Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

экспедицине (тĕпĕ: экспедици) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Экспедицине хатӗрленме ҫав кунах пуҫларӗҫ.

Приготовления к экспедиции начались в тот же день.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кун хыҫҫӑн Веспуччи, 1502-мӗш ҫулхине, хӑйӗн виҫҫӗмӗш экспедицине тухса кайсан, тата та кӑнтӑрарах аннӑ.

Затем Веспуччи, в 1502 году, во время третьей своей экспедиции, спустился ещё южней.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Пирӗн экспедицине хутшӑнас теместӗр-и? — тесе ыйтрӗ Элен.

— Не хотите ли присоединиться к нашей экспедиции? — предложила Элен.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫ пулса вунпӗр сехет ҫитсен, экспедицине каякансем пурте яхтӑн борчӗ ҫине пуҫтарӑнчӗҫ.

В одиннадцать часов вечера все участники экспедиции собрались на борту яхты.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӗнтӗ тӳррипех каламалла, ӑна экспедицине кайма пӑрахтарас текеннисенчен те нумайӑшӗ уншӑн пӗтӗм чӗререн хавхаланаҫҫӗ.

Впрочем, многие из тех, кто пытался отговорить его от экспедиции, в душе восхищались им.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван ҫав кунхинех Джон Мангльса телеграмма пачӗ: Дункана вӑл Глазгона илсе каясси ҫинчен пӗлтерчӗ, Кӑнтӑр енчи тинӗссене нумай вӑхӑта тӑсӑлакан экспедицине каятпӑр терӗ, ҫавӑнпа та мӗн-мӗн кирлисене нумай хатӗрлеме хушрӗ, мӗншӗн тесен: ку экспедиципе пӗтӗм тӗнче тавра та ҫавӑрӑнмалла пулӗ.

В тот же день Гленарван телеграфно приказал Джону Мангльсу привести «Дункан» в Глазго и сделать все необходимые приготовления для длительной экспедиции в южные моря, которая могла превратиться в кругосветное плавание.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Калас пулать, Грант капитана ҫӑлас майпа хӑйӗн экспедицине организацилес шухӑш ӑна Лондонрах килсе кӗчӗ.

Надо сказать, что мысль — самостоятельно организовать экспедицию для спасения капитана Гранта — пришла ему в голову ещё в Лондоне.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапла вара, ҫак шухӑш ҫинче чарӑнса, вӑл хӑйне хаҫат экспедицине илсе кайма хушрӗ; лавӑҫа ҫул тӑршшӗпех «хӑвӑртрах, путсӗр! хӑвӑртрах, мошенник!» тесе чӑмӑрӗпе ҫурӑмран хӗнесе пычӗ.

Итак он, решив на этом, велел извозчику ехать в газетную экспедицию, и во всю дорогу не переставал его тузить кулаком в спину, приговаривая: «скорей, подлец! скорей, мошенник!»

II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

Вӑл тӳрех хаҫат экспедицине кайса, сӑмсана хирӗҫ пулакан кашни ҫынах ӑна тытса ҫав минутрах хӑй патне ҫитертӗр е ҫийӗнчех вӑл ӑҫта пулнине пӗлтерме пултартӑр тесе, сӑмсан паха енӗсене кӑтартса пӗлтерӳ пичетлесе кӑларма шутларӗ.

Он решился отнестись прямо в газетную экспедицию и заблаговременно сделать публикацию с обстоятельным описанием всех качеств, дабы всякий, встретивший его, мог в ту же минуту его представить к нему или по крайней мере дать знать о месте пребывания.

II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

Хӑшӗсем утсем ҫине утланнӑ, хӑшӗсем лашисене ҫавӑтнӑ, теприсем Подтелкова тата ӗлӗк унпа пӗр батарейӑра службӑра пулнӑ подъесаул Спиридонова — халӗ Подтелков экспедицине тытма йӗркеленӗ отряда ертсе пыраканскерне — йӗри-тавра хупӑрласа илнӗ те ҫуран ҫывхарса килеҫҫӗ.

Некоторые ехали верхом, другие вели лошадей в поводу, остальные шли просто пешком, напирая на Подтелкова и подъесаула Спиридонова — бывшего сослуживца его по батарее, теперь возглавлявшего сборный отряд по поимке подтелковской экспедиции.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗл ҫитиччен вӑл Алтай ҫеҫенхирӗсем тӑрӑх ҫӳрерӗ, Колчакӑн темиҫе карателле экспедицине аркатса тӑкнӑ ҫапӑҫусенче кӗрешрӗ, хӗле кӗрсен вара, Хӗрле Ҫар килсе ҫитсен, килне таврӑнчӗ.

До зимы он носился по алтайским степям, участвовал в разгроме нескольких карательных экспедиций Колчака, а зимой, когда подошли части Красной Армии, вернулся домой.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Апла вӑл Володьӑна пачах ӗненми пулать, нимӗнле ҫӗр айӗнчи экспедицине те пымасть.

Тот окончательно перестанет ему верить и ни в какие подземные походы с ним не пойдет.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эсӗ Татаринов капитанӑн экспедицине тупрӑн — мӗн ӗмӗтленни ҫитет ҫав, хӑш чухне ача халлапӗ пек кӑна туйӑнаканни те пурнӑҫра тӗрӗсе килсе тухать.

Ты нашёл экспедицию капитана Татаринова — мечты исполняются, и часто оказывается реальностью то, что в воображении представлялось наивной сказкой.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ экспедицине тупни ҫинчен вӑл Мускав хаҫачӗсем ҫинче пичетленнӗ ТАСС телеграммисем тӑрӑх пӗлетчӗ ӗнтӗ.

О том, что я нашёл экспедицию, она узнала из телеграммы ТАСС, появившейся в центральных газетах.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑнтан эпӗ Татаринов капитан экспедицине мӗнле тупни ҫинчен калакан сыпӑкне ҫеҫ кӗртсе хӑварам.

Приведу из него лишь те места, в которых говорится о том, как была открыта стоянка.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, мӗн пӗлмеллине пӗтӗмпех пӗлсе ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, калаҫҫӗ вӗт-ха пӗр паллӑ ҫын Дюмон-Дюрвиль хӑй ача чухнех Лаперуза экспедицине ӑҫта шыраса тупассине тӗлӗнмелле тӗрӗс кӑтартнӑ теҫҫӗ, манӑн пӗлсе ҫитни уннинчен те нумайрахчӗ.

В сущности говоря, у меня было очень много данных — гораздо больше, чем, например, у известного Дюмон-Дюрвиля, который ещё мальчиком с поразительной точностью указал, где он найдёт экспедицию Лаперуза.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татаринов капитанӑн экспедицине епле майпа тупни ҫинчен калас пулсан, тепӗр кӗнеке те ҫырма тивет.

Пришлось бы написать ещё одну книгу, чтобы подробно рассказать о том, как была найдена экспедиция капитана Татаринова.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хулари музейре «Св. Мария» экспедицине чысласа хӑйне пӗр пӳлӗм панӑччӗ, паллӑ экспонатсем хушшинче хамшӑн интерӗслӗ ҫӗнӗ япала куртӑм эпӗ, вӑл Седов тусӗн П. художникӑн асилӗвӗччӗ, унта Флор сӑмахӗсенче Климов штурмана епле тупни ҫинчен каланӑччӗ.

В местном музее экспедиции «Св. Марии» был посвящён целый отдел, и среди знакомых экспонатов я нашёл интересные, новые для меня воспоминания художника П., друга Седова, о том, как штурман Климов был найден на мысе Флора.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Экспедицине чаракан ҫынна кайран инҫете ӑсатнӑ та, унта вилнӗ вӑл.

этот человек, который остановил экспедицию, был впоследствии сослан и умер.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ санӑн пархатарлӑ ӗмӗтӳ ҫинчен каласшӑн-ха, хӑвӑн ҫамрӑк ҫулусене ӑшӑтса ӳстернӗ ӗмӗтӳ ҫинчен, Татаринов капитанӑн экспедицине тупма ӗмӗтленни ҫинчен каласшӑн.

Я хочу сказать о твоей благородной мечте найти экспедицию капитана Татаринова, — мечте, согревшей твои молодые годы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех