Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗҫех ял курӑнса кайрӗ, — вӗллесем евӗрлӗ, конус хӑмӑш тӑрӑллӑ хуралтӑсем икӗ рет, пӗр-пӗринпе шӗвӗр вӗҫлӗ тӗкмесемпе тӗршӗнсе чикӗленнӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Чӗрӗ какайпа лашан хӗрлемес ҫилхине кӑштах касса илсе хӗрлӗ темиҫе савӑл тӑвӑр; вӗсен шӗвӗр вӗҫӗсем хӑш еннелле тӑсӑлса выртни пирки ытлах кулянмалла мар; ҫак ҫыхланчӑка аялтан урлӑ хушӑк хӑварса касӑр, ҫиеле вара хӑрӑк икӗ мӑйӑр чиксе хурӑр, — акӑ вӑл: Гро физиономийӗн евӗрлӗхӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫак хӗрарӑм ҫинче бриллиантсем тӗм ҫинчи хурлӑхан евӗр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, шӗвӗр ҫара чавси вара аякра пулин те пилӗкӗмрен чышӑннӑн туйӑнать.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл шӗвӗр ҫулҫӑ ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, анчах унӑн тарӑн шухӑшлӑ сасси ҫав тери тӗлӗнтернӗрен нимӗн те чӗнмерӗм.Он показал острый листок, но я был очень удивлен его глубокомысленным тоном и ничего не сказал.
XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Вӑл-и? — инвалид Молли еннелле шӗвӗр пӳрнипе тӗллерӗ, хӑй Арколь ҫине пӑхать.— Она? — сказал инвалид Арколь, устремляя указательный палец в грудь девушке.
X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫыран хӗрринчи ҫынсен ушкӑнӗнчен шӗвӗр питлӗ тӑсланкӑ ҫын тухрӗ, аллине сулса кӑшкӑрчӗ:От группы людей на берегу отделился долговязый человек с узким лицом; он, помахав рукой, крикнул:
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эпӗ Сигнал Хирӗнчи пӗр матроса пӗлеттӗм: шыҫмак питлӗччӗ, куҫӗсем шӗвӗр виҫ кӗтеслӗх евӗрччӗ, нихӑҫан та кулмастчӗ, ҫӗҫҫинчен уйрӑлмастчӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Маччана шӗвӗр тӑрӑллӑ эрешсемпе капӑрлатнӑ; маччари савӑл евӗрлӗ путӑксен варринче йӑлтӑртатакан лампӑсем хӗрлӗ пӑхӑр харшасенче.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пур енчен те шӗвӗр хупписемпе йӑлтӑртатса, куҫӗсене ҫиҫтерсе фантастикӑлла капаш-ӗренкесем ише-ише улӑхаҫҫӗ те — айӑмра каллех пута-пута анаҫҫӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пуйӑса ӗлкӗрейменренех «Стим» ҫине кая юлнӑ; ку пӑрахут — пӗр-пӗрин ҫине хӑйсен шӗвӗр вӗҫӗсемпе пӑхса тӑракан икӗ ҫур утрав ҫыранӗсем патне кун тӑршшӗне пӗрре ҫитсе ҫаврӑнакан пӗртен пӗр карап; «Стим» тӑваттӑра тухать, лагунӑсен хушшинче ҫаврӑнкаласа ҫӳрет те ирхине таврӑнать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Урапа сассине илтсе хапха умне ыйхӑллӑ утарҫӑ тухрӗ, вӑл хӑй пӑхма вӑрах та ҫыр сухаллӑ мужик, лаптак кӑкӑрлӑ, тӳмисене вӗҫертсе янӑ ситца кӗпи ҫухи айӗнчен шӗвӗр хулпуҫҫисем мӑкӑртса тӑраҫҫӗ.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тулта никам та курӑнмасть — Блюм садри сукмакпа утать; йӗри-тавра — ҫӳллӗ вулӑсен шурӑ тӗсӗ саланнӑ ырӑ шӑршӑллӑ сулхӑн; шупка кӗрен, шутсӑр йышлӑ венчиксен тарӑнӑшӗнчи чӗрӗ юр мӗльюн-мӗльюн хурт-кӑпшанкӑна сӗрлет-нӑйӑлтатать-мӑйлать-ҫатӑртатать; шӗвӗр вӗҫлӗ, йӗплӗ, ҫавра, сапака евӗрлӗ чӗнтӗрлӗ ҫулҫӑсен ярӑмӗсем пуҫ ҫийӗн тата малта вӑрттӑн ҫутӑ ӗнтрӗкӗн эрешӗсем пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; сукмак вӗҫӗнче, карта леш енче, чул куписен хушшинче сӑртсем ҫинелле — Суаналла — чупакан чуллӑ ҫул каҫхи тусанра йӑлтӑртатса шуранкаланнӑ.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Юхан шыв варринче ҫӳлелле самаях тӑртанса шӗвӗр кӗтеслӗ чул катрамӗ выртать, — ҫапкаланчӑка курӑнакан енӗ ятарласа якатнӑн тип-тикӗс, шӑйрӑк-кӑтрашкасӑр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
Сӑнӗ сивлек, аял янах шӑмми тухса тӑрать, — ӑна ҫӑра, хура шӗвӗр сухалӗ ҫавӑрса илнӗ; путса кӗнӗ куҫӗсем канӑҫсӑррӑн йӑлкӑшаҫҫӗ, мӑйӑхне ҫӳлелле пӗтӗрнӗ, мӗн пур хусканӑвӗ ташлать пек.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.
Вӗсен ытларах лумӑн шӗвӗр вӗҫӗпе ӗҫлеме тивет; ларса, мӗншӗн тесен траншея лутра, е чӗркуҫленсе.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Давенант камерине тӗрме пуҫлӑхӗ темиҫе хут кӗрсе тухрӗ: кӑвак ҫӳҫлӗ, шӗвӗр сӑн-питлӗ сивлек этем.Несколько раз в камеру Давенанта являлся начальник тюрьмы, мрачный седой человек с острым лицом.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Гонзак — шӗвӗр питлӗ, кӑвак куҫлӑ, мӑн кӑмӑллӑ хӗрлемес каччӑ — Давенанта тӳрех килӗшмерӗ, Тортонра килӗшекен сӗм пур пек, лешӗ, чӑн та, ҫӗнӗ ҫынна сӑпайсӑррӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, илтмест е илтмӗше перет:
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Экипажран икӗ хӗр тухрӗ, вӗсемпе пӗрле — кӑштах аптӑравлӑ сӑнлӑ, ҫивӗч куҫлӑ, шӗвӗр сӑмсаллӑ майра.Из экипажа вышли две девушки в сопровождении остроносой и остроглазой дамы, имевшей растерянный вид.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шӗвӗр пичӗ ҫинче тӗксӗм бакӗсем тӑнлав патӗнчен янахне ҫитиех анаҫҫӗ.Темные баки на его остром лице спускались от висков к подбородку.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пат пуснӑ каллех сарлака ҫамкине шӗвӗр пӳрнипе.
Ӑслӑ-пуҫлӑ-тӑнлӑ ҫын… // Н. Маяк. «Капкӑн», 1933, 1№, 13 с.