Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Качака таки ҫавӑн хыҫҫӑн шутсӑрах вӑйланса кайрӗ; анчах та, хӑватланса ҫитсессӗн, пысӑк мӑйраки хуҫӑлчӗ, ун вырӑнне вара тӗнченӗн тӑватӑ еннелле кӑнтарӑнса тӑракан тӑватӑ мӑйрака шӑтса тухрӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑрӑ, шӑтса ӳссе, иҫӗм йывӑҫӗ, сарлака та лутра иҫӗм йывӑҫӗ, пулнӑ, тураттисем вулли ҫумне тайӑлнӑ, айӗнче тымарӗсем пулнӑ, ҫапла иҫӗм йывӑҫӗ ӳссе ҫитӗннӗ, вӑл хунавсем янӑ, туратсем ӳстернӗ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Унӑн умне типӗ ҫӗртен шӑтакан хунав пек, калча пек шӑтса тухнӑ; Унра кӗрнеклӗхӗ те, чапӗ те ҫук; эпир куртӑмӑр Ӑна, пире Хӑй патне илӗртмелӗх Унӑн сӑн-сӑпачӗ те ҫукчӗ.
Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗлӗтсем, ҫӳлтен пӗрӗхтерӗр; пӗлӗтсем тӳрӗлӗх ҫутарччӑр; ҫӗр уҫӑлтӑр та ҫӑлӑнӑҫ илсе килтӗр, пӗрле тӳрӗлӗх шӑтса ӳстӗр.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эпӗ хамӑн ҫӗрӗме хурлантарса макӑртнӑ пулсассӑн, унӑн суха кассийӗсене кӳрентернӗ пулсассӑн, 39. унӑн ҫимӗҫне пӗр тӳлевсӗр ҫисе тӑнӑ пулсассӑн, ҫӗр ӗҫлекенсене хӗсӗрлесе пурӑннӑ пулсассӑн, 40. ан тив, тулӑ вырӑнне — вӗлтӗрен, урпа вырӑнне пукра шӑтса лартӑр.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кунҫулӗн савӑнӑҫӗ акӑ еплерех унӑн! ҫӗртен вара урӑххисем шӑтса ӳсеҫҫӗ.
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫапла, хурлӑх хирте шӑтса ӳсмест, инкек-синкек ҫӗр айӗнчен сиксе тухмасть; 7. вут-хӗме ҫӳлелле ыткӑнмалла тунӑ пек, этем асап курма ҫуралать.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑл хайланӑ ытарӑшсен шучӗ виҫӗ пине ҫитнӗ, юррисем унӑн пин те пилӗк юрӑ пулнӑ; 33. вӑл йывӑҫ-курӑк ҫинчен каланӑ, Ливан кедрӗнчен пуҫласа хӳме ҫинче шӑтса ӳсекен иссоп таранах пӗлнӗ вӑл, выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен те, кайӑк-кӗшӗк ҫинчен те, ҫӗлен-калта ҫинчен те, пулӑсем ҫинчен те каланӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Кӗсенӗ унчченхи пекех пулсассӑн, анчах ун ҫине хура ҫӳҫ пӗрчи шӑтса тухрӗ пулсассӑн, кӗсен иртнӗ ӗнтӗ, вӑл ҫын таса; священник ӑна таса тейӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ахальтен-и ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа пек «шӑтса тухнӑ» турист, спорт базисем, санаторисем... унта.
Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Сип-симӗс шӑтса тухрӗ, пӗрлех нуши те тупӑнчӗ.
Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11