Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑрӑх пирки Давыдов пальтине те, пиншакне те хывса пӑрахрӗ.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫывӑрма пуҫ тӳпинченех витӗнсе выртатчӗ вӑл, шӑрӑх, пӑчӑ, хупӑ, алӑкран ҫил шаккать, кӑмакара тем кӗрлет, кухньӑран хашлатнӑ сасӑсем, усала систерекен хашлатусем илтӗнкелесе каяҫҫӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ытла та шӑрӑх.
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
Уйрӑмах — шӑрӑх кун…
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Э-ех, тӑвансем, питӗ шӑрӑх!
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вара ҫав шӑрӑх тӳпере телей те савӑнӑҫ шыраҫҫӗ Унта — хӑр пушӑ.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Шав — хӑй айне путарать, тусан — сӑмса шӑтӑкӗсене вӗчӗлтеттерсе, куҫа ҫыпӑҫтарса лартать, шӑрӑх — ӳт-тире пӗҫертсе ӗшентерет; пӗтӗм йӗри-тавралӑх — пурнӑҫ карӑнса ҫитсе, чӑтӑмлӑха ҫухатса, кӗҫ-вӗҫех темле пысӑк катастрофӑпа ишӗлсе анассӑн, сирпӗнсе каяссӑн туйӑнать, ун хыҫҫӑн уҫӑлнӑ сывлӑшра вара сывлама ирӗклӗн те ҫӑмӑл пулассӑн, ҫӗр ҫинче шӑплӑх пулассӑн туйӑнать, хӑлхана хупласа лартакан, йӗкӗлтекен, хуйхӑпа уртарса ярас патне ҫитерекен тусанпа шӑв-шав пӗтмелле те — хулара та, тинӗс ҫинче те, ҫутҫанталӑк тӳпинче те тӳлек, уҫӑ, аван пулас пек туйӑнать…
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Сайра-пӗрре кӑна пулаҫҫӗ ҫакнашкал ҫилсӗр шӑрӑх кунсем.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санькӑпа Федя, кӑнтӑрлахи шӑрӑх вӑхӑтра, участокри ӗҫсем чарӑнсан, пӗр-пӗр сулхӑнрах вырӑн тупса, кӗнекисене уҫа-уҫа лараҫҫӗ.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька тӗлӗнсе кӑна ларчӗ, ара мӗнле шӑнатӑн-ха, кунӗсем те шӑрӑх тӑраҫҫӗ.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Хӗвел тивнӗ мана, ҫанталӑк епле шӑрӑх тӑрать те.
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Шӑрӑх пулнипе ун пуҫне юн кайнӑ пулӗ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кунсем ҫав тери шӑрӑх та пӑчӑ.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шыв труби патӗнчен типӗ шӑрӑх килет.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗрре ҫапла вӑл, пӗчӗк чухне, ҫуллахи шӑрӑх кун, кӑнтӑрла тӗлнелле ял аяккинче мӗн пуррине курма тесе килӗнчен тухса кайнӑ.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пире халӗ нимӗнле шӑрӑх ҫанталӑк та хӑратаймасть.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӑвӑл, ҫак шӑрӑх, чӑтмалла мар тӑкӑскӑ кун кунӗпех васкамасӑр пухӑннӑскер, нихӑҫан пулман вӑйпала урса кайрӗ Переброд ҫийӗн.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сывлӑш пуланса тӑрать, ку вӑл ҫанталӑк паян чӑтмалла мар шӑрӑх пуласса пӗлтерет.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Уйӑха яхӑн тӑсӑлчӗ пирӗн айванрах та ытарса пӗтермелле мар юрату юмахӗ, Олеҫҫӑн чечен сӑнӗпе пӗрле паян кунчченех шанӑҫман вӑйпа пурӑнаҫҫӗ ман чӗрере ҫунса тӑран ҫав каҫхи шуҫӑмсем, лантӑшсеннипе пылӑн исленсе ирӗлекен техӗмлӗ шӑршине ывӑҫласах сапакан, уҫӑ, хавас чӗрӗлӗхпе те вӗҫен кайӑксен янӑравлӑ шавӗпе тулнӑ ҫав сывлӑм шывӗллӗ ирсем, ҫав шӑрӑх, ӗшенчӗклӗ те ӳркевлӗ июнь кунӗсем…
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.