Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑршине (тĕпĕ: шӑршӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑвакарма пуҫланӑ сухари татӑкне вӑл тути умне илсе пычӗ те ыраш ҫӑкӑрӗн йӳҫӗ шӑршине тӑранмасла шӑршларӗ.

Заплесневелый сухарь он поднес ко рту, жадно вдыхая кислый запах ржаного хлеба.

9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Анчах Яштайкин унта «пан улми шӑршине» те, «иҫӗм ҫырли шӑршине» те сисмест.

Но Яштайкин не замечает там ни «яблочного запаха», ни «запаха винограда».

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Урамран пӳлӗме уҫӑ сывлӑш кӗрсе апат-ҫимӗҫ шӑршине тата ытларах техӗмлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫил шӑк шӑршине аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Апельсин, мандарин хуппин, герань чечекӗн шӑршине те чӑтма пултараймасть вӑл.

Она также не терпит запах кожуры апельсина, мандарина, цветка герани.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Апельсин, мандарин хуппин, герань чечекӗн шӑршине те чӑтма пултараймасть вӑл.

Она так же не переносит запаха кожуры апельсина, мандарина, цветка герани.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Чи малтан таса мар тумтире, тар шӑршине.

В первую очередь грязную одежду, запах пота.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Сӑмакун юхтарма лартнӑччӗ те Лупашка Люди шӑршине таҫтан сисрӗ — кӗпӗртеттерсе ҫитрӗ.

Начала гнать самогонку и Люда Лужа откуда-то это пронюхала — приперлась.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

12. Хӑйӗн ирсӗр шӑршине хӑй те тӳсме пултараймасӑр, вӑл ҫапла каланӑ: «Турра пӑхӑнни тӗрӗс, вилме ҫуралнӑ ҫыннӑн Турӑпа тан пулас тесе мӑнаҫланса шухӑшлама кирлӗ мар» тенӗ.

12. Сам не в силах сносить своего зловония, он так говорил: праведно покоряться Богу, и смертному не должно думать высокомерно быть равным Богу.

2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Сирӗн уявӑрсене кураймастӑп, йышӑнмастӑп, чаплӑ пухӑвӑрсем вӑхӑтӗнчи парнӗрсен ырӑ шӑршине хапӑлламастӑп.

21. Ненавижу, отвергаю праздники ваши и не обоняю жертв во время торжественных собраний ваших.

Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Кӳнӗ парнерен йӗрӗхе мӗн усси? вӑл ҫиеймест те, шӑршине те туяймасть: 20. Ҫӳлхуҫа ҫилленнӗ ҫын та ҫавӑн евӗрлех, 21. вӑл, — тӗмсӗлсе пӑхаканскер, йынӑшаканскер, — хӗре ыталаса ассӑн сывлакан хайран пек.

19. Какая польза идолу от жертвы? он ни есть, ни обонять не может: 20. так преследуемый от Господа, 21. смотря глазами и стеная, подобен евнуху, который обнимает девицу и вздыхает.

Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫумӑрлӑ кун пӗр чарӑнми тумлакан тумлапа чӑркӑш арӑм — иккӗшӗ те пӗр: 16. ҫав арӑма чарма-лӑплантарма тӑрӑшакан — ҫил-тӑвӑла чарма тӑрӑшакан е сӗрӗш шӑршине аллипе чӑмӑртама тӑрӑшакан.

15. Непрестанная капель в дождливый день и сварливая жена - равны: 16. кто хочет скрыть ее, тот хочет скрыть ветер и масть в правой руке своей, дающую знать о себе.

Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Ҫакӑн хыҫҫӑн та Мана итлемесессӗн, Мана хирӗҫ пырсассӑн, 28. Эпӗ те хаяр ҫиллӗмпе сире хирӗҫ пырӑп, хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн ҫичӗ хут ытла хаса кӳрӗп, 29. эсир хӑвӑр ывӑлӑрсен ӳтне ҫийӗр, хӑвӑр хӗрӗрсен ӳтне те ҫийӗр; 30. сирӗн тӳпем вырӑнӑрсене ишсе пӑрахӑп, сирӗн юпӑрсене ҫӗмӗрӗп, сирӗн виллӗрсене хӑвӑр пуҫҫапакан йӗрӗхсен ванчӑкӗсем ҫине пӑрахӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнӗ; 31. сирӗн хулӑрсене пушхир тӑвӑп, сирӗн сӑваплӑ теекен вырӑнӑрсене аркатӑп, сирӗн [парнӗрсенӗн] ырӑ шӑршине йышӑнмӑп; 32. [сирӗн] ҫӗрӗре пушӑ хӑварӑп, унта пырса вырӑнаҫнӑ тӑшманӑрсем те вӑл ҫавӑн пек пулнинчен тӗлӗнӗҫ; 33. сире тӗрлӗ халӑхсем хушшине салатса ярӑп, сирӗн хыҫран хӗҫӗме туртса кӑларӑп, сирӗн ҫӗрӗр пушӑ пулӗ, сирӗн хулӑрсене ҫӗмӗрсе пӗтерӗҫ.

27. Если же и после сего не послушаете Меня и пойдете против Меня, 28. то и Я в ярости пойду против вас и накажу вас всемеро за грехи ваши, 29. и будете есть плоть сынов ваших, и плоть дочерей ваших будете есть; 30. разорю высоты ваши и разрушу столбы ваши, и повергну трупы ваши на обломки идолов ваших, и возгнушается душа Моя вами; 31. города ваши сделаю пустынею, и опустошу святилища ваши, и не буду обонять приятного благоухания [жертв] ваших; 32. опустошу землю [вашу], так что изумятся о ней враги ваши, поселившиеся на ней; 33. а вас рассею между народами и обнажу вслед вас меч, и будет земля ваша пуста и города ваши разрушены.

Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Исаак унӑн тумтирӗн шӑршине туйса илнӗ, вӑл ӑна пиллесе каланӑ: ывӑлӑм шӑрши — уй-хир шӑрши, Ҫӳлхуҫамӑр пилленӗ [тулли] уй-хир шӑрши; 28. Турӑ сана тӳпери сывлӑмран, ҫӗр тулӑхӗнчен ырӑлӑх парса тӑтӑр, иксӗлми тырӑ-пулӑ, эрех парса тӑтӑр; 29. сана халӑхсем пӑхӑнса тӑччӑр, сана этем йӑхӗсем пуҫҫапчӑр; хӑвӑн тӑванусен хуҫи пулса пурӑн, аннӳ ывӑлӗсем сана пуҫҫапчӑр; сана ылханакансем — ылханлӑ; сана пиллекенсем — пиллӗхлӗ! тенӗ.

И ощутил Исаак запах от одежды его и благословил его и сказал: вот, запах от сына моего, как запах от поля [полного], которое благословил Господь; 28. да даст тебе Бог от росы небесной и от тука земли, и множество хлеба и вина; 29. да послужат тебе народы, и да поклонятся тебе племена; будь господином над братьями твоими, и да поклонятся тебе сыны матери твоей; проклинающие тебя - прокляты; благословляющие тебя - благословенны!

Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Газ шӑршине туйсан е ҫӗр айӗнчен сас илтӗнсен ҫийӗнчех районти газ службине пӗлтермелле.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех