҫан пулӑшу илсе тӑни малашне пулмалла мар; мӗншӗн тесен ку вӑл казаксен Ҫар канашӗпе пӗтӗм облаҫри казак мар халӑхсен съезчӗ — Украина, Ҫӗпӗр, Кавказ халӑхӗсем тата мӗн пур казак ҫарӗсем йышӑннӑ пек — Советсен влаҫӗ хӑйсемшӗн юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ хыҫҫӑн та, Дон облаҫӗ ҫине Халӑх Комиссарӗсен Совечӗн витӗмне сарса тӑни пулӗччӗ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫарпа революци комитетне суйлас ӗҫе хутшӑннӑ чаҫсен ҫак комитета салатса ямалла, ун вырӑнне облаҫри ҫар комитетне — облаҫри мӗн пур ҫар чаҫӗсене пӗрлештерсе тӑракан комитета — хӑйсен представителӗсене ямалла.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Корнилов хӑйне хураллакан ҫар ҫыннисемпе пӗрле вакун ҫинчен анчӗ те малтанах хисеплӗ хуралта тӑракансене, унтан георги кавалерӗсен Союзӗнчен, Ҫарпа флот офицерӗсен Союзӗнчен тата казак ҫарӗсен Союзӗн Советӗнчен уйӑрса янӑ депутацисене пӑхса ҫаврӑнчӗ.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӗвеланӑҫ фронтӗнчи ҫарсем Мускав ҫывӑхӗнчи позицисене ним хӑрамасӑр хӳтӗлесе тӑнӑ вӑхӑтра, тӑшманӑн ҫурҫӗр енчи группировкин флангӗнче Дмитровпа Загорск районӗнче, тата кӑнтӑр енчи группировкӑн флангӗнче, Кашира районӗнче тата Рязаньрен кӑнтӑр енче, совет ҫарӗсен виҫӗ ҫӗнӗ армийӗ пухӑнса тӑнӑ, вӗсем паттӑрла тыл тӑшмана аркатса пӑрахма туса панӑ чи лайӑх ҫар техникипе хӗҫпӑшалланнӑ пулнӑ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лозневой ҫакна: халь вӑрҫӑ пӗтмен-ха, ҫавӑнпа та вӑрҫӑ законӗ малалла каякан ҫара хаяр та усал пулма, ҫар ҫыннисене — сӑн-пичӗпе тата хӑйсем тӑвакан ӗҫсемпе ҫак ҫарӑн вӑйне тата пӗлтерӗшне кӑтартма хушать, тесе ӑнланнӑ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл авал чухне вӑрҫӑра вӗлернӗ половецки князе ҫар чысӗпе пытарса хӑварнӑ вырӑнта купаланса ларнӑ, ӑна ҫар ҫыннисен арӑмӗсен сулӑсем тӑхӑннӑ аллисем, ҫар ҫыннисен хурӑнташӗсен тата тыткӑна илнисен аллисем купаласа хӑварнӑ…
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫар пӗлӗвӗ паракан вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене 16 ҫултан пуҫласа 22 ҫулхи ҫар ретне тӑман каччӑсене кӑна йышӑнаҫҫӗ, ҫар ретне вара 24 ҫулччен илеҫҫӗ.
Ачасене — ҫарпа патриотизмла воспитани // Пирӗн пурнӑҫ. http://www.krchet.cap.ru/Publication.asp ... 19&size=20
Тӗл пулӑва районти ҫар комиссарӗ В.Г. Мареев, ҫар ӗҫ комиссариачӗн 2-мӗш уйрӑмӗн начальникӗн аслӑ пулӑшуҫи Л.П. Пудова тата Мускаври ҫар университечӗн пӗрремӗш курсӗнче вӗренекен А.Ф. Самылкин (Хӗрлӗ Чутай гимназийӗн выпускникӗ) хутшӑнчӗҫ.
Ачасене — ҫарпа патриотизмла воспитани // Пирӗн пурнӑҫ. http://www.krchet.cap.ru/Publication.asp ... 19&size=20
Ҫар ҫыннисемпе ҫар техники марш кӗввипе Шупашкар халӑхӗпе хӑнасен умӗпе иртнипе пӗрлех унта кадет класӗсенче вӗренекен ҫамрӑк параппанҫӑсем, истори реконструкцийӗн клубӗн хастарӗсем, «Крестовоздвижени» станцийӗн казакӗсем тата вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗ, «Русский егерь» ҫар историйӗн клубӗ хутшӑнаҫҫӗ.
Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
20. Ҫапла вара, пурте ӗҫе татса парас вӑхӑта кӗтнӗ чухне, тӑшман ҫарӗ пуҫтарӑнса ӗрете тӑрса тухсассӑн, сӑлансене хӑйсен вырӑнне тӑратсассӑн, утлӑ ҫар икӗ енӗпе вырӑнаҫса тӑрсассӑн, 21. Маккавей, йышлӑ ҫар тапӑнса килнине, хатӗррӗн тытса тӑракан тӗрлӗ кӑрала тата сӑлансем хаярланса ҫитнине курсассӑн, — ҫӗнтерӗве кӑралпа ҫӗнсе илейменнине, ӑна, Хӑйне кирлӗ пек, Турӑ Хӑй тивӗҫлисене парнеленине пӗлӳҫӗн, — аллисене тӳпенелле ҫӗкленӗ те кӗтретсем тӑвакан, пурне те курса тӑракан Ҫӳлхуҫана тархасланӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӗр хӗрӗх тӑххӑрмӗш ҫулта Иудӑпа пӗрле пулнисем патне Антиох Евпатор йышлӑ ҫарпалан Иудея ҫине килет теекен хыпар ҫитнӗ, 2. патша пеккунӗ, патшалӑха тытса тӑракан Лисий та унпа пӗрлех иккен, вӗсен кашнийӗн — эллин ҫарӗ: ҫӗр вунӑ пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, пилӗк пин те виҫҫӗр юланутҫӑ, ҫирӗм икӗ сӑлан тата ҫивӗч хӗҫлӗ виҫҫӗр ҫар урапи.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Маккавей, хӑйӗн ҫарне темиҫе ушкӑна пайласа, Досифейпа Сосипатра вӗсене ертсе пыма лартса, Тимофее тапӑнма васканӑ, Тимофейӑн хӑйпе пӗрле ҫӗр ҫирӗм пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, пин те пилӗкҫӗр ҫынлӑ утлӑ ҫар пулнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
68. Унта ӑна ют халӑхсен ҫарӗ хирӗҫ пулнӑ; вӗсем Ионафан ҫарӗ хыҫне тусем хушшине сисмен хушӑран тухса тапӑнма ҫар тӑратса хӑварнӑ, хӑйсем тепӗр енчен хирӗҫ пынӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хӑйӗн ҫарӗ тарнине тата Иудӑн ҫар ҫыннийӗсен харсӑрлӑхне, вӗсем пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр паттӑррӑн ҫапӑҫнине курса, Лисий Антиохие кайнӑ, унта ют ҫӗр ҫыннисене темӗн чухлӗ пуҫтарса пысӑк ҫар пухнӑ та каллех Иудейӑна кайма шут тытнӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.