Шырав
Шырав ĕçĕ:
28. Ӗнтӗ Ман Ывӑлӑм Христос Хӑй ҫумӗнчисемпе пӗрле курӑнӗ, сыхланса юлнисем вара тӑватҫӗр ҫул савӑнса пурӑнӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сӑваплӑ тумтир тӑхӑннӑ священниксем ӗнтӗ, ҫӗре ӳксе, пире ҫак виҫесӗр инкекре пулӑшсамччӗ, вӑйпах кӗрекен ҫынна тытса чарсамччӗ тесе аслӑ Турра кӗлтунӑ; Турӑ Ҫурчӗ тулли уласа йӗни, куҫҫулӗпе макӑрни илтӗнсе тӑнӑ; хулара юлнисем, халиччен пулманни пулнӑ тесе, пӑлханса чупса ҫитнӗ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тепӗрисем, ҫиччӗмӗш куна вӑрттӑн та пулин уявлас тесе, ҫывӑхри ту хушӑкӗсене тара-тара пытаннӑ, анчах Филипп тӗллесе янипе вӗсене тытса ҫунтарса янӑ, мӗншӗн тесессӗн тарса юлнисем, шӑматкун тасалӑхне хисеплесе, ҫав кун хӳтӗленмен те.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗр ҫитмӗл тӑваттӑмӗш ҫулта Антиох хӑйсен ашшӗсен ҫӗрне пырса кӗнӗ те, ун патне пӗтӗм ҫар пухӑннӑ, ҫапла вара Трифонпа пӗрле юлнисем нумаях пулман.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ӗнтӗ Ионафанпа унӑн ҫыннисем пытанса тӑнӑ ҫӗртен сиксе тухнӑ та вӗсене тапӑннӑ, нумайӑшне пӗтерсе тӑкнӑ, чӗрӗ юлнисем сӑрт ҫине тарса кайнӑ; Ионафан ҫыннисем вара вӗсен мӗнпур пурлӑхне пуҫтарса илнӗ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ют халӑх ҫыннисенчен чӗрӗ юлнисем Лисий патне пынӑ та мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.26. Уцелевшие же из иноплеменников пришли к Лисию и возвестили о всем случившемся.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ҫапла вӗсем ҫар чухлех пуҫтарӑннӑ та питех те ҫилленсе-тарӑхса ҫитнӗскерсем йӗркерен тухнӑ, саккунран хӑпнӑ ҫынсене пӗтерсе ҫӳренӗ; чӗрӗ юлнисем, ҫӑлӑнса юлас тесе, суя тӗнлисем патне тарнӑ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫапла вара чи малтан тытӑнса, ытти халӑхсем тунӑ пек, Иудея ҫыннисем те, Иерусалимра юлнисем те тунӑ пек, патша хушнине ту, вара ху та, санӑн пур тӑвану та патша тусӗсен шутӗнче пулӑр, хӑвна та, ывӑлусене те ылтӑн, кӗмӗл тата нумай-нумай парне парса чыс тӑвӗҫ, тенӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кайран вара Иерусалима хирӗҫ тӑнӑ халӑхсенчен чӗрӗ юлнисем пурте ҫултан-ҫулах Патшана, Саваоф Ҫӳлхуҫана, пуҫҫапма тата хӳшӗ уявне уявлама килсе ҫӳрӗҫ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ пур! тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри: Моав Содом пекех пулӗ, Аммон ывӑлӗсене те, Гоморра пек, вӗлтӗрен пусӗ, вӗсем тӑвар лакӑмӗ пулӗҫ, ӗмӗрлӗхе пушхир пулса юлӗҫ; Манӑн йӑлкӑм вӗсене тупӑш вырӑнне илӗ, Манӑн ҫыннӑмсенчен чӗрӗ юлнисем вӗсене хӑйсен аллинче тытса тӑма пуҫлӗҫ.
Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсем хушшинче чӗрӗ юлнисем тусем ҫине тарӗҫ, унта вӗсем айлӑм кӑвакарчӑнӗсем пек пулӗҫ; вӗсем пурте йынӑшӗҫ, кашнийӗ хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗшӗн ахлатӗ.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Аякрисем мур чирӗпе вилӗҫ; ҫывӑхрисем хӗҫрен пӗтӗҫ; чӗрӗ юлнисем, хӑтӑлса юлнисем, выҫӑпа касӑхса вилӗҫ; Хамӑн ҫиллӗме вӗсене ҫапла кӑтартӑп.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑтӑлса юлнисем, хӑйсене халӑхсем хушшине тыткӑна илсе кайсассӑн, Эпӗ вӗсенӗн Манран уйрӑлнӑ аскӑн чӗрисене тата йӗрӗхсем хыҫҫӑн асса ҫӳренӗ куҫӗсене касӑлтарсассӑн, Мана аса илӗҫ; вӗсем хӑйсен ирсӗрлӗхӗсемпе туса тултарнӑ усал ӗҫӗсемшӗн хӑйсенчен хӑйсем йӗрӗнӗҫ, 10. вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ; вӗсем ҫине ҫакӑн пек хӗн-асап яратӑп тесе ахаль каламарӑм, тесе калать те.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Айлӑмрисем, чӗрӗ юлнисем, хӑҫанччен хӑвӑра хӑвӑр суранлатӑр эсир?Вы, уцелевшие в долине, сколько ещё будете наносить себе раны?
Иер 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Халӑхсенчен сыхланса юлнисем, пурте пухӑнӑр та килӗр, ҫывӑхарӑр.20. Соберитесь и придите, приблизьтесь все, уцелевшие из народов.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ӗнтӗ Иуда килӗнче сыхланса юлнӑ йӑлкӑм каллех ҫӗрелле тымар ярӗ те ҫӳлте ҫимӗҫ кӳрӗ: 32. Иерусалимран йӑлкӑм тухӗ, Сион тӑвӗ ҫинче ҫӑлӑнса юлнисем пулӗҫ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗри хӑратнипе пинӗшӗ тарӗ; пиллӗкӗн хӑратнипе тарсассӑн вара эсир, ҫӑлӑнса юлнисем, ту тӑрринчи патак пек, сӑрт тӑрринчи ялав пек тӑрса юлатӑр.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Халӗ вара Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тепӗр виҫӗ ҫултан, — ҫулӗсене тара кӗрӗшнӗ ҫын пек шутласассӑн, — Моавӑн аслӑлӑхӗ мӗнпур шутсӑр йышлӑ халӑхӗпе пӗрле намӑса тӑрса юлӗ, чӗрӗ юлнисем питӗ сахал пулӗҫ, тет.
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Димон шывӗсем юнпа тулнӑ, Эпӗ вара Димон ҫине ҫӗнӗ инкек — Моавран тарса ӳкнисем тӗлне, ҫак ҫӗршывра чӗрӗ юлнисем тӗлне арӑслан — ярӑп.
Ис 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: Израиль йӑлкӑмӗ тата Иаков килӗнчен ҫӑлӑнса юлнисем ӗнтӗ хӑйсене аркатса тӑкнӑскере шанма пӑрахӗҫ, вӗсем пӗтӗм таса чунран Ҫӳлхуҫана ҫеҫ, Израилӗн Святойне ҫеҫ, шанса тӑрӗҫ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.