Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Пӗрремӗш ҫар урапине ҫӳрен утсем, иккӗмӗш ҫар урапине хура утсем кӳлнӗ; 3. виҫҫӗмӗш ҫар урапине шурӑ утсем, тӑваттӑмӗш ҫар урапине ула утсем, вӑйлӑ утсем, кӳлнӗ.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вунҫиччӗмӗш ҫулта вӑл Арфаксад патшана хӑйӗн ҫарӗпе вирлӗн тапӑннӑ та ӑна ҫапӑҫура ҫӗнтерсе парӑнтарнӑ, Арфаксад патшанӑн мӗнпур ҫарӗ, — пӗтӗм ут ҫарӗ, пӗтӗм ҫар урапи, — каялла тарнӑ, 14. Навуходоносор унӑн хулисене ярса илнӗ, Екбатан патнех ҫитнӗ, тӗреклӗлетнӗ вырӑнсене йышӑннӑ, хула урамӗсене аркатса-ҫаратса тухнӑ, хула илемне мӑшкӑла хӑварнӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Соломон урапаллӑ ҫарпа утлӑ ҫар пухса ҫитернӗ; унӑн пин те тӑватҫӗр ҫар урапи#, вуникӗ пин юланут лаша пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисем тӑрӑх вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пур тапӑртан кайран Дан ывӑлӗсен элемне ҫӗкленӗ те унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; вӗсен ҫарӗн пуҫлӑхӗ Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ; 26. Асир ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Пагиил, Охран ывӑлӗ; 27. Неффалим ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Ахира, Енан ывӑлӗ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Унтан Ефрем ывӑлӗсен тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ те унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; вӗсен ҫарӗн пуҫлӑхӗ Елишама, Аммиуд ывӑлӗ; 23. Манассия ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Гамалиил, Педацур ывӑлӗ; 24. Вениамин ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, пулнӑ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унтан Рувим тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ, унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; унӑн ҫарӗн пуҫлӑхӗ Елицур, Шедеур ывӑлӗ; 19. Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ; 20. Гад ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Елиасаф, Регуил ывӑлӗ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Чи малтан Иуда ывӑлӗсен тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ те унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; вӗсен ҫарӗн пуҫлӑхӗ Наассон, Аминадав ывӑлӗ; 15. Иссахар ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Нафанаил, Цуар ывӑлӗ; 16. Завулон ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Елиав, Хелон ывӑлӗ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иуда ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Наассон, Аминадав ывӑлӗ, 4. унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче ҫитмӗл тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын; 5. ун хыҫҫӑн Иссахар йӑхӗ тапӑр лартӗ, Иссахар ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Нафанаил, Цуар ывӑлӗ, 6. унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ тӑватӑ пин те тӑватҫӗр ҫын; 7. [унтан] Завулон йӑхӗ [тапӑр лартӗ], Завулон ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елиав, Хелон ывӑлӗ, 8. унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ ҫичӗ пин те тӑватҫӗр ҫын; 9. Иуда тапӑрӗн шутне кӗнисем, ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, мӗнпурӗ ҫӗр сакӑрвун ултӑ пин те тӑватҫӗр ҫын; малтан вӗсен тапранмалла.
Йыш 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Правительство ҫарӗн иккӗмӗш ретӗнчен вӑхӑтра чӗнсе илнӗ резервсем ҫар ретне татса тухасран сыхласа хӑварма пултарнӑ, ҫапӑҫу кӗске вӑхӑт хушши кӑна пынӑ, ун хыҫҫӑн якобитсен пӗтӗм ҫарӗ тарма тытӑннӑ.
Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83
Хальхи историксем ӑна час-часах япӑх ҫарпуҫӗ тесе хаклаҫҫӗ, ҫапах та 1742 ҫулта испансем Джорджие Флорида территоринчен тапӑнса кӗрсен Оглторп Блади-Марш патӗнчи ҫапӑҫура вӗсен ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкма пултарнӑ, ҫакӑншӑн Англире ӑна паттӑрсен шутне кӗртнӗ, тепӗр ҫултан тӑван ҫӗршыва таврӑнсан ҫар хӗсметӗнче хӑвӑрт карьера пусми тӑрӑх хӑпарма пуҫланӑ; хӑйӗн карьерине вӑл парламентра ӳстерме тытӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах испансенчен хӳтӗленес тӗллевпе Джорджие ямашкӑн ҫар пухас енӗпе тӑрӑшнӑ.
Джеймс Оглторп // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%80%D0%BF
Ҫар ҫыннисене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ҫырнӑ ҫырусенче ачасем ҫӑмӑл мар ҫар службишӗн, пирӗн Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗшӗн паттӑрлӑхпа ҫирӗплӗхшӗн пулӑшу тата тав сӑмахӗсем ҫырнӑ, хӑвӑртрах Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнма суннӑ.
Хушӑлкари вӑтам шкул вӗренекенӗсем патриотла акцисене хутшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3486985
Пушкӑрт ҫар ҫынни Динар ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен зонӑра ҫар оркестрӗн солисчӗ пулса ӗҫлет.
Пушкӑртри боец СВОра ҫар оркестрӗн солисчӗ пулса ӗҫлет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3416382
Раҫҫей ҫар служащийӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен ҫар служащине ачасем интересленсе итленӗ, шкул ачисен ҫырӑвӗсем пулӑшаҫҫӗ-и, вӗсем пирӗн ҫар ҫыннисене хавхалантараҫҫӗ-и, тесе ыйтнӑ.
СВОна хутшӑнакан ҫынпа тӗлпулу иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3398173
Хӗрлӗ ҫара кайма ҫул ҫитнӗ, ҫар комиссариачӗ унӑн пӗлӳ шайне шута илсе Владивостокри ҫар училищине вӗренме янӑ, унтан ҫамрӑк офицер Чукоткӑра хӗсметре тӑнӑ.
Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r
Ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа хӑюлӑхпа ҫирӗплӗх кӑтартнӑшӑн Владимир Герасимова СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Грамотипе, «Совет ҫарӗсене Афганистанран кӑларнӑранпа 25 ҫул», «Совет Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене 100 ҫул», «Танк ҫарӗсене 100 ҫул» медальсемпе, «Воин-интернационалиста» паллӑпа тата ыттипе наградӑланӑ.
Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn
Али-Акрамӑн та ҫар пӗчӗк мар иккен: пӑлхавҫӑсем темиҫе хутчен хапхасенчен кӗпӗрленсе тухрӗҫ, утлӑ ҫарпа та, ҫуран та тапӑнса пӑхрӗҫ, вырӑссемпе Ту енчи мӑрсасен ҫарӗсене сиен туса кашнинче хӑвӑрттӑн каялла чакрӗҫ.
7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫавна май Чӑваш Енре, ҫав шутра пирӗн районта та, службӑна тӑма ҫарта пулнӑ тата ятарлӑ ҫар специальноҫӗ алла илнӗ запасри ҫынсене ҫар комиссариатне ҫитмелли ҫинчен пӗлтерекен повесткӑсем пама тытӑнчӗҫ.
«122» хӗрӳ лини хута янӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/27/122-%d1%85e ... 8f%d0%bda/
Пирӗн дивизи Гварди 52-мӗш ҫарӗ, пирӗн полк — Гварди 151-мӗш стрелковӑй полк, 21-мӗш ҫар Гварди 6-мӗш ҫар пулса тӑчӗҫ», — тесе ҫырнӑ атте аса илӗвӗсенче.
Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/
Госпитальтен сывалса тухсан 21-мӗш Ҫарӑн саппасри 76-мӗш ҫар полкне, каярахпа — чикӗ ҫарӗсен 8-мӗш дивизине полк разведротин командирӗ пулма янӑ.
Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/
Унӑн ӗҫ кӗнекинче ҫырнӑ должноҫсем: Хӗрлӗ ялавлӑ Туркестан ҫар округӗн оперативлӑ управленийӗн начальникӗ, Вӑтам Азири ҫар округӗн штаб начальникӗн ҫумӗ, Германири Совет ҫарӗсен штабӗн начальникӗн пӗрремӗш ҫумӗ, СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен Генеральнӑй штабӗн оперативлӑ тӗп управленийӗн начальникӗн ҫумӗ.
Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/