Шырав
Шырав ĕçĕ:
36. Чӗрӗ юлнисем пӗлӗҫ вара: Ҫӳлхуҫаран хӑраса пурӑннинчен ырри нимӗн те ҫук, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене тӑнлассинчен тутлӑраххи нимӗн те ҫук.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсенӗн пӗр арҫыннине те чӗрӗ хӑварма юрамасть, ун пек туни ӑссӑрлӑх ҫеҫ, мӗншӗн тесессӗн чӗрӗ юлнисем хӑйсен чеелӗхӗпе пӗтӗм ҫӗре ҫӗнтерме пултараҫҫӗ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем мана каларӗҫ: тыткӑнра пулса чӗрӗ юлнисем унта, хӑйсен ҫӗршывӗнче, хӗн-асап курса, мӗскӗн пурӑнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ; Иерусалим хӳмине аркатса тӑкнӑ, хапхисене вутпа ҫунтарса янӑ, терӗҫ.
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ӗнтӗ Иуда килӗнче сыхланса юлни, хӑтӑлса юлни каллех ҫӗрелле тымар ярӗ те ҫӳлте ҫимӗҫ кӳрӗ: 31. Иерусалимри йӑлкӑм ҫӗнӗрен хунавланӗ, Сион тӑвӗ ҫинче ҫӑлӑнса юлнисем пулӗҫ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тепӗр кунне Саул халӑха виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ, вара вӗсем ирхи хурал вӑхӑтӗнче аммонсен тапӑрне кӗрсе кайнӑ та кӑнтӑрлахи шӑрӑх ҫитиччен вӗсене пӗтӗмпех аркатса тӑкнӑ; чӗрӗ юлнисем саланса пӗтнӗ, ӗнтӗ иккӗн пыракан та юлман.
1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапӑҫнӑ вара филистимсем, Израиль ҫыннисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, чӗрӗ юлнисем кашнийӗ хӑйӗн чатӑрне тарса пытаннӑ, вӗсем ҫав тери пысӑк ҫухату тӳснӗ, Израиль ҫыннисенчен вӑтӑр пин ҫуран ҫын пӗтнӗ.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. [Чӗрӗ юлнисем,] ултҫӗр ҫын, пушхире, Риммон ту хысакӗ патне, тарса кайнӑ, ҫавӑнта, Риммон чул ту хушӑкӗнче, тӑватӑ уйӑх пытанса пурӑннӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. [Чӗрӗ юлнисем] каялла ҫаврӑннӑ та пушхирелле, Риммон ту хысакӗ патнелле, чупнӑ, [израильсем] вӗсене ҫул тӑрӑх хӑваласа тата пилӗк пин ҫынна пӗтернӗ; вӗсене Гидома ҫити хӑваланӑ, вӗсенчен тата икӗ пин ҫынна вӗлернӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Галаад ҫыннисем Ефрем ывӑлӗсенчен Иордан урлӑ каҫмалли шыв каҫҫине туртса илнӗ, Ефрем йӑхӗнчен чӗрӗ юлнисем кам та пулин «Мана тепӗр енне каҫма ирӗк парсамӑр» тесен, Галаад ҫыннисем унран: эсӗ Ефрем ҫынни мар-и? тесе ыйтнӑ.
Тӳре 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Зевейпе Салман ӗнтӗ Каркор теекен вырӑна тарнӑ, вӗсемпе пӗрле пӗр вунпилӗк пинлӗ ҫар, тухӑҫ ҫыннисен ҫарӗнчен чӗрӗ юлнисем, пулнӑ; хӗҫне кӑларнӑ ҫынсенчен ҫавӑн чухне ҫӗр ҫирӗм пин ҫын пӗтнӗ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иисуспа Израиль ывӑлӗсем ҫапла хӑйсен тӑшманӗсене вирлӗн ҫӗмӗрсе тӑксассӑн, вӗсенчен чӗрӗ юлнисем тӗреклӗлетнӗ хуласене тарса кайсассӑн, 21. пӗтӗм халӑх, лӑпланса, Иисус патне тапӑра Макед хулине таврӑннӑ, Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ ҫӑвар уҫакан та пулман.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑвӑн ӑшӑнта: «ку халӑхсем манран йышлӑрах; манӑн вӗсене мӗнле хуса яраяс-ха?» тесе 18. вӗсенчен хӑраса ан тӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, фараона, пӗтӗм Египета мӗн тунине, 19. ху куҫупа курнӑ хӑрушла сӑнакан йывӑрлӑхсене те, [аслӑ] паллӑсемпе кӗтретсене те, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ҫӑлса тухнӑ чухне кӑтартнӑ хӑватлӑ аллипе ҫӳлти вӑйне те астуса ил; Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, хӑвна хӑратса тӑракан халӑхсене пурне те ҫаплах тӑвӗ; 20. санӑн куҫунтан пытанса юлнисем вилсе пӗтичченех Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсем ҫине сӑвӑслан ярса тӑрӗ; 21. вӗсенчен ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ, хӑвӑн хутлӑхунтах.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 51. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: Иордан урлӑ каҫса Ханаан ҫӗрне ҫитсессӗн, 52. унти пур халӑха та хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярӑр, вӗсем тунӑ мӗнпур йӗрӗхе — ӳкерсе тунисене, шӑратса тунисене — пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе тухӑр, вӗсенӗн тӳпем вырӑнӗсене те аркатса тӑкӑр; 53. ҫӗрӗсене туртса илӗр те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫӑр, Эпӗ ку ҫӗре сире еткерлӗхе паратӑп; 54. еткерлӗх ҫӗре шӑпа тӑрӑх йӑхсерен валеҫсе парӑр: нумай йышлине нумайрах ҫӗр парӑр, сахал йышлине сахалрах парӑр; кама ӑҫта шӑпа тухать, унӑн еткер ҫӗрӗ ҫавӑнта пулать; еткерлӗх ҫӗре аҫӑрсен йӑхӗсем тӑрӑх илӗр; 55. ҫавӑнта пурӑнакансене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ямасассӑн, вӗсем, унта юлнисем, сирӗн куҫӑрсене тӑрӑнӗҫ, сире аякӑрсенчен чикӗҫ, сире хӑвӑр пурӑнакан ҫӗрте хӗстерме пуҫлӗҫ, 56. ун чухне Эпӗ вӗсене мӗн кӑтартма шутланине сире кӑтартӑп, тенӗ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.