Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юхтарнӑ (тĕпĕ: юхтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сулӑсем юхтарнӑ ҫӗрте чылай хушӑ ӗҫленӗ май Микула самана тытӑмӗн тӗрлӗ енӗсене, пур ҫӗрте те тӗрӗсмарлӑх хуҫаланнине асӑрхать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Суранӗ сиплене пуҫласанах Элнет юханшывӗ ҫинче сулӑ юхтарнӑ.

Как только рана начала залечиваться, стал сплавлять плоты на реке Илеть.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялти шкултан вӗренсе тухсанах ӗҫе пуҫӑннӑ: чайнӑйра булка пӗҫернӗ, пулӑпа сутӑ тунӑ, юханшыв тӑрӑх сулӑ юхтарнӑ, баржа ҫинче тертленнӗ.

После окончания деревенской школы начал работать: в чайной пек булки, торговал рыбой, сплавлял по реке плотины, трудился на барже.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унталлах патронсем, тин ҫеҫ пуснӑ сысна ашӗсем, чи малтан юхтарнӑ кӑвакрах самогон бутылкисем шӑвӑнаҫҫӗ, тата пӗчӗк атамансене хӑлхаран пӑшӑлтатса каланисем те, темле ҫынсем урлӑ, Орлик патне — хӑй патнех ҫитеҫҫӗ.

Туда текли патроны, куски свежей свинины, бутылки сизоватого «первача» и еще то, что передавалось тихо на ухо меньшим атаманам, а затем, через сложнейшую сеть, — самому Орлику.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫакӑнта 1862 ҫулта Аргентинӑн карательнӑй отрячӗсем пӑлханса кайнисен юнне нумай юхтарнӑ.

На берегу которого в 1862 году аргентинские карательные отряды творили кровавую расправу над повстанцами.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӑлхава ҫӗкленнӗ йӑх-яха, унӑн инкеклӗ шӑпи пирки вуншар ҫул вырӑс интеллигенцийӗ макӑрса сӗлекине юхтарнӑ (ҫав ылханлӑ «халӑха», эпӗ хӑрах алӑпа та татах пӗтернӗ пулӑттӑм-ха, анчах, чӑннипе, халӗ ку мана хӑрушла ухмахланнӑ пек ҫеҫ туйӑнать…

Я мог бы еще и с одной рукой уничтожать взбунтовавшуюся сволочь, этот проклятый «народ», над участью которого десятки лет плакала и слюнявилась российская интеллигенция, но, право, сейчас это кажется мне дико-бессмысленным…

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Германецсемпе казаксен хастар халӑхӗсем ҫапӑҫу хирӗсенче пӗрле юхтарнӑ юнпа ҫирӗпленнӗ туслӑх хамӑрӑн мӗнпур тӑшмансемпе кӗрешес ӗҫре хӑватлӑ вӑй пулса тӑрать.

Дружба, спаянная кровью, пролитой на общих полях сражений воинственными народами германцев и казаков, станет могучей силой для борьбы со всеми нашими врагами.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пӗлетӗн-и, мӗн чухлӗ юн юхтарнӑ вӑл?

 — Ты знаешь, сколько он крови на белый свет выпустил?

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эпӗ ҫамрӑклах шывпа йывӑҫ антарма ӑста пулнӑ, Кубань тӑрӑх ялан йывӑҫ юхтарнӑ, ватӑла киле хам профессие улӑштарма шутларӑм.

— Я же природный молевщик, дручья гонял по Кубани, а вот на старости лет переменил профессию.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫемен, йывӑҫ юхтарнӑ ҫӗрте эпир иксӗмӗр епле ҫӗрле, шыв варринчи чул ҫинче ларнӑ чух, калаҫаттӑмӑр, астӑватӑн-и? — пуҫларӗ Никита.

— Семен, помнишь, как мы с тобой разговаривали на лесосплаве, когда ночью сидели на камне посреди реки? — заговорил Никита.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сергей Тимофеевич, — пуҫларӗ калаҫма Прохор, Сергей ҫине хӗсӗк куҫӗсемпе савӑнӑҫлӑ пӑхса, — пур ӗҫе те тума пӗлетӗп — кӗтӳҫре те ҫӳренӗ, вӑрман та юхтарнӑ, платник те пулнӑ, атӑ-пушмак та ҫӗленӗ, кӑмака кӑларма та лекнӗ, ватӑла киле тата электричество техникине вӗренес терӗм.

— Сергей Тимофеевич, все я умею делать — был и пастухом, и молевщиком, и плотником, и сапожником, довелось и печи делать, а на старости лет решил изучить электрическую технику.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӗвве кӗмӗл шӑнкӑравлӑн чӗтрентерсе юхтарнӑ май вӑл, Долговӑн хирӗнсе тухакан басне чылай хыҫала хӑварчӗ пулин те, хӑй пӗртте такӑнмарӗ; сӑнран ҫеҫ вышкайсӑр сивлеккӗн курӑнчӗ.

За все время ни разу не сбился, несмотря на то, что, варьируя, он далеко оставлял за собой напористый бас Долгова, с виду был необычайно суров.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йывӑҫ юхтарнӑ ҫӗрте те…

Вот и на лесосплаве…

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ирина, — терӗ вӑл, хӗр сӑмахӗсене хӑлхине чикмесӗр, — сана йывӑҫ юхтарнӑ ҫӗре илсе кайма эпӗ сӗнтӗм.

— Ирина, — сказал он, не отвечая на ее слова, — это я предложил взять тебя на лесосплав.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вара вӑл вӑрман юхтарнӑ ҫӗрте мӗн-мӗн кирли ҫинчен каларӗ.

Затем дал несколько практических советов по организации труда на сплаве.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кирлӗ мар мана, атте, урӑххисем… — Наталья, хӗремесленсе кайса, куҫҫуль юхтарнӑ.

— Не нужны мне, батенька, другие… — Наталья краснела и роняла слезы.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Квейс темиҫе хутчен те вырӑссем юхтарнӑ ханшана ӗҫместӗп тесе сӑмах панӑ, анчах хуҫалӑх ротинчен парса тӑракан эрех ҫитмест, кунта тата, ӑна усал тӑвасшӑн пулнӑ пекех, е килтен тата фронтран килекен начар хыпарсене пула, е кунта ӗҫлесси те фронтринчен кая мар хӑрушланса пынипе яланах ӑшӗ ҫунать.

Несколько раз уже Квейс давал себе зарок не пить русский самодельный шнапс, но вин, посылаемых из хозяйственной роты, не хватало, а тут, как назло, всегда было скверное настроение: то из-за плохих вестей из дому и с фронта, то потому, что работа становилась не менее опасной, чем на передовой линии.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тепӗр кунне Квейс комендант тухса ҫӳрени курӑнмарӗ, Ерофей Кузьмича та чӗнтермерӗ вӑл: вырӑссен килте юхтарнӑ шнапсене ӗҫнӗ хыҫҫӑн чирленӗ-мӗн.

На второй день комендант Квейс не показывался и даже не вызывал Ерофея Кузьмича: был болен после русского самодельного шнапса.

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Мӗн чухлӗ тар юхтарнӑ уншӑн!

Сколько трудов положено!

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫарта служить тумалла пулман унӑн: призыв умӗн сулӑ юхтарнӑ ҫӗрте шӑнса чирленӗ те отсрочка панӑ, ҫаплипех вара колхозра юлнӑ.

В армии ему служить не пришлось: перед призывом заболел, простыв на сплаве леса, получил отсрочку, да так и остался в колхозе.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех