Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑтса (тĕпĕ: шӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулла тӗллӗн-тӗллӗн юр ирӗлет, чулсем ҫинче мӑк шӑтса тухать, вӗтӗ хитре чечексем пулаҫҫӗ тата лутра вӗтлӗх тӗмӗсем ҫӗр ҫумӗпе тӑсӑлса выртаҫҫӗ.

Летом кое-где снег тает, на камнях показываются мох, мелкие яркие цветы, и стелются низенькие кустарники.

Поляр ҫӗрӗсенче ҫынсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кашни кӗркуннех шурлӑх курӑкӗсем пӗтеҫҫӗ, килес ҫул вӗсен вырӑнне ҫӗнӗ курӑксем шӑтса тухаҫҫӗ.

Каждую осень болотные растения погибают, и на следующий год на их месте появляются новые.

Шурлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Чечексем шӑтса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кашни курмассерен тин шӑтса тухнӑ, тин ҫеҫке ҫурнӑ чечек пек туйӑнать ӑна Васса.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсен умӗнче тин кӑна шӑтса ҫӗкленнӗ курӑк.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Часах ем-ешӗл курӑк шӑтса тухӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӑмака мӑрйин кукрашки шӑтса кайнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.

Ҫӗршерӗн те пиншерӗн ҫуннӑн Ятлисемпе ятсӑррисем, Ҫун — ҫуркунне ӑш ҫумӑр ҫунӑн, Ҫун — шӑтса тухнӑн тырӑсем.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Унсӑр пуҫне, вӑрлӑха хӑвӑрт шӑтса аталанма пулӑшакан тата гумат йышши препаратсемпе кирлӗ таран усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/

Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен шӑтса тухнӑ чи пултаруллӑ ятсенчен пӗри вӑл — Г.Т. Тимофеев.

Одним из талантливых воспитанников Симбирской чувашской школы, несомненно, был Г.Т. Тимофеев.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ҫакнашкал чӑрмавлӑ лару-тӑру сиксе тухассине сирес тӗллевпе Шӑхасан салинче час-часах шӑтса юхакан лаптӑксенчи пӑрӑхсене ҫӗннисемпе улӑштарма тытӑннӑ, тӗплӗ юсав ӗҫӗ канализаци сечӗсене те пырса тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсав ӗҫӗсемпе паллашнӑ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d1%8e%d1% ... %d0%bda-2/

Кунта тӗрлӗрен кӑмпа пур: тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ мӑнтӑр хӑмпа, ӑвӑс кӑрӑҫӗ, кӑвакарнӑ лаша какайӗ тӗслӗ хурӑн кӑрӑҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви темиҫе тӗлте те пӗчченшерӗн шӑтса ларнӑ ҫӳхе шурӑ шӗшкӗ кӑмписем тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Типӗ ҫӗре кӗрен ҫеҫкеллӗ ҫеҫпӗл, сарӑ пуҫлӑ упа хӑнкӑрми шӑтса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Эпир утса тухнӑ вырӑна Ешӗл курӑк шӑтса юлмӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл, чӑнах та, платье мар, хӗр ӳчӗ ҫинче кӗҫӗр лӗпӗш ҫунатти шӑтса ларнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӑех шӑтса тухать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Йӑмра вуллисем, касса лартнӑ хунавран ӳснӗскерсем, акӑш-макӑш пӑркаланса-хуҫкаланса, хӑвӑлланса та шӑнкӑрч йӑви ани майлӑ шӑтса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Лайӑх шӑтса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Часах шӑтмарӗ-ха вӑл, шӑтса тухсан вара хӑвӑрт та парка ҫитӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех