Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑршине (тĕпĕ: шӑршӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мишунь хӗрсене ҫитерме яланах шӑлавар кӗсйинче мӑйӑр чиксе ҫӳренӗ — пурне те пӗр пек валеҫнӗ, уйрӑм савнӑ хӗрсем ун пулман-ха (яштак пӳллӗ пулсан та, вунҫиччӗре кӑна халӗ вӑл — хӗрсен шӑршине кӑшт кӑна туйнӑ).

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӑнах тата ыраш салачӗпе пӗҫерсе ҫисен — хӑш чӑвашӑн шӑршине туйсанах сӗлехи юхмӗ?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Улма кукли шӑршине таҫтанах туяҫҫӗ вара ҫав шӑнасем.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗнӗ-кӗмен, чӗлӗм шӑршине тӳсеймен пирки, каҫӑхсах ӳсӗре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр Уҫӑп Тимахвейч кӑна ни шӑна нумаййине, ни кукӑль шӑршине туймасть — аллисемпе хӑмсарса ларать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах эпӗ опиум шӑршине кӑштах туятӑп, кӗҫех шӑршӑ сирӗлчӗ.

Но я успел почувствовать легкий запах опиума, который тотчас рассеялся.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ тӳлек чунпа вӑрантӑм, палуба ҫинче витререн ҫӑвӑннӑ май тинӗс шӑршине туятӑп.

Я встал с тихой душой и, умываясь на палубе из ведра, чувствовал запах моря.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Колонире кам та кам юн шӑршине пӗлмест — ку эпӗ; йӑваш-кунӗскер тата — сӑмах паратӑп: тӗнчере чи йӗркеллӗ ҫын.

Если кто из колонии не нюхал крови, так это я, безобидный и, даю слово, самый порядочный человек в мире.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Шахта шӑршине нимӗнле юнкерла шкулпа та ҫапса кӑлараймӑн!

А этого никакой юнкерской школой не вышибешь!

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑрланӑ хур хулӑ ҫинче ӑшаланнӑ вӑхӑтра, унӑн шӑршине туйнипе чӑтма ҫук ҫиес килнӗ вӑхӑтра, эпир курӑк ҫинче выртрӑмӑр.

Пока украденный гусь жарился на вертеле, распространяя вокруг мучительно аппетитный запах, мы лежали на траве.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Юлашкинчен опытлӑ сӑмса лайӑх пӗлекен шӑрша — хӗрарӑм шӑршипе парфюмерин кӑткӑс тути-техӗмне, чечекпе пир-авӑр тата тасалӑх шӑршине уйӑрса илчӗ.

Наконец он различил так хорошо знакомый его опытному носу запах женщины, сложный букет парфюмерии, цветов, материи и чистоты.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.

Гимнаст унпа пуҫӗ тӑрринче сулкалашса пӑхрӗ, унтан — тӗрӗслемелӗх — мумисенчен пӗрне мӗн пур вӑйӗпе шанчлаттарчӗ; йывӑҫ касӑлса-тӗпренсе арканчӗ те — пиеленӗ фараон ун ӑшӗнчен чӑкӑл-макӑл кусса тухрӗ, хӑйне питех те тӑрӑшса витнӗ-сапнӑ тахҫанхи-тахҫанхи духи шӑршине кӳ-ӳ сапаларӗ.

Гимнаст взмахнул им над головой, затем, для пробы, обрушил страшный удар на одну из мумий; дерево, треснув, распалось, и запеленутый фараон кубарем вылетел из него, распространяя запах старомодных духов, которыми был пропитан весьма старательно.

II. Мӑн асаттесене сумсӑрлатни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.

Вӑл пирӗнпе сывпуллашрӗ те йывӑҫ урипе таклаттаркаласа, хӑйӗн туйисем ҫине таянкаласа, иодоформ шӑршине те, хӑй пирӗн патӑмӑрта пулса калаҫнипе ӳсӗркелесе кулкаланине те, хуйхӑллӑ сӑмахӗсемпе петӗм кӑмӑла йывӑрлатса хӑварнине те пирӗн ҫуртран хӑйпе пӗрле илсе тухса кайрӗ.

Он попрощался и ушел, притопывая деревяшкой, унося с собой костыль, запах йодоформа и гнетущее настроение, вызванное его присутствием, его кашляющим смехом и горькими словами.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ан калаҫӑр-ха… — табак шӑршине пӗтермешкӗн шӑлӗсене пан улми тимӗрӗн шӗвекӗпе сӑтӑрнӑ май хуравларӗ Элда.

Бросьте, — ответила Элда, протирая зубы раствором яблочного железа, чтобы уничтожить табачный запах.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Пӑхса киленекенсен малтан ӳсӗр флегма юлашки пурччӗ, халӗ вӑл ҫухалчӗ, юн курас, унӑн шӑршине туяс хавхаланӑва куҫрӗ.

Если еще был у зрителей остаток пьяной флегмы, то он исчез, уступив кровожадному азарту.

Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.

Вӑл вӗсен шӑршине илтет.

Он слышал их запах.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Вӑл ҫеҫен хиртен тусанпа лӗпӗш пӗлӗчӗсене, чечек ҫулҫисене, чуп тӑвулла кӗске, сивӗ ҫумӑрпа инҫетри шыв сиккисен сулхӑнне, чуллӑ тӑпра вӗрилӗхне, никам тӗкӗнмен вӑрманӑн ухмаха ертекен шӑршине, паллӑ марлӑх пирки тунсӑх ҫавӑрттарса килет.

Он несет тучи степной пыли, бабочек, лепестки цветов; прохладные, краткие, как поцелуи, дожди, холод далеких водопадов, зной каменистых почв, дикие ароматы девственного леса и тоску о неведомом.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Вӑл ыр шӑршине сапалӗ, Ун техӗмӗпе эс сывлӑттӑн — Чечексем сана ыталӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ялти ӗҫчен хӗрарӑмсене халалласа // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 15–16 с.

Ҫыранти тӗмсен ҫӳлти ҫулҫисем тӳлек хӗлхемсемпе йӑсӑрланаҫҫӗ, юхан шыв ҫуталсах пырать, нӳрлӗ ҫил курӑкпа пулӑ, йӗпе ҫӗр шӑршине сапалать.

Верхние листья береговых кустов затлелись тихими искрами, река яснела, влажный ветерок разливал запах травы, рыбы и мокрой земли.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

«Ав еплерех вӑл — этем йӑхӗн тӑшманӗ!» — табак тӗтӗмӗн хаяр шӑршине ҫӑварӗнче уҫӑмлӑн туйса эрленчӗ капитан.

«Какова сила врага рода человеческого!» — подумал Дюк, явственно ощутив во рту призрак крепкого табачного дыма.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех