Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӗвӗр сăмах пирĕн базăра пур.
шӗвӗр (тĕпĕ: шӗвӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Антун, ашшӗ сӑмахӗсене тавҫӑраймасӑр, ун куҫӗнчен пӑхрӗ, ҫуланса-хуралса пӗтнӗ карттусне кӑштах ҫӗклесе, шӗвӗр пӳрнипе кукшине кӑтӑртаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Чарусӑр тиексем, ӗмӗтсӗр тиексем хӑтланаҫҫӗ кӑна, — терӗ Шигалей шӗвӗр сухалне лӑс-лӑс силлесе.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чим-ха, Ҫимун Иванчӑ, — тем аса илсе ун ҫине шӗвӗр пӳрнипе тӗллерӗ Шигалей.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑл, ачасем хӑтланнӑ пек, куҫне хупрӗ, икӗ шӗвӗр пӳрнине хире-хирӗҫ илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Княҫсем пекех, мӑрсасем те юри тепӗр май ҫаврӑнса тӑчӗҫ, ӗмӗр курман евӗр, куҫӗсемпе кремль ҫурчӗсем ҫине, Сююнбике ячӗпе туса лартнӑ шӗвӗр юпа пек хӑпаракан ҫурт-башня ҫине тинкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫип-ҫинҫе те тем ҫӳллӗш минаретсем, кремльти шӗвӗр вӗҫлӗ башньӑсем, айккинчи тӗссӗр хуралтӑсем пӗтӗмпех вӑрҫӑ валли тунӑ ҫуртсем пек туйӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тулта йӗпе юр ҫӑвать пулин те элчӗ аркине тата ҫанӑ вӗҫӗсене пурҫӑн ҫиппе эрешленӗ ҫӗнӗ кӗрӗк тӑхӑннӑ, пуҫӗнче унӑн шӗвӗр вӗҫлӗ сӑсар ҫӗлӗк.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑвак теннискӑпа, шӗвӗр вӗҫлӗ хура брюкипе.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Курпун та шӗвӗр сӑмси хытанка, тути ҫемҫе.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Мӗн унта пӗр сыпӑк ытлашши, пӗрре ҫитменни, — шӗвӗр пӳрнине тӑратсах калаҫма пуҫларӗ Ваҫлей.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Пичӗ-куҫӗ пӗчӗк, сӑмсипе янаххи чӗрӗпӗнни пек шӗвӗр.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Вӑл йӑлтах ҫӗнӗ тумпа: балсене каймалли хура пан-бархат платйӗ, шӗвӗр кӗлеллӗ хуп-хура туфли тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Сӑмса умӗнче сенӗк вӗҫӗ пек шӗвӗр ҫурла вылять, старикӗн куҫӗсем кикен тымарри ҫинӗ чухнехи пек алчӑраса кайнӑ, тути хӗррисем кӑпӑкланнӑ, сив чир ернӗ чухнехи пек чӗтреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Эпӗ килӗшменнине кура, Митя сиксе тӑчӗ те шӗвӗр грифелепе мана ҫурӑмран тӑрӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуринчен ытла эсӗ, пӗчӗкки, ан пакӑлтатса ҫӳре, — шӗвӗр пӳрнипе юнарӗ мана кукаҫи.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл мана питӗ кӑмӑла каймарӗ: лапка питлӗ, сӑхӑ куҫлӑ ҫын, сӑмси шӗвӗр, ҫӳхе тутипе кулкаласа калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Урам енчи чӳречерен ирхи шуҫӑмӑн кӗрен ҫути кӗнӗ, Мӗтрийӗн хӗрлӗрех шӗвӗр сухалӗпе ырхан пичӗ ҫине ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Упӑшки якатса хунӑ шӗвӗр вӗҫлӗ хитре туяна вӑта ҫӗртен тытнӑ та Укка куракан ҫук-ха тесе ӑна утнӑ май ҫамрӑк ҫынла сулкаласа пырать.

Неся на весу красивую остроконечную трость, которую, конечно же, смастерил Михабар, Укка ступает легко и споро, будто девушка.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Йыттисем пӑр ҫинче шӑва-шӑва ӳкме хӑтланса Ухтивана хавассӑн вӗрсе ӑсатаҫҫӗ, ачасем йӗкӗтӗн атти ҫине ӑмсанса пӑхса юлаҫҫӗ, ваттисем сӑнӗпе шӗвӗр ҫӗлӗкӗнчен йӗкӗт чӑваш иккенне палласа вӑл кам таврашне пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ.

собаки незлобиво облаяли вслед Ухтивана, а ребята с завистью уставились на его кожаные сапоги. Старики по островерхой шапке определили: в их село пожаловал чуваш, но кто он — пока не признают.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара малтанах хатӗрлесе хунӑ шӗвӗр вӗҫлӗ шӑчӑ илсе кӗчӗ те мӑйӑр хутаҫҫине курӑнман айккинчен так! тӗкрӗ.

и быстро сбегала во двор за спрятанным в углу остроконечным шестом.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех