Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑтса (тĕпĕ: шӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сулахай куҫӗ шӑтса юхнӑ.

Левый глаз вытек.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унӑн сылтӑм куҫӗ те шӑтса юхнӑ ӗнтӗ, пуҫӗ те темиҫе ҫӗртен шӑтнӑ.

Его правый глаз вытек, голова пробита в нескольких местах.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫу сӗрнӗ пек йӑлтӑртатса тӑракан йӑмӑх хура ҫӳҫне сарлака ҫамки ҫине усса шӑтса юхнӑ куҫне ҫынсенчен пытарнӑ.

Иссиня-черные волосы, будто смазанные маслом, нависали над широким лбом, пряча от людей вытекший глаз.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анне чӑлха ҫыхать, эпӗ ӗҫсӗр аптраса курӑк ҫинче тӳпенелле пӑхса выртатӑп, пӗчӗк айван, ҫӳлте хам ҫӑлтӑр шӑтса тухасса кӗтетӗп.

Мать вяжет, а я лежу на траве и высматриваю в небе свою звезду, — жду, когда она взойдет.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиванӑн пӗчӗк ачанни пек кӑшт мӑкӑрӑларах тӑракан ҫӳлти тути хӗррипе янаххи ҫине тӗксем мамӑк шӑтса ларнӑ.

Над верхней губой, по-детски выпяченной и припухлой, у Ухтивана темнеет мягкий пушок.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шӑтса тухать те ҫӗнӗ курӑк, Ҫӳле маттуррӑн чӗвенет.

Куҫарса пулӑш

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫеҫпӗл ав ҫӗр чипер ӑшӑтичченех шӑтса тухать.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пиҫене ӑна ҫиелтен ҫеҫ татмалла мар, тымарӗпе туртса кӑлармалла, унсӑрӑн вӑл кайран тымарӗнчен тепӗр хут шӑтса тухать, тесе ӑнлантарать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫӗмелсене тӗрӗслерӗ, чылай кӗлтесене, шӑтса ан кайччӑр тесе, ҫавӑра-ҫавӑра хучӗ, таврӑннӑ чух ҫула май ҫуртырри пуссине кӗрсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ агроном урӑххинчен хӑрать: вӑрлӑх ытлашши шӑтса ан кайтӑр, вара вӑл пӗтме пултарать.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Олимпиада Осиповна, эсӗ пуринчен ытла ҫавна асту: вӑрлӑха стратафикацилесе мӗн май пур таран иртерех акмалла. Тӑпра нӳрӗ пултӑр, унсӑрӑн сирӗн вӑрлӑх шӑтса та тухмасть», — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тулӑ шӑтасса та лайӑх шӑтса тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӗр капӑртма пек унта, вир аксан тӳрех пӑтӑ шӑтса тухать.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн элеклеме юратакан чӗлхи ҫине тӑрӑсӑр ҫӑпан шӑтса тухтӑр.

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Касса пӑхрӑмӑр, хырӑм язви шӑтса кайнӑ пирки перитонит пулнӑ — шӑп эп каланӑ пекех!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Серте яшкине ҫуркунне ҫиеҫҫӗ чӑвашсем — вӑрманта тин шӑтса тухнӑ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Халь каю шӑтса кайрӗ пулмалла ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫанталӑк чипер ӑшӑтма та ӗлкӗреймен — ҫӳҫе кӑчкӑ кӑларма та пуҫланӑ, юр кайса пӗтмен-ха — унта та кунта кӑвак ҫеҫпӗл шӑтса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кур-ха, ав мӗн терӗ вӑл: вӑрманта пӗр йывӑҫ тӳнет те, ун вырӑнне ҫӗр йывӑҫ шӑтса тухать.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӑрманта пӗр йывӑҫ тӳнет те, ун вырӑнне ҫӗр йывӑҫ шӑтса тухать, Тукан абзы.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех