Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӗвӗр сăмах пирĕн базăра пур.
шӗвӗр (тĕпĕ: шӗвӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам патне те пулин кӗрсе вӗри яшка сыпсан пӑсмастчӗ те вӗт, леш шӗвӗр шырама тухӗ.

Сейчас не мешало бы зайти к кому-нибудь да похлебать горячего супчика, но вдруг эта крыса позовет его?

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шӗвӗр!

Остряк!

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лӗхтинкка ывалӗ шӗвӗр тӑрӑллӑ ҫӗлӗкпе, ҫӑпатапа.

Одет сын Лехтинки был небогато: островерхая войлочная шляпа, лапти.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑвашсен ырхан сыснисем, пӑшатан пек, юшкӑн ӑшне шӑтара-шӑтара кӗрсе выртнӑ та нӗрхлетсе шӗвӗр сӑмсисене тӑратса выртаҫҫӗ.

Длиннорылые и тощие свиньи роются острыми, как шило, носами в жидкой грязи, улегшись в ней.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫыран хӗррине шалҫа пек шӗвӗр ҫуйӑн пулӑ тухса выртать.

И вот на берег шлепается первая рыбина — острый, как колышек, сом.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Някуҫ старик шап-шурӑ ҫӳҫлӗ, пӗчӗк шӗвӗр сухаллӑ.

Старик Нягусь — беловолосый, с остренькой бородкой.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл сысна ҫуринни пек шӗвӗр сӑмсине каҫӑртса вӗлле ҫине пӑха-пӑха илет, шӑршлакаласа ҫӳллӗ курӑка чӑштӑртаттарать.

Вот он поднял кверху похожий на свиной пятачок нос, принюхался и зашуршал в высокую траву.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗчӗк шӗвӗр сухалсем, ҫара ура, ҫичӗ пушӑт ҫӑпати, вӑрӑм шур пир кӗпе…

Торчат маленькие острые бороденки, босые исхудалые ноги, лыковые лапти, долгополые посконные рубахи…

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шӗвӗр ухӑ йӗппи никама та тиркемест иккен, вӑл вырӑс ӳтне те, тутарпа чӑваш е ҫармӑспа ирҫе ӳтне те ҫынна вӗлермеллех пырса тӑрӑнма пултарать.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗншӗн тесен шӗвӗр пӗренесенчен тунӑ хӳме хыҫӗнчен пысӑк тарӑн шӑтӑк чавнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Шӗвӗр пӳрнесене ҫӗр ӑшне чик те пуҫхӗрлӗ тӑр.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аспар ҫыран хӗрне ҫитсен аслашшӗ шӗвӗр патакпа хӑйӑр ҫинче тем ӳкернине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пуклак пуҫлӑ ботинкипе танлаштарсан, шӗвӗр сӑмсаллӑскер пит ҫӑмӑлттайла туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пӑхма хӳхӗм те, шӗвӗр сӑмсаллӑ — ял кулли ан пултӑр, — тӑхӑнса пӑхрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урам тепӗр енӗпе, пӗр хутлӑ йывӑҫ ҫуртсем хӳттипе, шӗвӗр сухаллӑ хыткан чӑваш иртсе пырать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем ҫуллахи каҫсенче чӗвӗл чӗкеҫсем шӗвӗр ҫуначӗсемпе шыв тӗкӗрне тӗкӗнесле ярӑнса ҫӳренине аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Уҫӑ ҫамка айӗн уйрӑмах палӑракан хура куҫ харшийӗсем те, шӗвӗр хура мӑйӑхӗ те, тап-таса хырнӑ янах айӗсем те хӑйне евӗр илем кӳреҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— «Мӗнле пурӑнас-ши?» — тесе каланӑ, тет, пуҫ пӳрне, — сулахай ал пӳрнисене пӗрерӗн хутлатса, мӑкӑртатрӗ арман хуҫи, — «Пурӑнӑр-ха», — тенӗ, тет, шӗвӗр пӳрне.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Совет пир-авӑрӗ ку диагональ ҫумӗнче — ниме тӑман япала! — терӗ шӗвӗр сӑмса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӗвӗр сӑмсаллӑ хыткан арҫын куҫлӑхне сӑмси вӗҫнерех сиктерсе лартрӗ те мӑйӑхне пӳрне вӗҫӗсемпе шӑлкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех