Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыррӑнах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑш-чикӗме кӗрсе тухма пултарайман Анфиса Ксенофонтовна ыррӑнах калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӗсем пӗр-пӗрне ыррӑнах сывлӑх сунчӗҫ, тахҫанхи пӗлӗшсем пек, ал тытрӗҫ-ха тата.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та хӑй Хусанта хан пулнӑ ҫынпа ыррӑнах уйрӑласшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑрласа мар, ыррӑнах илсе килетпӗр, Петр Семенович!

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Бригадир, ку шӳт тумасть-и тесе, ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ, анчах, леш пӗр кулмасӑр каланине кура, ыррӑнах тавӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпир карап ҫине ҫӗнӗрен темиҫе матроса илтӗмӗр те, Бристоле ыррӑнах ҫитрӗмӗр.

Взяв к себе на корабль несколько новых матросов, мы прибыли благополучно в Бристоль.

XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Хам та пӗлместӗп, пурте ыррӑнах пынӑ пулсан, тем тунӑ пулӑттӑм.

Не знаю, как бы я поступил, если бы все шло благополучно.

III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Шанатӑп, — тесе хучӗ Элен, — ҫав хастарлӑ ҫынсем хӑйсен кӑнтӑр енчи тусӗсем патне ыррӑнах тавӑрӑнчӗҫ пуль тетӗп?

— Надеюсь, эти мужественные люди благополучно вернулись к своим друзьям на юге? — спросила Элен.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫакӑнтан иртсен отряд пӗр шурлӑх вырӑна ҫакланчӗ, юрать-ха мулсен туйӑм-сисӗмӗсем ҫителӗклӗ, атту пулсан, пит ыррӑнах тухса каяс та ҫукчӗ.

Позже отряд попал в болото и благополучно выбрался из него только благодаря инстинкту мулов.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ыррӑнах туслашса ҫитрӗ пӗчӗк повар куб вӗретекен хура куҫлӑ ҫынпа.

По-хорошему сдружился поваренок с черноглазым кубовщиком.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тен, ыррӑнах иртсе кайӗ-ха.

Может, оно обойдется добром.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петрона вӑл ыррӑнах кӗтсе илчӗ, сӗтел хушшине лартрӗ, ашшӗ Петро ҫуни ҫинчен айккисем пасарнӑ, утӑ ванчӑкӗ ларса тулнӑ кӑкшӑма ҫӗклесе кӗрсен, сарӑрах хӗрлӗ мӑйӑхӗ айӗпе кулса илчӗ.

Он встретил Петра по-хорошему, усадил его за стол, улыбнулся в рыжеватые усы, когда отец его принес из Петровых саней, запушенных инеем, осыпанный сенной трухой кувшин.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вара вӗсенчен ыррӑнах хӑпаймӑн.

А слезут, так потом с ними и не расцобекаешься!

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑнпа та акӑ эпир ҫапла шутласа хутӑмӑр: сирӗнпе ыррӑнах татӑлас терӗмӗр…

Вот мы и порешили — с вами добром…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакна Челкаш каларӗ пулин те, Гаврилӑна ҫапах та ҫын сассине илтни ыррӑнах туйӑнчӗ.

Гавриле все-таки было приятно слышать человеческий голос, хоть это и говорил Челкаш.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Манӑн сӑнӑм-пуҫӑм ытлашши ыррӑнах курӑнмарӗ, ахӑр, вӑл куҫӗсене, хӑранӑ чухнехилле мӑчлаттарса, тухса кайрӗ.

Должно быть, у меня был не особенно приветливый вид, потому что он испуганно заморгал и вышел.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех