Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юсаса (тĕпĕ: юса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗччен хӗрарӑма старик пыра-пыра пулӑшрӗ: хӗлле юр хырса парать, вутӑ ҫурса парать, шӑпӑр аври лартса парать, пӳрт тӑрри юсаса парать.

Старик помогал одинокой по хозяйству: снег зимой придет разгребет, дровишек наколет, метлу на черенок насадит, крышу на избе залатает…

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Эпӗ час-часах хама хам ҫапла калатӑп: эпӗ пур пӗчӗк ачасене те хут ҫӗленсем юсаса параттӑм, пулӑ хӑш ҫӗрте лайӑх кӗнине кӑтартаттӑм, пуринпе те юлташ пекехчӗ.

Сколько раз я говорил сам себе: Всем ребятам я, бывало, чинил змеев и всякую там штуку, показывал, где лучше ловится рыба, и дружил с ними.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Мана вӑл хут ҫӗленсене юсаса паратчӗ, вӑлтасене те ҫыхса паратчӗ.

— Да, он и мне змея починил, Гек, и крючки к леске привязывал.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Центр пулӑшсан, вӑл армансене веҫех юсаса лартма пулать.

Если центр поможет, те мельницы все починить можно будет.

Ҫил арманӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 176–177 с.

Пӗлтӗр кӑна хамӑр территорире икӗ культура ҫуртне хута ятӑмӑр, чылай культура ҫуртне юсаса ҫӗнетрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӳсӗм ҫулӗпе – пысӑк тӗллевсем патне // А. Ильин. http://avangard-21.ru/gazeta/12432-s-m-u ... vsem-patne

Пире прапорщик кунта инҫе мар, юсаса пӗтеретӗр те хӑвӑрах ҫитетӗр тесе хамӑра кӑна хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Республикӑна инвестицисем явӑҫтарма, тирпей-илем кӗртессине, юбилей объекчӗсене тӑвассине тата вӗсене юсаса ҫӗнетессине тивӗҫтерме, ҫавӑн пекех уяв мероприятийӗсене массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ҫутатса тӑма экономикӑпа управлени тытӑмӗн тата ӑс-хакӑлӑн вӑй-хӑватне пӗр тӗвве пӗрлештермелле.

Предстоит сконцентрировать огромный экономический, управленческий и интеллектуальный потенциал для привлечения в республику дополнительных инвестиций, обеспечения благоустройства, реконструкции и строительства юбилейных объектов, а также освещения юбилейных мероприятий в средствах массовой информации.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчен пӗрремӗш пулса шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсем тума тата юсаса ҫӗнетме укҫа-тенкӗ уйӑрассипе ҫыхӑннӑ проекта Пӗтӗм тӗнчери финанс корпорацийӗпе пӗрле пурнӑҫлама тытӑнчӗ.

Чувашия первой среди субъектов Российской Федерации начала совместно с Международной финансовой корпорацией реализацию проекта по финансированию строительства и реконструкции дошкольных образовательных учреждений.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Тӗслӗх вырӑнне Улатӑрти индустри паркне канализаципе тата шывпа тивӗҫтермелли сетьсем тума тата юсаса ҫӗнетме муниципалитет заказӗсене вырнаҫтарнине илсе кӑтартатӑп.

В качестве примера приведу размещение муниципальных заказов на строительство и реконструкцию сетей канализации и водоснабжения для индустриального парка в Алатыре.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

«Чӑваш Енри халӑх ушкӑнӗсем» проект шайӗнче Мускав ҫыран хӗррине юсаса ҫӗнетес ӗҫ пурнӑҫланать.

В рамках проекта «Этническая Чувашия» ведется реконструкция Московской набережной.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

2025 ҫулччен Сӗнтӗрвӑрринче тата Етӗрнере биологи мелӗпе тасатакан сооруженисене юсаса ҫӗнетмелле тата тумалла, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫумӑр шывӗсемпе каяш шывсене тасатакан вырӑнти сооруженисене туса хута ямалла.

До 2025 года должны быть выполнены реконструкция и строительство биологических очистных сооружений в Мариинском Посаде и Ядрине, строительство локальных очистных сооружений ливневых сточных вод в Чебоксарах и Новочебоксарске.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Унсӑр пуҫне, кивӗ ача-пӑча поликлиникисене юсаса ҫӗнетме тата ҫӗннисене тума палӑртнӑ.

Кроме того, будут отремонтированы старые и построены новые детские поликлиники.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Шупашкарта ҫавна май «Спартак» тата «Олимпийский» стадионсене юсаса ҫӗнетес ӗҫ пурнӑҫланать.

В Чебоксарах проводится реконструкция стадионов «Спартак» и «Олимпийский».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Юлашки ҫулсенче медицина учрежденийӗсен сетьне тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ.

За последние годы проведена серьезная реструктуризация сети медучреждений.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

2020 ҫул тӗлне аэровокзала юсаса ҫӗнетессине вӗҫлеме тӗллев лартатӑп.

Ставлю задачу завершить к 2020 году реконструкцию аэровокзала.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Кӑҫал «Хӑрушлӑхсӑр тата паха ҫулсем» проект шайӗнче 143 километр тӑршшӗ автоҫула юсама тата юсаса ҫӗнетме 1 миллиард та 461 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ, ҫав шутра федераци бюджетӗнчен – 730 миллион тенкӗ.

В этом году на ремонт и реконструкцию ста сорока трех километров автодорог в рамках проекта «Безопасные и качественные дороги» будет направлен 1 миллиард 461 миллион рублей, в том числе 730 миллионов рублей из федерального бюджета.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Хусахӑннисем валли общежитисене юсаса ҫӗнӗрен хӑтлӑх кӗртнӗ, йӑла пӳлӗмӗсене пуянлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Урпа халӗ пиҫсе ҫитнӗ, комбайн юсаса пӗтерсенех хире тухать.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Эпӗ 10-мӗш класра чухне ҫирӗме ҫывхаракан Трофим Бычков «С-4» комбайна вырмана епле типтерлӗн юсаса хатӗрлени халӗ те куҫ умӗнче.

У меня до сих пор перед глазами, когда я был в 10-ом классе, как Трофим Бычков, возраст которого приближался к двадцати, аккуратно готовил комбайн "С-4" к жатве.

Пурччӗ тимӗрҫӗ лаҫҫи... // Александр Мокин. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Хуҫалӑхра производство объекчӗсене юсаса ҫӗнетмелли тупӑнсах тӑрать.

В хозяйстве обязательно найдется, что починить и улучшить из производственных объектов.

Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех