Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурҫӗр ҫитеспе перекат патне ишсе пытӑмӑр, пушӑ баржӑна чулсем ҫинче ларакан баржа ҫумне илсе пырса тӑратрӑмӑр; эртел старости — шатра питлӗ чее, усал сӑмахсемпе ҫеҫ калаҫакан пит те сиенлӗ старик, шӗвӗр сӑмсаллӑскер, вичкӗн куҫлӑскер, кукша пуҫӗ ҫинчен йӗпе картусне туртса антарчӗ те хӗрарӑм сасси пек ҫемҫе сасӑпа кӑшкӑрчӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӗр шӗвӗр сухаллӑ ефрейтор, шинель аркине тимӗр хапха тӑрринчен ҫаклатса ҫурса, тепӗр енне сиксе каҫрӗ.
XXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫавӑнтах таҫтан хӑяматран, шӗвӗр сӑмсаллӑ, чее, тилӗ евӗрлӗ, хыткан та ҫивӗч, вицмундир тӑхӑннӑ ҫын тухса тӑчӗ.
XXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тачки сӗтел патне пычӗ, ларчӗ, кӗнекине уҫрӗ, счет илчӗ те шӑрҫисене сылтӑм аллин шӗвӗр пӳрнипе мар, ятсӑр пӳрнипе куҫарса выляма тытӑнчӗ: ятсӑр пӳрнепе куҫарни вӑл илемлӗрех вӗт.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Сӑмах май, Русь пуҫланнӑранпа сарлака сухалсӑр пуянланса кайнӑ ҫын пулманнине асӑрхаттарса хӑварӑр; тепри хӑйӗн ӗмӗрне савӑл пек шӗвӗр сухалпа пурӑнса ирттернӗ, пуйса каять те, вара сасартӑк пӑхатӑн та — йӗри-таврах сухал тапса тухнӑ — ӑҫтан кӑна ҫӑмӗ тухать-ши!
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Хӑвӑрӑн пуҫӑрта пӗчӗк те тӗксӗм, пӗркеленчӗк пит-куҫлӑ, шӗвӗр сӑмсаллӑ, аран ҫеҫ палӑракан сӑрӑ куҫлӑ пӗр аллӑ ҫулти пӗчӗк ҫынна сӑнлӑр-ха.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Алеха мӗн каланине тӑлмачӑ пӗтӗмпех курпун сӑмсаллӑ ефрейтора куҫарса пачӗ; лешӗ, ҫинҫе те вӑрӑм мӑй ҫинчи кайӑк пуҫӗ евӗрлӗ шӗвӗр пуҫне ун еннелле усса, итлесе тӑчӗ.
XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫавӑн пекех хӗрлӗ те шӗвӗр сухаллӑ, куҫлӑхӗ те унӑнни пекех, шӑпах ҫавӑ — тумӗ ҫеҫ урӑх: погонлӑ нимӗҫ формине тӑхӑннӑ.Такая же рыжеватая бородка клинышком, те же очки, только одет он был в немецкую форму с погонами.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫук, ҫак шӗвӗр янахлӑ, шӑмӑ сӑмсаллӑ фашист ҫӑлтӑрлӑ пилоткӑна та, пионерсен значокне те мар, Ленька кӑкӑрӗ ҫине хӑпарса тӑрса таптанӑ пек, ҫавӑнпа та сывлама та ҫук пулнӑ пек туйӑнчӗ…
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл пӗчӗк питлӗ-куҫлӑ, ырхан, хура тутӑллӑ, вакшанни пек шӗвӗр янахлӑ.Все лицо его было невелико, худо, в веснушках, книзу заострено, как у белки;
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Пӑшал сасси янӑраса кайрӗ те, эпӗ янахсӑр тата сылтӑм алӑн шӗвӗр пӳрнисӗр тӑрса юлтӑм.Выстрел грянул, и я лишился подбородка и указательного перста правой руки.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Ҫав пӗвери хӑмӑш хушшинчи хӳтлӗхсенче темӗн тӗрлӗ кӑвакал йӑхӗсем: нартлатаканнисем, ҫурма нартлатаканнисем, шӗвӗр хӳреллисем, шӑркалчӑ-кӑвакалсем, чӑмаканнисем тата ыттисем те, чӗпӗсем кӑларса ӗрченӗ те, халӗ те унтах пурӑнаҫҫӗ.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Унӑн пит-куҫӗ пӗчӗккӗ, куҫӗсем сарӑ, ҫӳҫӗ куҫхаршинчен пуҫланса каять, сӑмси шӗвӗр, хӑлхисем пысӑк, вӗсем, ҫара ҫерҫи ҫуначӗ пекех, витӗр курӑнаҫҫӗ, сухалне икӗ эрне каярах хырнӑ тейӗн, вӑл нихӑҫан та унран вӑрӑмрах та, кӗскерех те пулмасть.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Ҫиелтен пӑхсан, Зверков господин питех кӑмӑла каякан ҫын марччӗ: сарлака та тӑваткал питҫӑмарти ҫинчен шӑшинни пек чее куҫсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, пысӑк та шӗвӗр, сарлака та уҫӑ ҫунатсемлӗ сӑмсийӗ малалла кӑнтарса тӑратчӗ; кӑвакара пуҫланӑ пӗртан каснӑ ҫӳҫӗсем картлӑ-картлӑ ҫамки патӗнчен ҫӳлелле хӑпарса каятчӗҫ; ҫӳхе тути тӑтӑшах вылянса, ҫепӗҫҫӗн кулса ҫӳретчӗ.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Малтан мӗнле пулнӑ, халӗ те ҫавӑн пекех: шӗвӗр сухаллӑ, куҫлӑхпа, пуҫне шлепке тӑхӑннӑ.
X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Сайра сухалне аллипе хуллен сӑтӑра-сӑтӑра илчӗ, кӗсйинчен табак хутаҫҫи туртса кӑларчӗ, хаҫатӑн пӗр кӗтессине хуллен чӗрсе илсе, ачасем калаҫнине тӑнланӑ вӑхӑтрах шӗвӗр вӗҫлӗ пирус чӗркеме пуҫларӗ.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Шӗвӗр чулсем ӑна темиҫе пая вакларӗҫ, вӑл тем тарӑнӑш хушӑкра пачах ҫухалчӗ, унӑн пуҫ мими, юнпа хутшӑнса кайса, хушӑкӑн тикӗс мар стенисем ҫинче ӳсекен тӗмӗсем ҫине сирпӗнсе пӗтрӗ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Сырлӑшра лаши-мӗнӗпех виҫӗ хутчен чикеленсе илчӗ, унтан тӳрех шӗвӗр чулсем ҫине пырса ҫапӑнчӗ.перевернулся три раза в воздухе с конем своим и прямо грянулся на острые утесы.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хӑйӗн шӗвӗр шпорӗсемпе лашине хӗстерчӗ те вӑл, пӗтӗм вӑйпа козаксем хыҫҫӑн вӗҫтерчӗ; вӑл каялла пӑхмасӑр пырать, хӑйӗн хыҫӗнчен мӗнпурӗ те ҫирӗм ҫын кӑна ӗлкӗрсе пынине те курмасть: козаксем, сиккипе ыткӑнса, тӳрех вӑрманалла пӑрӑнчӗҫ: Андрий лашипе таҫта ҫитиех кӗрсе кайрӗ, вӑл Голокопытенкона халь-халь хӑваласа ҫитет темелле.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тӳсеймерӗҫ ляхсем вӑл вӑйлӑ хӗснине, леш вара вӗсене шӑп та шай шӗвӗр патаксемпе сӑнӑ хуҫӑкӗсем ҫапса тултарнӑ вырӑна хӑваласа кайрӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.