Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юсаса (тĕпĕ: юса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫаклашки авӑннӑран алӑка питӗреймерӗм те ӑна юсаса пама ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Акӑ, Йӗпрем фермине, ҫӑмӑллӑхлӑ инвестици кредичӗ илсе, тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ, ӗнесем сума Данире туса кӑларнӑ ку чухнехи оборудовани вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

— Коммуналлӑ инфратытӑма уйрӑм капиталсен шучӗпе юсаса ҫӗнетесси - пӗлтерӗшлӗ тӗллев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен те - малтисен йышӗнче // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Ветеринари участокӗсене юсаса хӑтлӑх, ҫут ҫанталӑк газӗ, тирпей-илем кӗртессипе пысӑк ӗҫсем туса ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫӗнӗ тырра кӗтсе илме складсене, йӗтемсене юсаса йӗркене кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Самуил Петров урапа-ҫунана юсаса тӑратчӗ.

Самуил Петров тележки, санки чинил.

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Ҫапла майпа икӗ ҫулта республикӑри 72 спорт залне юсаса ҫӗнетнӗ, 2016 ҫул вӗҫлениччен тепӗр 24-шне ҫӗнӗ сӑн-сӑпат кӗртӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ спортзал алӑкӗсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасемшӗн яри уҫӑлса кӑмӑла ҫӗклӗҫ, татах та ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарӗҫ.

Обновленные после капитального ремонта спортивные залы, в новом учебном году открыв настежь свои двери, поднимут настроение детям и вдохновят на новые достижения.

Ҫӗнӗ спортзал - пысӑк ҫитӗнӳсем // Н.БЕЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Ҫӗрри хуҫӑлсан та ӑна юсаса тӑхӑннӑ, пӑрахман.

Хоть и сломалось колечко, поправляла его и носила, не выкинула.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Унчченхи «Чайка» никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ лагерь паян пачах урӑх сӑн-сӑпатлӑ: корпуссене юсаса илемлетнӗ, культура ҫуртне, столовӑя ҫӗнетнӗ, территорире таса та тирпейлӗ.

У организованной на основании бывшей "Чайки" лагеря сегодня совсем другой внешний вид: корпуса отремонтированы, дом культуры, столовая обновленная, на территории чисто и ухоженно.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Икӗ ҫул каялла сӗт-ҫу фермине юсаса ҫӗнетме Раҫҫей ял хуҫалӑх банкне 11 млн тенкӗлӗх кивҫене кӗме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Юлашки ҫулсенче сӗт-ҫу фермине тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ.

В последние годы молочную ферму основательно починили.

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ҫурчӗ пур, тӗпрен юсаса оборудованисем вырнаҫтармалла ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Юрий Александрович шкулсемпе ача сачӗсене, библиотекӑсене, больницӑсене пулӑшассине, вӗсен пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатассине те пысӑк тимлӗх уйӑрать, чиркӳ хута ярассине, юсаса ҫӗнетессине те сӑваплӑ ӗҫ вырӑнне йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Асӑннӑ тӗллевсем валли республика бюджетӗнче 80 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, ку укҫа-тенкӗ 150 картиш территорийӗпе вӗсем патне пымалли ҫулсене юсаса йӗркене кӗртме май парать.

На эти цели в бюджете республики предусмотрено 80 млн рублей, что позволит отремонтировать 150 дворовых территорий и проездов к ним.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Асӑннӑ йышӑнӑва ял ҫӗрӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсенчи автомобиль ҫулӗсем тумалли тата вӗсене юсаса ҫӗнетмелли программӑна йӗркелемелли мелсене централизацилес тӗллевпе тунӑ.

Такое решение принято в целях централизации подходов к формированию программы строительства и реконструкции автомобильных дорог в сельских населенных пунктах.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫакна палӑртас тетӗп: кӑҫал вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем вырӑнти пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсене проектлас, тӑвас, юсаса ҫӗнетес енӗпе пурнӑҫлакан полномочисене патшалӑх влаҫӗн органӗсене панӑ.

Хочу отметить, что в этом году полномочия органов местного самоуправления по проектированию, строительству, реконструкции автомобильных дорог местного значения переданы органам государственной власти.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Атӑл леш енне газ кӗртни, Атӑл ҫыранӗн хӗррисене тата Хӗрлӗ тӳреме юсаса ҫӗнетни, юханшыв туризмне аталантарни пире Раҫҫей ҫыннисене тата ытти ҫӗршывран килекен туристсене Чӑваш Енпе Шупашкар илемне туллин кӑтартма май парӗҫ.

Газификация Заволжья, реконструкция набережной Волги и Красной площади, развитие речного туризма позволят нам показать Чувашию и город Чебоксары во всей красе россиянам и туристам из зарубежных стран.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Шкул хоккей лигин ӑмӑртӑвӗсем шкул ҫумӗнчи тата картишсенчи ҫӗнӗ тата юсаса ҫӗнетнӗ уҫӑ хоккей площадкисенче иртеҫҫӗ.

Матчи школьной хоккейной лиги проходят на новых и реконструированных открытых пришкольных и дворовых хоккейных площадках.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Федерацин тӗллевлӗ программин тата республикӑн тивӗҫлӗ программисен, ҫавӑн пекех «Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекссем тӑвасси» социаллӑ проект шайӗнче республикӑра 50 ытла спорт сооруженийӗ тунӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ.

В рамках реализации федеральной целевой программы и соответствующих республиканских программ, а также социального проекта «Строительство физкультурно-оздоровительных комплексов» в республике построено и реконструировано более 50 спортивных сооружений.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех